New
О, ҫӗр йӑтайми ӑссӑрлӑх!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юратнӑ-тӑк, савнӑ-тӑк Динӑна кӑшт та пулин, епле систермесӗрех тӑрӑччӗ-ши Андрей Васильевич ҫавна?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑхӑт ирттӗр те хӗрӗн чун суранӗ тӳрлентӗр, манӑҫупа хуллен-хуллен витӗнсе-варӑнса пытӑр, тет вӗт-ха вӑл, э?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пат! пуҫне пырса ҫапрӗ ҫавӑн чухне Динӑнне: ара, хӗрхеннипе, йӑпатас тенипе ҫеҫ хӑйне хальхилле сӑпай та ӑнланса тытать вӗт-ха Андрей Васильевич унпа, пӗртте ӑна килӗштерни-юратнипе мар.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӑнӑш!

Тӑман пулӗччӗ шӑпчӑк чӗппи евӗр шӑппӑн-шӑппӑн, чӗринче пухӑнса-пухӑнса пынӑ евӗкне йӑлт-йӑлт кӑларса хӳнӑ пулӗччӗ чӗлхи ҫине…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун урокӗсенче пуҫ ҫӗклеме те хӑяйманнине — хӑйӗччӗ вӑл халь ытлӑ-ынатлӑ сӑмахсене калама, хӑйӗччӗ ҫав, хӑйӗччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӗччӗ, калӗччӗ ӑна хӑй хытӑ юратни ҫинчен, савӗччӗ, савӗччӗ ӑна куҫӗле темӗнччен.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ак, кӗрӗччӗ те вӑл картишне, хӑпарӗччӗ те картлашкапа, уҫӑччӗ те алкум алӑкне, пӳрт алӑкне, ҫутӑ ҫутса ярӗччӗ те — тӗлӗннӗ Андрей Васильевича «ку эпӗ, эпӗ килтӗм», тесе, сӑпайлӑн, вӑтанӑҫлӑн пӗлтерӗччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шутсӑр, шутсӑр курасси килнӗччӗ хӗрӗн Андрей Васильевича ҫав каҫ, шутсӑр, шутсӑр калаҫасси капланнӑччӗ вӗрентекенпе.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ хӑвна та, ӑна та пӗтеретӗн вӗт, ӑссӑр!»
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑна кӗр! — сасартӑк тан-тан! ялтлатса илчӗ унӑн пуҫӗнче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗскер хӑтланатӑн-ха эсӗ, Дина!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫывӑраймасӑр хӑшкӑлнӑ Дина тӑчӗ ҫавӑн чухнехи пӗр каҫхине, тумланчӗ, сас-чӳ тумасӑр урама тухрӗ, хӑпарчӗ хреснамӑшӗсен хапхи умне, тӗкес терӗ хапхине…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашшӗ Шупашкара амӑшне илме кайнӑ кунсенче Елькка хӗреснамӑшӗ ҫӗр каҫкаларӗ вӗсем патӗнче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чутах тепӗр йӑнӑш туса хуратчӗ тата Дина…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Андрей Васильевич вара пӗртте палӑртмастчӗ ӑна-кӑна, яланхиллех лӑпкӑ та танлӑ тытатчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑрҫатчӗ хӑйне унашкал ӑссӑрланнӑшӑн, вӗренекен пуҫӑн туйӑм-сисӗмне тытса чарма хал ҫитерейменшӗн хаярланатчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лапсака улмуҫҫи айӗнче иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ хыҫҫӑн: «Ак, ак ҫӗр тӗпне анса ҫухалатӑп-и е веҫ-веҫ арканса тӗпренетӗп», — тесе, ним тӗлли-паллине чухлаймасӑр ларатчӗ хӗр Андрей Васильевич урокӗсенче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳллӗ те яштакаскер, хӑйне лӑпкӑ та тивӗҫлӗ тытаканскер, Андрей Васильевич таруках, сасартӑках ҫатӑрт! ҫатӑрласа илчӗ те хӗр ӑсне-тӑнне — ӑшӗнчи вутне темӗн чул палӑртас мар тесе тапӑҫсассӑн та — тухрӗ-тухрех ҫав вут палкаса.