New
Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗтел хушшинче тӗлӗрсе ларакан Иванов-Валет алӑк кисренсе уҫӑлсан кӑна самантлӑха пуҫне ҫӗклерӗ, нимӗн ӑнкарса илейменскер, урмӑш куҫӗпе пӑртак пӑхкаласа ларсан, каллех сӗтел ҫине хучӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куччановпа Курносов кӑмака ҫинче, паҫӑрхи пекех, пӗри хулӑннӑн харлаттарса та тепри сӑмса витӗр ҫӑмӑллӑн шӑхӑрттарса ҫывӑраҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешсем пӳртре мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗҫ курӑнать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Тӑртак! — урайне лач сурса, ҫиллессӗн каласа хучӗ Калюков, юлташӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ май.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Часах лаша тулхӑрни, хапха уҫӑлни илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах янавар выльӑх, хуҫана вӑл ӑслӑ е ухмах пулнине пӑхмасӑр пӑхӑнма ҫуралнӑскер, шапарнӑ ҫӗре таканлӑ урисемпе тӑнччи-танччи тутарса, Минина таҫталла илсе кайрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унтан пӑтаран сӑран пиншакне вӑтӑрса илчӗ, аран-аран тӑхӑнчӗ, кубанка текен хӑлхасӑр ҫӗлӗкне пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ, вара алӑка тапса уҫрӗ те тӗттӗм ҫенӗке ярса пусрӗ, унта тем хӑлтӑртаттарса, картишне таплаттарса тухрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл пуҫне мелсӗррӗн пӑрчӗ те лахханпа ҫапӑннӑ тӗле сулахай аллипе хыпашласа пӑхрӗ; сылтӑм аллине ыратнипе хускатаймасть те пулас.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сансӑр пурӑнма ҫук-им…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Суратӑп кӑна сан ҫине, тьху!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эсӗ маншӑн тек утаман мар! — терӗ хӑй, тарӑхнипе хӑрӑлтатса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Минин ӑна шурӑ куҫпа кураймасӑр пӑхрӗ, хулне Калюков аллинчен карт! туртса вӗҫертрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Яснӑ?

Пӗр ҫын та!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Итле, Мина — терӗ вара шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, — халлӗхе йышра утаман — эпӗ, ҫавӑнпа манран пӗри те иртеймӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Калюков урине илчӗ те Минина хулӗнчен тытсах тӑма пулӑшрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Минин ыратнипе пӗтӗм пӗвӗпе туртӑнса илчӗ, ҫапах кӑшкӑрмарӗ, шӑлне ҫыртрӗ, парӑннине систерсе, лӑшах пулчӗ: ара, утамана вӑйпа ҫӗнтереес ҫуккине пурте пӗлеҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл мӗнле выртнӑ ҫаплипех аллине капурӗ патне тӑсрӗ, анчах ӑна, аяк пӗрчи айне пулнӑскере, уҫса ӗлкӗреймерӗ — Калюковӑн таканлӑ атти унӑн аллине шатӑр кӑна пусса лартрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс ӑҫтиҫук кӗрт амишӗн мана ҫапма-и!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— А-э-э! — кӑшкӑрса ячӗ Минин.