Corpus of the Chuvash language

New

Ахӑртнех, ҫынни ҫав тери чее те харсӑрскер, анчах унӑн опытпа кирлӗ пӗлӳ ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа кантурта та, лавккара та алӑ йӗрӗ хӑварнӑ, — пӗр чарӑнмасӑр каласа пачӗ милиционер.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вӑл «Кожтрест» кантурне тата Анатриял лавккине ҫаратнӑ теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн Телегин йӗрӗ кунтан инҫех те мар, Йӗпреҫре тупӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лешӗ тӗрмере нумай пурӑнман, Атӑл хӗрринчен вутӑ турттарнӑ чухне тарма пултарнӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арестлесен, хӑрушӑ преступник тесе, Телегина Шупашкарах кайса хупнӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак ӗҫе те Телегин вӗслетнипех тунӑ пулӗ теҫҫӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташлӑха ҫаратнӑ унта.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, шӑпах тата ҫав гражданина тытса каяс умӗн Экеҫе, Калюков, эсӗ пырса кайнӑ теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗлерессе командира Телегин хӗршӗн вӗлернӗ пулӗ теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Леш командирӗ те Экеҫренех пулнӑ иккен, халӗ унӑн ашшӗ, Никифоров Петр Никифорович, уесӑн ҫутӗҫ пайӗнче ӗҫлет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чӑннипе вӑл хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрӗсрех каласан, ҫирӗммӗш ҫулта поляксем аллине тыткӑна лекнӗ хыҫҫӑн, Совет влаҫӗ умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ: тыткӑнран тарнӑ чухне хӑйӗн командирне вӗлернӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кӑҫалччсн кӑна-ха вӑл Экеҫ ялӗнчи активистсенчен пӗри шутланнӑ, ялхуҫалӑх юлташлӑхне ертсе пынӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй вӑл, ахӑртнех, Телегинӗ ҫак пӳртрех ларнине пӗлмест те пулас, ун еннелле куҫ хӗррипе те пӑхса илмерӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла вара, Антун Иванчӑ, эсӗ хушнипе, эпӗ Телегин Иван Степанӑч гражданин ҫинчен хам мӗн пултарнӑ таран пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлтӗм, — терӗ Оглоблин хӑйӑлтирех ҫинҫе сассипе.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑнтан хурахсем хӑйсен эшкерӗн тӗп чӑмӑрне ҫӗнӗ ҫынна ҫав тери сайра йышӑнни палӑрчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна Калюков кӑна мар, ыттисем те ҫав тери тимлесе, кӑсӑкланнипе каҫса кайсах темелле итлерӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак хушӑра Пуслӑх Мишши чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмартана, пӗтӗмпех хыпнӑскерне, шӑвӑҫ куркари сӑрапа сыпса, кӑшт-кашт чӑмласах ӑнӑҫлӑн ҫӑтса ячӗ те, хаяр эрехе самай ӗҫсе лартнине пула хӗрме те, нӳрӗрен кӗнӗ хыҫҫӑн ӑшӑнма та ӗлкӗрнӗскер, утаман хушнине итлесе, хӑй мӗн пӗлнине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисем те хӑйсене унчченхи пекех тыткалаҫҫӗ, Валет, авӑ, манпа шаккасах ӗҫрӗ…»

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Калюков мана тӑшманла пӑхмарӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Чим, мӗншӗн-ха манӑн ҫав териех сехӗрленсе ӳкмелле? — хӑйне хӑй каллех лӑплантарчӗ Телегин.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed