Corpus of the Chuvash language

New

Лӑпчӑннӑ, лӑпкӑ курӑкпа кӗҫҫеленнӗ ӗнтӗ мӗн кӗҫҫеленмелли…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь тин ӳпкелесен те, ӳкӗнӗҫпе мӑртлатас-тӑртлатас тесен те — иртнӗ ӗнтӗ мӗн иртмелли, шӑпа авӑрне йӑмнӑ ӗнтӗ йӑммаллипех.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иртни, ӳтленейми суран евӗр тӑварли, тӑкӑски, сӗрме купӑс сассиллӗ инҫе-инҫе те тунсӑхлӑ-тунсӑхлӑ пулин те, пурпӗрех тӑрӑ-тӑрӑ, ӳпкевсӗр унӑн асаилӗвӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тен, ҫавӑнпах ӳпкевсӗр те пулӗ ун ӑшӗ-чикки.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӗннӗ-пӗр арҫын хӳттине туха-туха сирпӗнмен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, пысӑкрах, чун-чӗреллӗрех хевтепе пурӑннӑ Елькка, йӑр-япӑшланса, хӑй телейӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑшкӑртса, ӗшелентерсе ҫӳремен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Укӗнӗҫ-кӳренӳсӗр, мӑртӑху-тарӑхусӑр капламланнӑ кӑмӑл.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗмӗ-шанӑҫӗ вара унӑн — сывлӑхлӑ, патвар, тӑн-тӑн виҫӗ шӑллӗ, виҫӗ вӗҫев, хӑй умӗнче, ялйыш умӗнче, тен, ҫӗршыв умӗнче те-и — пурнӑҫланнӑ, пархатарланнӑ тивӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑчланманах хӗмӗ-шанӑҫӗ ун.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫиес ҫӑкӑрне, антарас апатне? тӑхӑнас-туянас тумне-юмне те-и — хӑйне мар, ӳссе, ҫитӗнес вӗтӗр-шакӑра панӑ-йӳнеҫтернӗ-тӗк — телейлех ларма-тӑма маннӑ Елькка.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ача кулли пек тӳрӗ те шанчӑклӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шевлеллӗ ун телейӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Телейӗ ун, ту ӑмӑрӗнчен карласа тухакан шарлак евӗр, ҫутӑ та таса, янкӑр та ынатлӑ, ӗмӗр иксӗлми кун ҫутилле, чӗрӗ те кӗвӗллӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Телейлӗ вӑл, Елькка.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькка телейсӗр-и?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫенишӗн, Матвипе мӑшӑрӗшӗн, халалланӑ управ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйӗн телейне телей вырӑнне картмасӑр аркатнӑ, салатнӑ, шатӑртаттарнӑ терт.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вунсакӑр-ҫирӗм ҫул каялла курмалли курмӑш, ҫутӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӳҫӗ, тӑварлӑ, тӑвӑнчӑк пулин те — канлӗ, ҫепӗҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавах та ҫиҫкӗнчӗк, ырӑ иккен унӑн сасси, тӑван.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed