New
— ФЗУ шкулӗнче те сана пула ӗҫ пымарӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пир станне хута ярайманнипе хӑйне хӑй ҫилленсе ҫитнӗскер, вӑл Миккул енне вӑрт ҫаврӑнчӗ те: — Эсӗ кунта пӗр талӑкрах илтми пулатӑн. Тӑрӑхласа ан тӑр, — терӗ, унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗрӗхтерсе кулса ячӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗр, чӑнах та, хӑлхине мамӑк чикнӗ — ҫерҫи йӑви хӗрринчен ҫакӑнса тӑракан тӗк пекех курӑнать хӑлхине чикнӗ мамӑкӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Хӑлхана мамӑк чикмен, ытла хытӑ ан кӑшкӑр, — терӗ каччӑ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Ан кансӗрле, ху ҫулпа яра пар, — качча илттерес шутпа хытах каларӗ хӗр.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ураҫҫи ҫиппине сыпаймасӑр хӑшкӑлнӑскер, хӑй патне хӗр-тантӑшӗ пырса тӑчӗ терӗ пулмалла, мӑкӑртатма пӑрахмарӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрупраҫшӑн килӗшсех кайман сӑмахсемпе такама ятларӗ, «ни фига ку цехра урӑх ӗҫлеместӗп», тенине илтрӗ те Миккул, хӗре ҫывӑха пырсах пӑхрӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫав тери кӑмӑлсӑр хӑй.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пирӗн каччӑ ӑнланчӗ — хӗр ураҫҫи ҫиппине сӳпетчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сенкер куҫлӑ хӗрӗн аллинчи кукӑр вӗҫлӗ йӗпси вылянса кӑна тӑрать.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Миккул, питӗ тимлӗн пӑхса пынӑ хушӑра, чечеклӗ косынка ҫыхнӑ хӗр тӗлне ҫитсен, чарӑнчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пӗрин те каччӑ енне пӑхма вӑхӑчӗ ҫук, куран, утаҫҫӗ те утаҫҫӗ, стан чарӑнсан, пуҫ ҫӗклемесӗр куммине е ураҫҫи ҫиппине сыпаҫҫӗ, машинине тӗрӗслеҫҫӗ, хӑйсем тӗллӗн станне хута яраймасан, маҫтӑр помощникне чӗнсе килеҫҫӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫав тӑп-тӑвӑр тӑкӑрлӑксемпе хӗрупраҫ иртсе ҫӳрет.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӗрӗс, стан-машинӑсем кунта ҫав тери нумай, речӗ-речӗпе лартнӑ вӗсене, ҫын иртсе ҫӳремелӗх пушӑ вырӑн анчах хӑварнӑ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Машинсем вӗр-ҫӗнӗ, ураҫҫи ҫиппи татӑлнине сигналпа асӑрхаттармалла тӑвайман…» — хӑй тӗллӗн шухӑшларӗ те Авлов, шавлӑ корпуса пырса кӗнӗскер, хӗрринчи стан мӗнле ӗҫленине сӑнама тытӑнчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Анчах пир тӗртекен фабрикӑри машинӑсем пачах урӑх: ҫӗнӗ, пысӑк, кӑткӑс.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
…Миккул ФЗУ шкулӗн хӗрӗсене пир тӗртме хӑнӑхтарнине виҫӗмҫулах курнӑччӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ӳкӗтлесен ӳксе йӑваланакан этем те сиксе тӑрать тенӗ пек, ҫивчӗ куҫлӑ хастар хӗрсем тупӑнчӗҫех пулмалла — чылай хӗрупраҫ ҫав цехра ӗҫе пикенчӗ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫын ӗҫне тиркеме, тишкерме лайӑх мар тесе хӗрсем унта малтанласа куҫасшӑн та пулмарӗҫ.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Цехӗ пир тӗртекен фабрикӑрах.