Corpus of the Chuvash language

New

Нумай-нумай, татах та татах юп курса пурӑнмалли этеме кӳп! ҫеҫ такӑнтарса ӳкернӗскер.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уппӗн-теппӗнскер!

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, вилӗмӗ ытла т.а ир килсе хупӑрланӑскер-ҫке, ниҫталла мар таҫталласкер.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шухӑшламасӑр!

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Путмасӑр!

Хӑшӗ-хӑшӗ, Кӗҫение чат ҫывӑххисем, шатӑрах лачӑртатса пӗкӗрӗлнӗ; хӑшӗ-хӑшӗ, чат ҫывӑхах маррисем, тен, капла кӑна мар инкеке те чӑтса ирттернисем, чӑтаҫҫӗ-ха, ӳссе-ӳссе пыракан кӗмсӗркке тӗмескене тинкерӗннӗ те — хурлӑ-хурлӑ хӗв шухӑшӗсене путнӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӑва ҫине пухӑннисене пӗрне те шухӑшлаттармасӑр иртмен вӑл.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вилӗм шалкӑмӗ кашнинех хуҫа-хуҫа хӑварнӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Никам та хурланманни ҫук масар лаптӑкӗнче.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина та, йӑмӑкӗсем те татӑлса йӗреҫҫӗ, Елькка та шӑпӑр-шӑпӑр куҫҫульне тутӑрӗ вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурин сӑнӗ-питӗнче те — сирсен сирӗлми хуйхӑ, чарсан чарӑнайми лӳшкенесле куҫҫуль.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Динӑпа йӑмӑкӗсен юлташӗсем те, шкулта пӗрле вӗренекенсем, шӑтӑк тавра хурлӑн пуҫтарӑннӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӳрши-арши те.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Никоновсен пӗтӗм тӑван-пӗтенӗ кунта.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑварлӑ, ӗсӗклӳллӗ вилтӑпри.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗмескеленет, курпунланать Кӗҫенин ӗмӗрлӗх, вӗҫӗмлӗх килӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тулать, питӗрӗнет шӑтӑк хӑвӑрт-хӑйӑрт.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арҫынсен аллисенчи кӗреҫесем хӗҫ евӗр вашт! вашт! вашт! вылянаҫҫӗ куҫ умӗнче.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑнк! Тӑнк! сула-сула тӑрӑнтарать темӗскер ҫивӗччи тӑнлава.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗпӗрр! пыра-пыра ҫапӑнать шӑн тӑпра ӑвӑс хӑмаран ӑсталанӑ тупӑк хуппине.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed