Corpus of the Chuvash language

New

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Лидия Михайловна темиҫе хутчен те тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисене илнӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кивӗ Ахпӳртри культура ҫуртӗнчи художество пултарулӑх коллективӗ тӑтӑшах район тата республика конкурсӗсемпе фестивалӗсен лауреатне тивӗҫет.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

2014 ҫулта 400 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫсе пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑччӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Унпа кану ҫуртне тул енчен илемлӗ сӑн кӗртрӗҫ, тӑррине ҫӗнетрӗҫ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Сӑмах май, Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗ республикӑри ял тӑрӑ- хӗсенче комплекслӑ компактлӑ застройка тата тирпей-илем кӗртмелли пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пыракан конкурс ҫӗнтерӳҫи те (2012 ҫ.) пулнӑччӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кивӗ Ахпӳртри культура ҫурчӗн заведующийӗ Л. Сеприханова вара «Муниципаллӑ культурӑпа кану учрежденийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацире палӑрнӑ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Централизациленӗ клуб системинчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи культура ҫурчӗ «Чи лайӑх муниципаллӑ культурӑпа кану учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче вара Патӑрьелсем пурри те савӑнтаратех.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсенчен 37-шӗ — культура учрежденийӗсенчен.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш Республикинчи ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ муниципаллӑ культура учрежденийӗсенчен тата вӗсенче ӗҫлекенсенчен чи лайӑххисене палӑртнӑ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑйӑ-кулӑ, чашкӑрса ларакан сӑмаварпа ҫатма ҫинче ҫатӑртатакан икерчийӗ уявӑн сӗмне тата ытларах кӗртрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Дорожное радио» йӗркеленӗ конкурссем те халӑха савӑк кӑмӑл кӳчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Стадионта спорта юратакансем хӑйсен вӑйне тепӗр хут тӗрӗслерӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Артистсем чипер тумлӑ Ҫӑварнипе Ҫӗр-аннемӗр, юмахсенчи Емельӑпа Мыскараҫӑсем, Ҫуркуннепе Хӗл Мучи ролӗсенче пулса куракансене самай ҫунатлантарчӗҫ, хӑпартлантарчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Районти культура ӗҫченӗсем, ялсенчен катаччи чупса килнӗ Ҫӑварни пикисем чӑнласах та картинка ҫинчи пекех капӑр та илӗртӳллӗ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫак кунхине сар хӗвелӗ пире ытти чухнехиллех савӑнтармарӗ пулин те, стадионти лапамра чылайччен савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ сас янӑраса ҫеҫ тӑчӗ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Чуна ӑшӑ туйӑмпа ырӑ кӑмӑл парнелекен Ҫӑварни кашни ҫемьешӗн кӗтнӗ уяв пултӑр, ӗмӗтленнисем пурин те ҫитсе пыччӑр...», — кӑмӑлтан ырӑ сунчӗ вӑл район ӗҫченӗсене.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Уява хапӑл тунисене район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламларӗ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Хальхинче те ҫак кунхине Патӑрьел, Тӑрӑн, Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсен ӗҫчен халӑхӗпе пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗсем, ҫамрӑксемпе аслӑрах ҫулхи хисеплӗ ӗҫ паттӑрӗсем район центрӗнчи «Паттӑр» стадиона пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed