Corpus of the Chuvash language

New

Илсе кӑтартнӑ тюркизмсен списокӗнче чӑвашла халичченех усӑ куракан сӑмахсем татах пур: гоголь (кӑвакал), котора (хӑтӑрӑ), Кобяк (Купек), босый (пурлӑ е пӑвӑрлӑ).

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Тӑлмачсене кунта мӗн таран чӑвашлатма юрать, ӑна куҫаруҫӑ вӑр-вар татса параймӗ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Н. А. Баскаков асӑннӑ тюркизмсене пурне те чӑвашла хатӗр вариантсемпе калама май килес ҫук, анчах вӗсене чӑваш чӗлхин фонетикине пӑхӑнтарни, ҫапла вара янравлӑхне уҫӑмлатни пирӗншӗн ним те пӑсӑк пулмӗ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Илсе кӑтартнӑ ҫак тӗслӗхсенчен Ю. Сементер ортма тата япончица сӑмахсен пӗлтерӗшне ҫӑмӑллӑнах чӑвашла варианта калама пуррине вырӑнлӑ шута илнӗ (уртма, юпӑнчӑ).

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Н. А. Баскаков вӗсене ҫак япаласене пӗлтерекен ушкӑнсене уйӑрать: юханшывсем (Сула, Каяла), хула ячӗ (Тьмуторокань), рельеф ячӗ (яругы), кайӑк ячӗсем (кречет, гоголь), ӳсентӑран ячӗ (ковыль), халӑхсемпе йӑхсем (хинови, толковины, оварскыя, угорскыи, могуты, татраны, шельбиры, ревуты, ольберы), пайӑр ятсем (Шарокань, Кончак, Гза е Гзак, Кобяк, Овлур е Влур), миф сӑнарӗсем (Велес, Баян, Диво, Болван), социаллӑ пурнӑҫ терминӗсем (каган, быля, боярин, салтан, чага, кощей), ҫарпа ҫыхӑннӑ терминсем (орьтма, япончица, жемчуг, ногата, котора, босый, багряный).

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Поэмӑра пӗлтерӗшӗ енчен тӗрлӗрен тюркизмсем тӗл пулаҫҫӗ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

В. Л. Владимирова хатӗрленӗ «Словарь-справочник «Слова о полку Игореве» кӗнекинче те ку тӗлӗшрен туллирех каланӑ факт чылай тупма пулать.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Ыйтӑва туллирех ҫутатса панӑ юлашки тапхӑрти ӗҫсенчен К. Г. Менгесӑн «Восточные элементы в «Слове о полку Игореве» кӗнекине (1970) Н. А. Баскаковӑн «Еще о тюркизмах «Слова о полку Игореве» статийне асӑнмалла.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Вӗсене ҫӗр ҫул каяллах тупса палӑртма тытӑннӑ, халиччен уйрӑм статьясем ҫеҫ мар, кӗнекесем те ҫырнӑ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмах» оригиналӗн текстӗнче тӗрлӗ тӗрӗк чӗлхисенчен кӗнӗ сӑмахсен йышӗ самаях пухӑнать.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Ку енӗпе чӑваш вулаканӗсем валли ятарласа палӑртма кирлӗ ытти хӑйнеевӗрлӗхсем те пур.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Халлӗхе чӑвашла куҫарусем ҫумне комментарисем питӗ ҫителӗксӗр хушса панӑ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Поэмӑри ҫакнашкал нумай вырӑна ятарласа ӑнлантармасан, унта мӗн каланине вулакан тавҫӑрмасӑрах юлать.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Акӑ мӗншӗн иккен: вӑл хӑйӗн аслашшӗн чапне упрайман, халӑх кӑмӑлне хирӗҫле вӑрҫӑ-харҫӑ нумай ирттернӗ, аслашшӗ пурлӑхне кӑна мар, халӑхӑнне те нумай ҫунтараса пӗтернӗ пек харама янӑ, ҫавӑнпа ун ҫинчен, вырӑссен ҫун (гори) сӑмахӗпе усӑ курса, ӗмӗрлӗх ылханнӑ ят кӑларнӑ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Княҫе ашшӗ ячӗпе Святославич тесе мар, халӑх хывнӑ ятпа каланӑ.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Поэмӑра Олег Гориславич тесе асӑннӑ вырӑс княҫӗ пур.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Г. Сумаруков сӑнанӑ тӑрӑх, ҫарсӑр тӑрса юлнӑ Игорь купсасенчен хӳтлӗх-пулӑшу ыйтас тӗллевпе ҫапла тунӑ-мӗн.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Тыткӑнран тарса килсен Игорь князь Киеври Пирогоща чиркӗвне пуҫ ҫапма кайнин сӑлтавне поэмӑра ӑнлантарман.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Кунта сӑмах вырӑс ҫарӗ тӑван ҫӗршыв чикки урлӑ каҫса малалла кайни ҫинчен пырать иккен.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Тӑрса юлтӑн эсӗ сӑрт-ту хыҫне, — тесе куҫарать Ю. Сементер.

Help to translate

«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed