New
Чӑн та, ҫылӑхлӑ ӗҫе пӗрре хӑнӑхсан, уншӑн вӑтанма, намӑсланма, пит хӗретме пӑрахаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Лева курсах тӑрать, икӗ мелӗ те ытла килӗшӳсӗр: паҫӑр апат ҫинӗ чух «ҫуттине» аса илменнине (вӑл хӑех эрех кӑларттармарӗ), халь тин, вунпӗр сехетсенче: «Ой, тем, эрех ӗҫес килет, пӗрер стакан ӳпӗнтерер пуль!» — тесе сӗнеймӗ; намӑс-симӗс текен япала вара — вӑхӑтлӑха манмаллискер е аяккалла сирмеллискер мар, е пур вӑл этемӗн, е ҫук, пур-тӑк — яланлӑха.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кун хыҫҫӑн Рена шутланӑ пек тума икӗ май пур: е ӗҫсе «хӑюланмалла», е намӑс-симӗсе вӑхӑтлӑха та пулин ҫухатмалла.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫитменнине, Тамара ӑна итленӗҫемӗн куҫӗсемпе пӗрмаях ҫапла ӳпкелешет пек: «Эсӗ ху тата? Эсӗ ху мӗнлерех?»
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шалти туйӑм, чунӗ-чӗри ун тӗллевне хирӗҫлерӗ: «Хӑв тӑвас ӗҫе малтанах тиркетӗн, сивлетӗн — совеҫ ҫитеретӗн-и тепӗр пӳлӗмре ют ҫын арӑмӗпе ҫӗр каҫма?»
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кил хуҫи хӑнана Тылымри пурнӑҫ ҫинчен калаҫтарса, хӑй сисмесӗрех тантӑшӗн кӗҫӗрхи ӗмӗтне картласа пычӗ; Лева Баринов, Тамара кӑмӑлне тивӗҫтерсе, хӑйне хӑй аванах мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерчӗ: лере пурте йӗркеллине, ҫав хушӑрах Акимов та ун пек-кун пек шухӑш тытманнине пӗлтерет, хӑй вара…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ахальтен-и Рена Левӑна, ҫак калаҫу хӑйсене кансӗрлессине сиссе, сӑмах ҫеммине пӑртарасшӑнччӗ, Тамара кӑмӑлне кура, май килмерӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халь тапратнӑ сӑмах хӑш енчен те пулин кашнинех пырса тиврӗ, кӗҫӗр шутласа хунӑ ӗҫшӗн пурне те, уйрӑмах Левӑна, халех намӑслантарчӗ: варлама юрамасть, вӑрлани пысӑк ҫылӑх тенӗ ҫӗртех, ыттисене вӑрламаншӑн, таса пулнӑшӑн мухтанӑ ҫӗртех вӑрра пуҫтарӑннӑ пек килсе тухать те-ха.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пурин те кулса ямаллаччӗ халь — шӳтлеҫҫӗ вӗт-ха, шӳчӗ те вырӑнлах, анчах нихӑшӗн те кулӑ ҫук.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Унпа ҫума-ҫумӑн тӑма чиперккесем ан та ӗмӗтленччӗр! — хыттӑнрах каларӗ Баринов.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тӗресех хӗрхенетӗн.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗнле кулянаҫҫӗ пуль, шереметсем!
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӗсем участок пуҫлӑхне ҫавӑрма ӗмӗтленни те кӑлӑхах, — шӳтлесе сӑмах хушрӗ Тамара.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Шел Тылымри хӗрсене!
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ку енӗпе вӑл питӗ сыхӑ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗр-пӗр хут ҫине ал пустарма хӗрарӑм пырса кӗрсен те йӗри-тавра пӑхкалать: ун пирки усал шутламӗҫ-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Такштӑ…

— Вӑл хӑй авторитетне нимрен мала хурать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Баринов пуҫне пӑркаларӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑна урӑххипе юнашар курас килетчӗ.