Corpus of the Chuvash language

New

Хӑй те, ир те каҫ ачисемшӗн хыпӑнакан-ҫунакан аллисем те ҫук.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук ӗнтӗ унӑн сасси те, сывлӑшӗ те.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук ӗнтӗ вӑл текех пӗле тӑран ҫынсем хушшинче.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Амӑшӗ!..

Чи малтанах, паллах, чунтан-вартан юратакан амӑшӗ валли туса парӗччӗ вӑл кунашкал ырлӑха, ӑна вӑрӑм-вӑрӑм ӗмӗр пиллӗччӗ…

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтармалла тӑвӑччӗ вӑл ҫут тӑнче ҫутипе киленекен пур-пур этеме те.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫҫуль, хуйхӑ мар, савӑнӑҫ ҫеҫ валеҫсе тухнӑ пулӗччӗ вӑл кашнине-кашнине.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пулас-тӑк, тупас-тӑк май — хӗвел питтинче юп куракан кашни-кашни чӗрӗ чунах телейлӗ тӑвӗччӗ Дина.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑҫ лек ҫивчӗ-ҫке эсӗ, тинӗс пекех тӑварлӑ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗншӗн-ха сӑну-питӳнте санӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр кулӑпа хутӑшах пат-пат-пат куҫҫуль?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗншӗн-ха эсӗ вӗҫӗм-вӗҫӗхмех питъен кӑна мар, хыҫъен те?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗншӗн-ха санра чат тутли, чат пылакки кӑна мар?

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑрлавсӑртан та тӑрлавсӑр вӗлтӗрен иккен эсӗ, йӳҫӗрен те йӳҫӗ ват!

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, пурӑнӑҫ!

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ласт та ласт пусӑрӑнтарать ӑна яш терт.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр пуҫӗ — ҫилсӗр ҫилармань, хуйхӑ ҫилӗпе ваш та ваш ҫаврӑнать унӑн ҫунатти — суйхӑ капламӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗччен пуласси, хӑй шухӑшӗпе хӑй варшӑнасси килчӗ унӑн ку самантра, кӗҫӗр.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Те нимпе пусарас тесессӗн те пусӑрӑнман кӑмӑлӗ Нинӑпа калаҫса пушшех те вӑркама пуҫӑннӑран, тӑнӑ вырӑнтан пӗртте Ҫуткасалла пӑрӑнасси килмерӗ Динӑн.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӳречесем, калаҫса татӑлнӑ пек, пӑр-пӗрин еннелле вӑльт-вальт салам ӑсатма тытӑнчӗҫ: килрен килех ҫутӑ ҫутса ячӗҫ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урам тӗтре евӗр ҫӑмӑл-ҫӑмӑл ӗнтрӗкпе витӗнчӗ.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed