New
Ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе, хӑйсем те алла усмасӑр тӑрӑшнипе, ҫак улах вырӑнта кил-ҫурт ҫавӑрнӑ, выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ, ӗрчетнӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫамрӑк мӑшӑр чипер килӗштерсе пурӑннӑ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Телее, ун тӗлне йӗркеллӗ, ӑслӑ-йӗрлӗ, пурнӑҫ шухӑшлӗ ҫын лекнӗ — Петӗр эрех ӗҫмен, чӗлӗм туртман, ҫынпа ҫапӑҫса-харкашса ҫӳремен.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ӑна хӑй пач курман-пӗлмен ҫынна качча панӑ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Мӗн ачаран лӑпкӑ чунлӑ пулнӑ Урине ӳссе ҫитсен те ашшӗ-амӑшӗн ирӗкӗнчен тухайман.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ «турӑ саккунне» ҫирӗп тытса пурӑннӑ, пӗртен-пӗр хӗрне те авалхи йӑла-пӑлана пӑхӑнса, турӑран хӑраса ӳсме вӗрентнӗ; ӑна шкула яман, аллине хут-кӑранташ тыттарман.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Урине инке — хут пӗлмен, ҫӗнӗ пурнӑҫ йӑли-йӗркине йышӑнман хӗрарӑм.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫапах та унта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ: утмӑл пилӗк ҫулхи карчӑкпа унӑн ҫирӗм икӗ ҫулхи хӗрӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Халӗ пӳрчӗ-хуралти те кивелнӗ, хӳме-карти те тӳне пуҫланӑ, выльӑх-чӗрлӗх чунӗ те ҫук — кил-ҫурт вучахӗ пач сӳннӗ тейӗн.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Тахҫан вӑл питӗ хӑтлӑ ларнӑ, ун тавра ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ пулнӑ, картишӗнче выльӑх-чӗрлӗх хӗвӗшнӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Кӑнтӑрла та, каҫхине те ҫак ҫуртра кам та пулин пурӑнни сисӗнмест, ӑна яланлӑхах шӑплӑх, кичемлӗх пусса илнӗн туйӑнать.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫурчӗ пӗчӗкех те мар: кӑнтӑралла икӗ чӳрече, ҫырманалла виҫӗ чӳрече тухать, ҫапах ӑна патне пырса тӑмасӑр та асӑрхама ҫук.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ӑна хӗвелтухӑҫ енчен ҫӳллӗ ҫыран хӳме пек хӳтӗлет, виҫӗ енчен ватӑ улмуҫҫисемпе чие тӗмӗсем хуплаҫҫӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫакнашкал ҫырма кукӑрӗнче, сӑрт тайлӑмӗнче, ҫын курмалла мар улах вырӑнта, пӗр йывӑҫ пӳрт пытанса ларать.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Уйрӑмах ҫулсӑр-сукмаксӑр, картлашкасӑр, ҫутӑсӑр ҫырма кукӑрӗсенче хӑрушӑ: пӗр-пӗр шӑтӑка анса кайма та, чӑнкӑ ҫырантан ӳкме те, лачакана кӗрсе ларма та пулать.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ҫулла, пахча-ҫимӗҫӗ пулса ҫитнӗ чух, ҫак таврара чӑнах илемлӗ, анчах кӗрлӗ-ҫурлӑ кунта килсе кӗме «турӑ ан хуштӑр».
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Вӗсем тӗлли-паллисӗр, ӑҫта хӗсӗнме май пур, ҫавӑнта вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа кунта пӗр-пӗр пӳрте мар, урамне те шыраса тупма йывӑр.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Аслӑ ҫырмара икӗ енӗпе садсем ешереҫҫӗ, ҫав садсенче шӑнкӑрч вӗлли пек тирпейлӗ, пӗчӗк пӳртсем пытанса лараҫҫӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Ӗлӗкхи вӑрмантан нимӗн те хӑварман темелле, унта-кунта ҫеҫ ӗмӗрхи хырсемпе хурамасем аваллӑх хуралҫисем евӗр курӑнкалаҫҫӗ, вӗсен те пурӑнас кунӗ шутлӑ ӗнтӗ.
II // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 232 с. — 119–232 с.
Юлашки ҫирӗм-вӑтӑр ҫул хушшинче хула питӗ вӑйлӑ ӳссе кайнӑ пирки ахрат ҫырми халӗ ун варрине тӑрса юлнӑ.