New
Кӑмӑла тавӑрса пур енчен те, хулапа посадран ҫеҫ мар, вӑрманпа улӑх енчен те, ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ, хуртланнӑ пин-пин виле шӑрши сӑмсана кӳ те кӳ киле-киле ҫапрӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Нумайӑшсемшӗн эрех-сӑра пек те туйӑнмарӗ вӑл, юн пек туйӑнчӗ, кунта вуншар ҫул хушши юхнӑ этем юнӗ пек.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эрех-сӑра пур ҫӗрте те шыв пек юхрӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тулли пичкесем кӑлтӑр та кӑлтӑр кусрӗҫ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӗри-тавра тата ӗҫсе супнӑ ахаль ҫар ҫыннисем — казаксемпе стрелецсем, пушкарьсемпе пищальниксем — ӗрлешни илтӗнсе тӑчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Умра ларакан эрех-сӑра куркисене пушатнисӗр пуҫне хӑнасем патша хӑй пӗлекен чаплӑ ҫынсем патне ятарласа пара-пара янӑ черккисене шаккаса ӗҫрӗҫ, вырӑссемпе пӗрле «многие лета» кӑшкӑрчӗҫ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Патша сӑмах каланӑ хыҫҫӑн ӗҫкӗ тата вӑйланса кайрӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Библи сӑмахӗсемпе тем каларӗ патша, такама ылханчӗ, такама хӑратрӗ, ҫил вӑйлӑ пулнӑран-и е библи сӑмахӗсене пачах пӗлменнипе, мӑрсасем нимех те ӑнланаймарӗҫ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак Енибеке пула вӗсем патша сӑмахне те илтеймесӗрех юлчӗҫ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ту енчи мӑрсасен ӗҫки-ҫики пӑсӑлчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан тепӗр тутар мӑрсине асӑрхаса ун ҫумне каллех сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл Хусан шывӗ еннелле ал сулчӗ те сӗтел хушшинчен тухса кӑшт уткаласа ҫӳрерӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫавӑнта пыр.

Хӑраса ан тарнӑ пул вара.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫкӗ пӗтсен эп сана, Сарри, Хусан шывӗ хӗррине хӗҫпе ҫапӑҫма чӗнетӗп.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сыхланӑр, Ту енче вӗҫекен ҫара ҫерҫисем!
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсӗ те усал сӑмахсемпе чуна витертӗн, Акпарс.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сана ҫакӑншӑн тавӑрмасан ҫӗр ҫинче те пурӑнам мар.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Акӑ алла ҫӑкӑр тытса калатӑп: аллах пӗрре, ман сӑмахӑм та пӗрре.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Анчах ҫакна та ан манӑр: эс паян мана ҫапла кӳрентернине эпӗ виличчен те манмастӑп.