New
Эппин, хӑйӗн чӗнме тытӑнмалла, ан тив, кӗске отчет пекки туса паччӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пуҫлӑхсене шута илет вӑл, ытти «вӗтӗр-шакӑрӗ» йӑлӑхтармалӑхах пур.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Анчах кӗмеҫҫӗ ун патне трестри пуҫлӑхсем, малтан Ярусова кӗтетӗп-ха тесе коридорта утса ҫӳрекенсем те Усанов кабинетне шаккама васкамаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗн калӑр та, вӑл партком секретарӗ-ҫке.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сан умра СУ пуҫлӑхӗ е трестри пая ертсе пыракан ларать-тӗк — сӑлтавӗ те, материалӗ те пур калаҫмалӑх, парткомра пӑхса тухма тивет тесе, пӑртак хӑратма та пулать, е хула комитетӗнче сире ятарласах асӑрхаттарма хушрӗҫ тетӗн те — хайхискерсем тӳрленерех лараҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Интереслӗ те мар кусемпе официаллӑ калаҫма.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӗсенчен мӗн ыйтайӑн, мӗнпе хӑратӑн вӗсене?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Партсекретарьсенчен пӗри — кадрсен пайӗн инспекторӗ, тепри — диспетчер, виҫҫӗмӗшӗ — хӑрушсӑрлӑх инженерӗ…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эрнере пӗр кун вӑл секретарьсемпе канашлу ирттерет, постройком председательне социализмла ӑмӑртӑва вӑйлатмалли пирки кулленех асӑрхаттарать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Парторганизаци секретарӗсемпе, активпа, обществӑлла организацисемпе ӗҫлеме хушать ӑна Пятин.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Усанов патне вӑл пӗртте кӗрсе тухмарӗ-ха.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ярусов секретарь чухне Миловидова миҫе хутчен ан васкӑр, малтан Герман Федоровичпа канашласа илем темен-ши?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӳлӗмне кӗрсен, трестри ПТО пуҫлӑхне Миловидовӑна телефонпа чӗнме шутларӗ: атту партком пуррине те манса кайӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑҫтан йӑлт асра хӑварӑн?»
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мероприяти нумай, ҫынсене йышӑнмалла…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«А-а, каланӑччӗ ҫав мана! — хӑйне Пятин ним каламан ҫӗртех астунӑ пек пулчӗ вӑл.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Усанов приемнӑйри Катьӑран ыйтса пӗлчӗ: управляющи паян килмест, каҫкӳлӗм обкомри канашлура пулать, ыран ирхине те, тӳрех 30-мӗш СУ объекчӗсене кайнӑ пирки, вунпӗрсемсӗр ҫитеймест.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пенсионеркӑна трестри парткабинетра ӗҫлеме май туса пачӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ошаровская сывалса тухсан та трестри коммунистсем Пантиковах заняти ирттерме ыйтрӗҫ; вӑл кӗске вӑхӑтрах «хамӑр ҫын» пулса тӑчӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Диалектика саккунне пӑхӑнманни пурнӑҫра ним те ҫук-ҫке».