Corpus of the Chuvash language

New

Ӑҫта илсе каять-ши вӑл хальхинче хӑйӗн вунӑ тӗкӗрҫине?

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн чухлӗ сӗтӗрсе ҫӳрет-ши ӗнтӗ вӗсене Тукай мӑрса ют ялсемпе сӗм вӑрмансем тӑрӑх?

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каллех уйӑрчӗҫ ӑна юратнӑ арӑмӗнчен.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуна ҫийӗнчех тунсӑх пусать, пырта, чӑмакка юлнӑ пек, тем пӑвӑнма тытӑнать.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак йӑрӑс хурӑнсем ҫине пӑхсан халӗ те тӳрех Эрнепи аса килет-ҫке!

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурӑнлӑха кӗрсен Ахтупай чӗринче темле ачаш туйӑм ҫуралать, куҫ умне ҫамрӑклӑхри савӑк кунсем, ырӑ тӗл пулусем, юратупа хӑпартланса пурӑннӑ телейлӗ самантсем тухса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ӑна темшӗн чирлӗ ҫынсене, хӗне кайса ахлатма та макӑрма пуҫланӑ ҫынсене аса илтереҫҫӗ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуринчен ытла Ахтупай ыттисем ҫине таянса вӗҫӗмсӗр чӗриклетсе ларакан ҫемҫешке те хевтесӗр йывӑҫсене хӗрхенет.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗри тем ҫӳллӗш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалӑш-чӗлӗш; пӗрин вулли яп-яка, таса, теприн — шӑтӑклӑ-путӑклӑ, шатраллӑ — чеччепе чирленӗ ҫын пичӗ пек; пӗри хӑйӗн тураттисене таҫта ҫити сарса янӑ, ыттисем валли вырӑн та хӑварман, тепри пысӑк йывӑҫ айӗнче мӗскӗннӗн ҫеҫ ларать, ҫитмест ӑна кун ҫути ҫак аслӑ тӗнчере.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялти ҫынсем пекех ҫав, вӑл лайӑх пӗлсе тӑракан кӳршӗ ҫыннисем пекех вӑрманти йывӑҫсем!

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа вӑл сунарҫӑ йӑлипе ҫул ик айккинелле йӑлт-ялт ҫеҫ пӑхкаласа пырать, кашни тӗлӗнтермӗш йывӑҫа сӑнаса пӑхать.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай пӗлет, халӗ унӑн ниҫта васкамалли те ҫук.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен хӳтлӗхӗнче — уртӑш йывӑҫҫи, кӑпчанкӑ, хурама, палан, шӗшкӗ, ҫӳҫе — тата пин тӗрлӗ йывӑҫ!

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле кӑна хӑватлӑ юмансем, хӑйсен тӑррипе пӗлӗте перӗннӗ хырсем, лапсӑркка ҫӑкасем, чӑваш хӗрӗсем пек шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ хурӑнсем, таврана тутлӑ шӑршӑ саракан ҫӗмӗртсем, ӗмӗр симӗс ларакан чӑрӑшсем…

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ик айккипе вуншар ҫухрӑма юманлӑх тӑсӑлать, хырлӑх е пӑхса тӑранмалла мар хутӑш вӑрман.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Васкаман ҫын вара вӑрман ҫулӗпе киленсе ҫеҫ пырать, вӑл ҫак вӑхӑтра пӗтӗм чунӗпе канать.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр чухне пилӗк-ултӑ ҫухрӑм шала кӗрсен каялла тухма тивет — ҫав тери улталать ҫынна вӑрман ҫулӗ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменнине тата, ҫул юппинче аптраса тӑратӑн — хӑш еннелле каймалла?

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ҫухрӑм хушшинче ҫитмӗл ҫичӗ кукӑр тӑвать вӑрман ҫулӗ — пӑрӑнса пӗтермелле мар.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырма-ҫатра тесен вара — вӗсен шучӗ те ҫук.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed