New
Вара ҫавна ӑнланайӗ-и Мукуҫ мучи?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нинӑшӑн пулсан, Шӗшлӗ-Мукуҫ мучи апла каласан та, капла каласан та, йӗкӗте савма пӑрахмасть хӗр.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ак халь тата тӗк тӑмаллах Виталие те сӑмах лекрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каламан сӑмаххисерен тата старик ҫӑварӗнчен — «шӗшлӗ» те «шӗшлӗ»…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тен, ячӗ те ват ҫыннӑн ҫавӑншӑнах — «Шӗшлӗ»: шӗшлӗпе ҫӑпата хуҫаҫҫӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнтанпа кӗреҫе сухалпа ун пирки — ни-ни.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрре ӑна, ватӑ ҫынна хӗрхенсе-тӗр, колхоз председателӗ: «Тавтапуҫ сана, Мукуҫ мучи, кун чухлӗ ӗҫлесе патӑн, кан килӳнте ирӗккӗн», тенӗ пулать те, лешӗ вара, пӑшатан пек куҫӗле тӗллесе, хирӗҫ ҫапла лаплаттарса хунӑ пулать: «Эс ачам, малтан ман ҫула ҫит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаҫ. Сана вара, шӑллӑм, кӑшт-кашт килте ларкаласан та пӑсмасть. Арӑмна хир кӑтартма пӑрахни те ултӑ ҫул — ачи-пӑчипех пӑчланчӗ, колхоз ӗҫне ҫӳремест. Пулӑш арӑмна. Мана вара — ан тӗкӗн, ман вырӑн халь ҫӗре кӗричченех кунта!» — тенӗ пулать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хурала та вӑл килӗнче пӗччен пӑчӑхса карасран, ҫынсемпе хутшӑнса пурӑнас тесе ҫӳрет.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мукуҫ мучи сакӑрвуннӑ патнелле ҫывхарать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫитменнине тата, Мукуҫ мучи ҫӗр ҫинче ҫакӑн чухлӗ пурӑнса, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ ялйыш ват ҫын путишне.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ирӗксӗр те пулин йышӑнмах тивет.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнешкел йышӑнас темесен те йышӑнмах тивет ҫав йӳҫеке.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ара, ӑҫтан тавӑрса пӗтерӗн-ха мучин ват пек нушаллӑ кашни сӑмаххине, енчен те вӑл калани чӑнлӑх пек тӗрӗс, ҫӑлкуҫ пек таса пулсан.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Апла пулин те, тӳрӗ сӑмахшӑн кӗреҫе сухала тавӑрас, ӑна шӑл хӑйраса теп тӑвас текенсем никам та ҫук ялйышра.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам-кам пирки усал калать ват ҫын — Мукуҫ мучи вӗсен тӑшманӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑмӑлӗшӗнех тата хӑйне килӗштермен ҫыннисем те пӗрре кӑна мар унӑн.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Картнӑ виҫерен — ни иртмест, ни юлмасть.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрре картса хунӑ виҫепе пурӑнать те пурӑнать мучи.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа старике ни йӑпӑлтатма, ни ун умӗнче ырӑ курӑнма майӗ ҫук.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лешин пирки малтан епле пулнӑ — ҫаплах хӑварать еккине.