Corpus of the Chuvash language

New

— Хӗрсем, сирӗн тӑрӑхӑртан шыва сикеп! — тесе вырӑнсӑр шӳтлеме тытӑннӑ йӗкӗт хӑлаҫланса чупрӗ-чупрӗ те шыва шампӑртатса кӗрсе кайрӗ, вӗҫен кайӑк ҫунатне сарса вӗҫнӗ пек, питӗ ҫӑмӑллӑн ишме тытӑнчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Кур-ха эсӗ ӑна, комбинатран тӑрӑхласа кулать.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Мӗн терӗн? — ялт сиксе тӑчӗ те Юля, ҫав качча хӑйӑрпа сапрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Сирӗн пек тряпичницӑсем ӗнтӗ мана хӑйӑр ҫинче кӑлтӑрттин йӑвалантарчӗҫ, — тӑрӑхлас шутпа каларӗ каччӑ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Хӑйӑр ӑшӗнчен йӑраланса тухнисемпе шыва кӗместпӗр! — шӳтлесе тавӑрчӗ Ҫирахви.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Хӗрсем, шыва кӗме атьӑр! — хытах кӑшкӑрса чӗнчӗ вӗсене Атаркин палламан пӗр каччӑ, хӑй ҫумне ҫыпҫӑннӑ сарӑ-шупка хӑйӑра шӑлкаласа.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫирахви, пуҫӗ айне аллине хурса, тӑпӑлкка урине тӳп-тӳрӗ тӑсса выртаканскер, пӗчӗк хӗрача пек, ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ те, каччӑсен куҫне курӑнас мар тесе пулас, чи хыҫала кайса, урине хӑй айне пуҫтарса ларчӗ, вӗри хӑйӑра ывӑҫласа, пӗр алли ҫинчен теприн ҫине юхтарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗрсем ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗрсем патне пымарӗ вӑл, хӑва тӗмӗ хыҫне кайса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Иртен-ҫӳренсем ун ҫине сӑнарах пӑхса иртнине те Атаркин асӑрхарӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫинҫе пилӗкӗ, тӑпӑлкка пӗвӗ-сийӗ ун ытти хӗрсенчен уйрӑмах килӗшӳллӗ курӑнчӗ Костьӑна.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Юля ҫӳҫне кӑтралатнӑ, Ҫирахвин ҫутҫанталӑк панӑ кӑтри унсӑрӑнах илем кӳрет.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Иккӗшӗ те ҫӳҫне кӗскетсе кастарнӑ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫирахвипе Юльӑна хула хӗрӗсенчен уйӑрса илме ҫук: ыттисем пекех, пурҫӑн бюстгалтерсемпе, пӗр сӑмахпа каласан, шыва кӗмелли ансамблӗ вӗсен питӗ килӗшӳллӗччӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӗрсем пӳскелле вылянӑ та иккен, канма шутланӑ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Йӗлмел хӗрӗсем тантӑшӗсемпе пӗрле хӗвел питӗнче хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртатчӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ак хайхискер, Юльӑпа Ҫирахвие курах кайрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унта-кунта пӑхкаларӗ вӑл, шыв хӗррипе васкамасӑр утрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя, Атӑл урлӑ хӑвӑртрах каҫас ӗмӗтпе, моториста укҫа пачӗ те тепӗр вунӑ минутран пляжа пырса та ҫитрӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑл кун хӗвел хӗртсе пӑхрӗ, йӑлӑма каякансем шутсӑр нумайччӗ.

Help to translate

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed