New
Управляющи шухӑшне пӗлмесӗр шарлас темерӗ, кун йӗркинчи тӗп ыйту — «Ку кварталти ударлӑ задачӑсене ҫирӗплетесси» — ҫине куҫрӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пантиков вӑрттӑн кулса илни, Пятин нимех те шарламанни ӑна пушшех йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерчӗ: мӗн каламалла Вурманова, Ярусов та килтӗр-и ҫитес ларӑва е тӑхтатӑр-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эсир мана калӑр, Михаил Григорьевича мар! — терӗ Вурманов.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Усанов, ним калама пӗлмесӗр, Пятин ҫине пӑхрӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Парткомӑн иртнӗ ларӑвӗнче Вурманов бригадир: «Герман Федоровича кунта чӗнместӗр-тӗк, ҫитессине мана та ан кӗтӗр!» — тесе хучӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пантикова суйлама сӗнсен, управляющи те ӑна хирӗҫ пулмӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пантиков ним мар секретарь пулать те тӑрать, вӑл профессийӗпе учитель кӑна иккенне те пӑхса тӑмӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Анчах ҫитес суйлавра партком членӗсем яланхи пек ҫӳлтен сӗннипе ҫырлахмӗҫ те — хамӑрах секретарь суйлӑпӑр тейӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӑн та, ку ыйтӑва хула комитечӗ Пятинпа канашласа хӑех татса парать, ҫак енчен пӑхас-тӑк, унӑн ним хӑрамалли те ҫук: Пятина хирӗҫле пӗр сӑмах та каламан, хула комитетӗнчисем ӑна тиркемеҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫитес отчетпа суйлав пухӑвӗнче редактора парткома кӗртес марччӗ, атту секретаре суйланӑ чухне ӑҫтан пӗлес…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Апла та, капла та шухӑшласа пӑхрӗ Усанов, — управляющи Пантикова мӗншӗн аплах «ирӗке янине» чухлаймарӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Усанов шучӗпе, трестра урӑх никам та Пятина «кам сире килӗшет — кӑтартӑр» тесе калаймасть, трестра Пятин урӑх никампа та, Пантиковсӑр пуҫне, «кун пек килӗшме пулать» тесе шӳтлеместех.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чи кирли, чи тӗлӗнтерекенни — Пятин та ыттисемпе пӗрлех ахӑлтатса кулать, кулнӑ майӑн шӳтлӗ сӑмахсем хушса хуркалать, Пантикова мухта-мухта илет.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Машинӑрисем те, паллах, пурте ахӑлтатрӗҫ, шӳтлеме тытӑнчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Кун пек килӗшме юрать, тулӗк ан манӑр, — терӗ те управляющи, тепӗр хут хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхса, чунран кулса ячӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тепӗр пысӑк мероприяти пулчӗ те.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кам сире килӗшет — кӑтартӑр, паянах кайса ҫавӑрап.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Эсир те манпа усӑ курӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Хӑвӑр пӗртте вӑй хурасшӑн мар, манпа усӑ курсах пысӑк мероприяти ирттересшӗн!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ну, чее те эсир, Валерий Никандрович, — управляющи хыҫалалла ҫаврӑнса калаҫрӗ.