Corpus of the Chuvash language

New

Ӑсрӑ, чунра ӳкерчӗкленни, куҫ умӗнче тӑраканни, ҫук, пус-кас — тухаймастчӗ, ҫип ҫапнӑ пек лап! ҫапӑнаймастчӗ шурӑ хут ҫине тӗп-тӗрӗсси…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Темле халиччен пач курман-илтмен карчӑк сӑнӗ-пичӗ евӗрле муталана-муталана тухатчӗ вӑл тӑрӑшни.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук, кӑларайманччӗ шурӑ хут ҫине асламӑш сӑнарне Дина.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вара каллех тертленме, асламӑш сӑнарне хут ҫинче чӗртсе тӑратма пушшех те харсӑртараххӑн тапӑннӑччӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑрмашнӑччӗ-тӑрмашнӑччӗ те, никама кӑтартмасӑрах, чӑл та пар таткала-таткала тӑкнӑччӗ ҫав хута.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уроксем хыҫҫӑн пӗр каҫ, икӗ каҫ, виҫӗ каҫ, тӑватӑ каҫ тӑрмашнӑччӗ Дина унпа.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑнӳкерчӗксене пахаласа мар, ӑшӗ-чиккинчи сисӗм-туйӑмпа ӳкерме тытӑннӑччӗ вӑл асламӑш портретне.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иксӗлне, катӑлнӑ пек пулнӑччӗ те хӑнӑхнӑ сӑнар — Дина шура, сарлака хут тупнӑччӗ, аллине кӑранташ тытнӑччӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вараран-вара, чӑн та, иксӗлнӗ, катӑлнӑ пек пулнӑччӗ асламӑшӗн сӑнарӗ хӗр-ача ӑсӗ-тӑнӗнчен.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑт, чӑх чӗри!..» — тенӗччӗ амӑшӗ ҫамрӑклах пур пӑрӑнчӑка та йывӑра йышӑнмалла маррине, йывӑра йышӑнсан та чӑтмалла иккенне систерсе…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑвна утьӑкка сиктерсе, тяппа-тяппа утма вӗрентнӗ асаннӳнтен?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юратакан ҫынран хӑраҫҫӗ-и ӑна?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗкрешсем пекчӗ вӗт иксӗр, ҫӳпҫипе хупӑлчиччӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле юрататчӗ те хӑвна?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Хӗрӗм, кай, ан ӑссӑрлан-ха, асаннӳ «тытать»-и?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗ пырса ӳкӗтлесен, ачашласа йӑпатанҫи тусан тин таврӑннӑччӗ Дина тӑван килне.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑҫан-хӑҫан такам-такам та ҫав шырлан умне ҫитсе тӑмаллине пуҫ тавра каялла-маялла хӳтерсе пӑхрӗ те — шутсӑр салхуланчӗ, шутсӑр кичемленчӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ярӑнса ӳсекен хӗрачан пӗтем чунне-хевтине тӗпретрӗ-чӑлхантарчӗ ҫак вилӗм.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗрремӗш хут вӑл ҫавӑн чухне ҫут тӗнчере хӑйсем виҫелссе хуни кӑна мар, тата унтан та хӑватлӑраххи, никама та итлеменни-пӑхӑнманни, нӗрсӗр аркату пуррине ӑнланчӗ, ӑшне илчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук-им вара ҫут тӗнчен урӑхла тума ниепле май та», — асламӑш вилӗмӗ чӗрине шартарса, ҫатӑрласа асанлаптарнӑччӗ Динӑна ҫавӑн чух.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed