New
Йӑран ҫинчи симӗс сухана иртнӗ пек хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ тата хӑйсем, тахӑш вӑхӑтра тулли йӗкесене илме, вӗсен вырӑнне пушшисене лартма ӗлкӗреҫҫӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Съемщицӑсем тулнӑ йӗкесене тимӗр ещӗксене тултарма пуҫларӗҫ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӑл ӗҫлекен цехра машинӑсем кӗрлеме тытӑнчӗҫ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Йӑлӑмра Йӗлмел хӗрӗсене курни пирки Атаркин урӑх аса илесшӗн пулмарӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫип арлакан хӗрсен утти-тӑрри, кулни-калаҫни, ӗҫ патӗнче вӑрт-варт пулни те Ҫирахви ярӑнса утнӑ, чуна ҫӗклентермелле кулнӑ, лара-тӑра пӗлми ҫаврӑнӑҫуллӑ ӗҫленӗ пек туйӑнмарӗ ӑна.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫак ҫӳллӗ те сарлака корпусӑн тӑватӑ хутӗнче ӑҫта пӑх, ҫавӑнта хӗрупраҫ, анчах пӗр хӗрӗ те Ҫирахви пек ун чӗрине хускатмасть, кӑмӑлне ҫӗклемест-ҫке-ха.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сехечӗ ҫине пӑхрӗ те, Ҫирахвие кӑнтӑрлахи апат тӗлӗнче килсе курма шутласа, хӑйсен фабрикине пырса кӗчӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вунӑ-вунпилӗк минут ларса та, паян та ак вӑл шухӑш вӗҫне ҫитеймерӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Аппӑшӗпе шӑллӗ пекех килӗштерсе выляҫҫӗ…»
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫынсем сахалтарах вырӑна кайса, питӗ хавасланса, вылярӗҫ вара вӗсем.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ярса пусрӗ кӑна, унччен те пулмарӗ, Авлов хавасланса чупса иртсе кайрӗ, Атаркина сывлӑх сунса хӑварчӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Костьӑн, вӗсемпе пӗрле кулкаласа калаҫса, шыв хӗррине ҫитиех ҫапкаланса пырас килчӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пӗри пысӑк пускепе вылякаласа пычӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрсем хӑйсен хушшинче пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ те пӗр харӑссӑн сиксе тӑчӗҫ, шыв патнелле утрӗҫ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫав анчах чӑрмантарчӗ пулмалла: сӑмах килӗшмесен пӑрӑнса каймалла пулса тухасран шикленчӗ вӑл.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӑван ял хӗрӗсем хула пурнӑҫне илешни, ҫынпа сӑмах тупса калаҫма хӑнӑхса ҫитни ӑна савӑнтарчӗ, анчах хавхалантармарӗ: йӗр тесен, хӑюлӑх ҫитерсе пымалла та хӗрсене сывлӑх сунмалла, вӑл-ку ҫинчен калаҫмалла кӑна.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пысӑк хура куҫлӑх витӗр хӗрсене ҫаплах сӑнарӗ хӑй.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пирус туртса ячӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Шӑлаварӗпе пушмакне тӗм айнерех тӗксе лартрӗ, шыва кӗме ятарласа туяннӑ питӗ хитре кӗп-кӗске йӗмне, плавки текеннине, ытахальтен майлакаларӗ.
Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӗм хыҫӗнче пӑхса тӑракан Костя васкамасӑр салтӑнчӗ, шурӑ пурҫӑн кӗпине хывса турат ҫине хучӗ, чӑлт шурӑ пурҫӑн майкине ҫавӑнтах ҫакрӗ.