Corpus of the Chuvash language

New

Анчах, кирлӗ пулсан, ҫак ҫуртӑн хыҫалти, тӗрӗсрех, урайӗнчи вӑрттӑн алӑкӗнчен тӳрех ҫырмари чӑтлӑха чӑмма пулать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, ҫурри ҫӗр ӑшӗнче ларать ку пӳрт, хыҫӗпе ҫырма хӗррине кӗҫ-вӗҫ чикеленес пекех усӑнса тӑрать; чӳрече те иккӗ кӑна.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Сидор вӗсене, чӑвашсем пек, тункатаран мар, хӑмаран тунӑ е тутарнӑ, ҫавӑнпа, пысӑкскерсем валли, паллах, вырӑн пушшех нумай кирлӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, хӗлле чылай вӗлле вырнаҫтармалла-ҫке унта.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрчӗ ку хӑй пурӑнаканнинчен те аслӑрах.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑнасене, яланхи пекех, вӗлле пӳртӗнче вырнаҫтарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор вӗсене хальхинче те тарават кӗтсе илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑнана час-час е сайра хутра ҫӳресси вара пӗтӗмпех хуҫа кӑмӑлӗнчен килет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтанпа вӗсем ҫак утара темиҫе те киле-киле кайрӗҫ ӗнтӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах вӑл Сидор хӑй ӑҫта пурӑннине хут ҫине ӳкерсе кӑтартнине астуса илме тӑрӑшрӗ, чугун ҫул хӗрринчи ҫухрӑм юпине пӑхса, хӑйсем ӑҫта ҫитсе ҫапӑннине пӗлчӗ, вара ыттисене хыҫҫӑн пыма хушрӗ те ӑйӑрне малалла юрттарчӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яснӑ?

Халӗ ун патне лексен, пи-итӗ аванччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑнана чӗннӗччӗ вӑл.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗм вӑрманта, тӑр-пӗччен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чимӗр-ха, — аса илчӗ ҫавӑнтах, — таҫта ҫак енче манӑн пӗр пӗлӗш пурӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку вара Канашран Улатӑралла каяканнн пулма кирлӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсӗ ӑна хытӑ тарнипе асӑрхаса юлаймарӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мускав чугун ҫулӗ урлӑ эпир паҫӑрах каҫса кайнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ан хӑра, Петӗр, — те ӑна, те хӑйне лӑплантарчӗ Калюков.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Капла пӗтрӗ пуҫ, тытаҫҫех пире.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed