Corpus of the Chuvash language

New

Ҫав вӑхӑтранпа ӗнтӗ таврари ҫутҫанталӑка турӑ туса панӑ текен шухӑша пӗр прогрессивлӑ ученӑй та ӗненмест.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— 1859 ҫулта вӑл «Происхождение видов» ятлӑ кӗнеке ҫырса кӑларнӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑслӑ акӑлчана эпир пӗтӗм чунтан тав тумалла, — терӗ те тепӗр хут кафедра умне пырса тӑчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ кам турӑ саккунӗ вӗрентнине хирӗҫ калама хӑйнӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чарльз Дарвин!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла шухӑшласа илейнӗччӗ ҫеҫ Павлуш, Гордягин указкӑпа портрет ҫине кӑтартрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Камӑн сӑнӗ-ши ку?» —

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ҫав тери кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ унӑн куҫӗсем!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паллӑ ученӑй пулас: лекци вулакан профессор майлах, вӑрӑм та шурӑ сухаллӑ, ҫӑмламас куҫ харшиллӗ, пуҫ тӳпийӗ чылай кукшаланнӑ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра Эльгеев халиччен курман пӗр япалана асӑрхарӗ: кафедра хыҫӗнчи шур стена ҫинче пӗр старикӗн портречӗ ҫакӑнса тӑрать.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гордягин, сюртукӗн хыҫалти кӗсйинчен хӗрлӗ тутӑр кӑларса, тарлӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чарӑнӑр, юлташсем! — шавлакансене аранах лӑплантарчӗ вӑл.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пит тӗрӗс каларӗ профессор!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сухаллӑ студент, тӗттӗм-симӗс пиншакӗ ҫинчи ӑмӑрткайӑклӑ тумисене татса ывӑтнӑскер, вичкӗн сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Студентсем пӗр-пӗринпе тавлашма тапратрӗҫ, хирӗҫсе каякансем те тупӑнчӗҫ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аудиторинче шав пуҫланса кайрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Наука енчен пӑхсан, ку пачах та тӗрӗс мар!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку таранччен, акӑ, мӗнле вӗрентнӗ-ха шкулсенче: тӗнчене турӑ тунӑ, ҫавӑнпа мӗнпур ӳсентӑран, выльӑх-чӗрлӗх, малтанхипе танлаштарсан, нихҫан та улшӑнман, халӗ те улшӑнмаҫҫӗ, малашне те улшӑнас ҫук, тенӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, йывӑҫ-курӑк тӗнчи те пархатарлӑ пулӗ, сире хальхинчен темиҫе хут ытларах ырлӑх-пурлӑх кӳрӗ.

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Манӑн сире ҫакна калас килет: упрӑр ҫутҫанталӑкри ӳсентӑрансене!

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed