Corpus of the Chuvash language

New

Эпир вара, ак, икӗ тӑрлавсӑр… — кӗленчери шӗвеке черккене паҫӑрхи майлах вӑш-ваш шӑкӑртаттарчӗ те арҫын хӑ-пӑл-хапӑлах пушатса та хучӗ ӑна.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑрҫма, ҫӑй-ҫай туса ҫӳреме мар, тав тума сӑмах… ҫитерме пӗлмелле мар Мукуҫ мучие пирӗн.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сан, сан ывӑлун вӑрлӑхӗ ку, йоккӑр-маккӑр, пирӗн манукӑмӑр, пирӗн кил-йыш ҫынни.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кам вӑрлӑхӗ тетӗн эсӗ ҫакна, э?

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

У-у-у, тӑнкӑл-танкӑл! — сылтӑм аллинчи вӑта пӳрнипе сӑпка еннелле кӑлт! кӑнтарчӗ Турчӑка Кули.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Илтетӗн-и: ҫамкасене шарт ҫуриччен пуҫҫапса хӑшкӑлмалла!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Персе анса, ҫамкасене шарт! ҫуриччен пуҫҫапса хӑшкӑлмалла Мукуҫ мучие пирӗн!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урайне шап!

— Уппӗн-теппӗн! йӑнкӑлса-чӑнкӑлса ҫӳремелле-и пирӗн кунта!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Лӑпӑрти! — арӑмӗн тӑвӑлӗ йӳҫсе тӑкӑнма хал ҫитерейменнине кура ҫӗнӗ вӑйпа янӑраса кайрӗ Турчӑка сасси.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь вӑл, самант шавкӑнӗпе анкӑ-минкӗленсе, ҫул хӗррине чавса лартнӑ юпалла тапранас тет айккинелле-майккинелле — тапранаймасть, хушас тет пӑт-пат сӑмах — хушаймасть.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Упӑшки кунашкаллине ӗмӗрне курман Хвеччис шак хытнӑ.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килтӗн, ҫитрӗн тӗпӗртеттерсе…

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аскӑн-тӗскӗн!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шампа!

Аптӑк-каптӑк!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сана, тепӗр арҫын пулсан, калаҫтарса-лӑпӑртаттарса та тӑмасть, тытать те лат! тапса вӑркӑнтарать кутран.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хӑвна пӗл-ха эс, хӑвна, кӗрт ами!

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫак килте ҫапла супӑшса тӑмалла-и пирӗн, тӑнсӑр! — мӑшӑрне ак-ак пӑскӑртма тытӑнчӗ йӑваш-йӑваш тенӗ Куля.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чарӑнатни, чарӑнмастни эс юлашкинчен! — арӑмӗ ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ те вӑл, умӗнчи черккене тултарса, пӳртрисем ни ырӑ, ни усал шухӑшласа ӗлкӗриччен кӗленчери эрехе яп ҫеҫ упӗнтерчӗ ҫӑварне; ӳпӗнтерчӗ те шӑл айне хумалли хыпса-чӑрманса тӑмарӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе лаш ҫеҫ туртса типӗтрӗ тутине, типӗтсен, арӑмӗ енне кӑн-н тирӗнчӗ шӑртлӑ куҫӗпе каллех.

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed