New
Вырӑс ҫав, тӗттӗм чӑваш мар, ахӑртнех, таҫта та ҫитсе, таҫта та пулса курнӑскер, ҫавӑнпа хӑйне тыткалама пӗлет…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр шутласан, ҫакӑ путишле темелле, анчах тимлесерех пӑхатӑн та, ҫапла хӑтланни Сидора килӗшет те пек.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑрчӑк ҫухавиллӗ кӑвак сатин кӗпе, ӗнӗк шӑлавар, кирза атӑ тӑхӑннӑскер, хӑйне вӗреннӗ ҫын пек (е улпут пек темелле-и) тыткалать вӑл, пурҫӑн пиҫиххи хушшине пуҫ пӳрнисене чике-чике, кӗпин пӗркеленчӗкӗсене час-часах хыҫалалла хӑвалать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, вӑтӑр пиллӗксенче кӑна.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах тӳрӗ сӑмсапа тарӑна вырнаҫнӑ мӑшӑр кӑвак куҫ тавра пӗркеленчӗксем ҫукпа пӗреххи ҫынни ку хӗрӗхе те ҫитменнине кӑтартать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Питне сухал хупланине пула, ку вырӑс миҫерине калама та хӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫынни хӑй, вӑтам пӳрен ҫур шит ҫӳллӗрех, яштака кӗлеткеллӗ, пӑхма ҫинҫешке пулин те, самаях пиҫӗ те вӑр-вар пулас.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Алли ҫинҫе те тап-таса хӑйӗн, ахӑртнех, хура ӗҫ нумаях курманскер.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Питӗ хавас маттур ҫынпа туслаш машкӑн, питӗ хавас, — кӑмӑллӑн каларӗ вӑл вырӑсла, Калюкова алӑ парса.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин, ӑна ӳстерме тытӑннӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утарҫи ку, хӑйне Сидор тесе чӗнтерекен вырӑс, ун чухнех мӑк пек сухалпаччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паллаштарасса вӗсене икӗ уйӑх каялла кӑна-ха Канашри чайнӑй хуҫи Волков паллаштарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Каярах кӑна Калюков питне ҫӑра сухал пусса илнӗ ҫак утарҫа утарӗ те, пылӗ те кирлӗ маррине ерипен тавҫӑра пуҫларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Апла мар иккен, вӗллисене хурт ҫемйи юлманнисене те ҫыртарнӑ-мӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утарҫӑ ытла пахматсӑр ҫын, налук сахал тӳлес тӗллевпе миҫе вӗлле тытнине кӑтартасшӑн мар пулӗ тесеччӗ тата.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пылӗ, чӑн та, самай пухӑнать пулас кунта, анчах ӑна сутмашкӑн ҫулсӑр-мӗнсӗр таҫта ҫити турттармалла-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, кунашкал чӑтлӑхра пурӑнсан, упана тухӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утарҫӑ мӗншӗн ҫак пӗчӗк уҫланка вырнаҫнинчен тӗлӗнетчӗ Калюков.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫывӑхра ял мар, стрелук картунӗ те ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗм вӑрман кунта, ҫын ура ярса пусман тавралӑх.