Corpus of the Chuvash language

New

Ывтӑннӑ ҫӗртен тӑрса Матвие пулӑшма чупнӑ Елькка та, лӑпланса-тӳлекленсе, ҫуна ҫине вырнаҫрӗ, Матви те малтанхи тӗлех, ӳречепе ҫумлӑн, тӗревленчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑмси шӑтӑкӗсенчен ун сирпӗнет кӑпӑк, сивчир тытнӑ чухнехилле чӗтренет кӗлетки.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тулхӑрать, кукалет тарӑхнипе умӗнчи юпа картран вӗҫерӗннӗ урхамах, йӳнелесшӗн мар, ҫырлахасшӑн мар иккен нимӗнпе те.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех парнелерӗ иккен ӑна ҫутӑ кун, пурнӑҫ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каллех хӑтарчӗ иккен Матви хӑй мӑшӑрне, Кӗҫение, вилӗмрен.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лак ларать Кӗҫени каялла, пӗтсе-пӗтсе килет унӑн вӑйӗ, чӗри кӑлт-кӑлт-кӑлт лӗпсӗрленет…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӑлт ӑнланса илет тӳпепе ҫӗр хушшине вӑйкӑннӑ хӗрарӑм: умра ҫырма, лаша ӗрӗхӗвӗ, Матви чӑрсӑрлӑхӗ, хӑрушлӑх…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗревленет, хыттӑнрах чавсаланать те Кӗҫени малалла ҫаврӑнса пӑхать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лӑпланса, тӳлекленсе ласт-ласт-ласт тӑкӑнма пуҫӑнать юр ҫӑри.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хиркеленсе, пӑрӑнкӑчланса, яшт! чарӑнса тӑрать юр тӳпи.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗлт! сирпӗнсе лаплатать темӗнле хут ҫыхӑ юр ҫине.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пашт! чикеленсе юлать Елькка аяккӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫунийӗ ма ыткӑнать тата?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвийӗ тата ӑҫта?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗлӗт кӑпӑкӗ ӑшӗнче-и е юр кӑпӑшӗ ӑшӗнче?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӳлте-и, ҫӗр ҫинче-и?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫта, хӑш тӗлте вӑркӑнса пырать Кӗҫени?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗҫет, ыткӑнать юр стени, ҫухӑрать, вӑйкӑнать ҫӗн тупан…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫырма тӗпӗнчен тӳреме хӑпарса, Анат Сӑрмӑшалла ҫул тытрӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лав вӑр-варсӑр, шухӑ хавхаланусӑр тапранчӗ вырӑнтан.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed