New
Тата мӗн курассисем пур-ши пирӗн, тенӗ пек, икӗ мӑшӑр хура куҫ аслӑ Атӑл тӑрӑх аякка-аякка, пысӑк та таса ӗмӗтпе ӗмӗтленсе пӑхрӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сарӑ, кӗрен ҫулҫӑсем, ҫӑт-ҫӑт алӑ ҫупса, таврана саламлаҫҫӗ, телейлӗ икӗ ҫамрӑка хӑйсен кӗрхи илемӗпе савӑнтараҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫамрӑк йывӑҫсем хуллен силленеҫҫӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Атӑл ҫинчен вӑштӑр ҫил вӗрет.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пирӗн куҫ умӗнчех пурнӑҫ мӗн тери улшӑнчӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Мӗн тейӗччӗ-ши?
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Ах, манӑн мӑн аслаттене, сутник пулнине, тӑратса кӑтартасчӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Ан та кала, — килӗшрӗ Сути мучи те.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ай-вай капмар-ҫке хапрӑкӗсем!
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Ак ӑҫта ӗҫлеҫҫӗ иккен пирӗн мӑнукӑмӑрсем.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ури ҫине ӗне пуссан, лӑпланать сан ывӑлу.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Хӑяхван, ытла ан пӑшӑрхан.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Пирӗн Костьӑн ҫак этем патӗнче ӗҫлемелле пулнӑ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Хӑяхван, Сути шухӑшне тӳрре кӑларас шутпа, хушса хучӗ:
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Тӗрӗс каланӑ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Вырӑс пек ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, тетчӗ анне мана, — авалхине аса илчӗ Сути.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Стариксем часах тухмарӗҫ: вӗсем пӗр кана калаҫса тӑчӗҫ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Фабрикӑран тухсан, вӑл асфальт сарнӑ сарлака сукмакпа утнӑ хушӑра каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Авловпа Ҫирахви пӗчӗк пахчара стариксене кӗтсе тӑнине курчӗ, вӗсене алӑ сӗлтсе хӑварчӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тиберев, Йӗлмел чӑвашӗсене хӑйсем патне хӑнана пыма чӗнчӗ те кайрӗ.
Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Хресчен килйышӗнче ҫуралса ӳснӗ ачасене сума сунӑшӑн пысӑк сӑпаҫҫипӑ сире.