New
Рондо перопа ҫыракан Петӗрккен ҫурӑлса каймалла сысни пӗр хушӑ курӑнмарӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ӗҫсӗр аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмать, чӗпписем ӑҫта иккенне те манса каять тенӗ пек, Ҫирахви аслашшӗ малтан ҫав сӑмахсене ӗненесшӗн пулмарӗ, халь тепӗр хут аса килчӗҫ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Ҫичӗ пӑтлӑ сыснине Петӗркке вӑйлӑ туй тума усрать, Сутипе хӑталлӑ пуласшӑн», — тенӗ сас-хура та пурччӗ ялта.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Кас арӑмӗсен сӑмахне те Сути манмарӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Анчах ун шухӑшне икӗ Ҫтапан чухласа илнӗ, Ҫирахвие чӑрмантарма шутламан.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫавӑнпа хут туса пама кансӗрленӗ те Петӗркке бригадир.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Бригадир арӑмӗ ывӑлне салтакран таврӑнсанах авлантарма, Ҫирахвие тупса пама сӗмленет иккен.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Маркка кинӗ, пӗчӗк Кӗркури амӑшӗ, Сутие вӑрттӑн сӑмах каланӑччӗ-ха.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӑяхван ывӑлне вара станцие хӑй ҫӳрекен сакӑлта ураллӑ шухӑ лашапах леҫтернӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Унччентерех ҫеҫ Юля Фетровӑна хут туса пама пачах кансӗрлемен.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Бригадир мӗн каламаллине питӗ чее шутласа тупнӑ: «Аслашшӗ ватӑ, мӑнукӗ ӑна пӑхма тивӗҫлӗ. Колхоз ветеранне мӑнукӗ пӑрахса кайни чипер мар. Пирӗн политика — ватӑсене хисеплемелли политика», — тенӗ вӑл.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сути юлашки сурата ҫумӑрпа йӗпенмелле мар тирпейлӗ витсе хучӗ, йӗпе-сапа умӗн ыраткалакан пилӗкне алӑ лаппипе сӑтӑркаланӑ май, ҫак сысна хуҫи Ҫирахвие мӗншӗн справка илме чӑрмантарасшӑн пулнине аса илчӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӳсеймен, чӑтайман енне ҫилленсе мӑкӑртатрӗ: «Пыр та калаҫ вӗсемпе, хуҫи аншарлипе шыва кӗрет, пӑру пек сысни сӗлӗ ани ҫинче ашкӑнать. Председателе паянах систерес. Ах, маларах пӗлмерӗм. Икӗ Ҫтапанне те ҫакӑнта чӗнсе килмеллеччӗ, эккей» — чӑтма ҫук ҫилленсе эрленчӗ вӑл.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫирахви аслашшӗ ишӗлнӗ суратсене майларӗ, сысна хуҫине вӗлтӗренпе вӗтме те хатӗрччӗ ӗнтӗ вӑл.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ирӗкре ҫӳреме хӑнӑхнӑ чарусӑр выльӑх ҫаплах суратсен хушшипе сиккелесе чупса ҫӳрерӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Хаҫ, килне таврӑн, тӗпсӗр карланкӑ-ӑ!» — тесе муклашкапа та персе пӑхрӗ вӑл.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Вӑт мӑшкӑл, мӗн тумалла?» — тарӑхмаллипех тарӑхрӗ Сути.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Чипер ларакан суратсенех пыра-пыра чышса йӑвантарчӗ.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Нӑрт-нарт, хӑрт-харт турӗ те пӑру пек пысӑкскер, йӑлтти-ялтти сиккелесе, кайрӗ сӗлӗ ани тӑрӑх.
Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Бригадир сысни ҫав тери пысӑк, йӗтӗр пек ҫап-ҫаврака, ӑмӑрӗ таврашӗ хутлам-хутлам.