Corpus of the Chuvash language

New

Газимӑн вӗри чун-чӗрине часах туйса илетӗн, ӑна тумтирпе хуплаймӑн ҫав.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӗсенче темле туртӑм вӑйӗ, илем пур.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӑшпӗрисем ҫынна малтан тумтир тӑрӑх хаклаҫҫӗ те-ха, анчах Газимӑн сӑпайлӑхӗ, яланах кулса пӑхакан вичкӗн хӑмӑр куҫӗсем, сарлака хулпуҫҫийӗсем, лутака кӗлетки пӗрре курнипех вӑрахчен асра юлаҫҫӗ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Уринче унӑн тӑла чӑлхапа ҫӗнӗ ҫӑпата, ҫийӗнче кӗскерех ҫанӑллӑ, тӗсне ҫухатнӑ пиншак.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Акӑ вӑл Газим.

Алӑкне те шаккаса уҫнӑ, те шаккамасӑрах — ӑна Газим халӗ астумасть, ҫапах кантура, вышка тӑвакансен асли патне, кӗрсе тӑма хӑюлӑхӗ ҫитнӗ-ҫитнех унӑн.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗҫе йышӑнмасан, мӗнле курӑнмалла ялйыш умне?

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вышка тӑвакансен кантурӗ тавра вӑрахчен ҫаврӑнкаласа ҫӳрет вӑл: кӗрес-ши, кӗрес мар-ши?

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш ҫулхи ҫуркуннене Газим халӗ те астӑвать.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тен, тӗрткеленсе ҫӳренӗ май, хам та пурӑна киле чӑн-чӑн нефтяник пулайӑп-и тесе шухӑшланӑ тепӗр чух.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Нефть разведчикӗсем хушшинче Газим хӑйне вӗсем пек тыткалама тӑрӑшнӑ, епле те пулин нефтяниксен кӑмӑлне юрасшӑн пулнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫынсем ҫапах хавхаланса ӗҫленӗ, тӑрӑшнӑ, кӗрешнӗ, ҫӗнӗ меслетсем шыранӑ — йывӑрлӑхсенчен хӑраса тӑман: парти ҫапла хушнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗҫӗ питӗ тертлӗ пулнӑ вара: пӗр скважинӑна пӑраласа пӗтериччен икшер ҫул ытлашшипех иртсе кайма пултарнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вышкӑсене ун чухне хальхи пек тимӗртен мар, йывӑҫранах тунӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗчӗк пӳртсене ҫапӑран ҫатан авса тунӑ, тултан та, шалтан та хӗрлӗ тӑмпа сӗрсе хытарнӑ та ҫиелтен шуратнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Нефть вышкисене лартма хӑма, чул, ҫуртсем валли ҫапӑ та турттарнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫулла та, хӗлле те ҫула тухма ӳркенмен вӑл.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Газима лавҫӑра ҫӳреме питӗ килӗшнӗ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шыв тӑрӑх ҫаплах ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сулӑ аннӑ, сайра хутра, шур акӑш пек ярӑнса, пӑрахутсем ирте-ирте кайнӑ.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шывпа юхтарса килнӗ пӗренесем тем ҫӳллӗш купаланса выртнӑ, хӑма ҫурмалли машинӑсем чарӑнмасӑр шавласа ларнӑ, унта та кунта йывӑҫ кӗрпи куписем, турпас, сӑмала шӑрши перекен сап-сарӑ сухӑрлӑ хыр хӑмисем.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed