New
Ҫӳлерех эпир тӗп-тӗрӗссине кӑна пӗлтертӗмӗр-тӗк, ак ку икӗ хыпар чӑнлӑхӗ пирки вара хамӑр та кӑштах иккӗленетпӗр, пурӗпӗр вӗсем ҫинчен те, «тен, чӑнах та ҫапла мар-ши?» тесе, каласа парӑпӑр ӗнтӗ, эсир те кӑшт иккӗленсе вулама пултаратӑр.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Калаҫу мӗнпе вӗҫленессине пӗлместпӗр-ха, Таиҫ Наряда малтанхи пек «сана, чупкӑна — мӗн арӑмӗ?!» тесе кӑшкӑрса тӑкманни, кукамӑшне те евчӗсемпе тата Наряд Славикӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларма чарманни, хӑй те чӑлана йӑпӑртлӑха тухса капӑрланса кӗни ҫак ӗҫ ырӑпа вӗҫленес пек кӑтартать те — темле пулӗ ӗнтӗ…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак каҫах Атайри Карпунькин Славик хальхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Таиҫ патне евчӗ тата тахҫантанпах тӗкӗнмесӗр усракан виҫӗ пулӑштух каҫунккӑ илсе пынӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Куна та эпир татсах калаймастпӑр, Каття ӑна текех ҫывӑха та яманни, шӑпах ҫакӑншӑн Туя Ҫирки ун патне хытӑрах туртӑнни вара паллӑ…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Те чӑнласах, те ку хутӗнче те вӑл яланхи пек юнӗ вӗренипе ҫеҫ йӗрмӗшсе-йӑлӑнса калаҫнӑ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ку ҫын Каття патне кӗрсе хӑйне качча тухма йӑлӑннӑ, сана киле ирӗклӗн илсе пырасшӑнах аттене леш тӗнчене хӑвалатӑп тенӗ, куҫҫуль те кӑларса кӑтартнӑ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчах та хӗр пире паллӑ сӑлтавпа ун кӑмӑлне ҫырлахтарма пултарайман, Ҫиркин вара «нимсӗрех» тухса каяс килмен, Марьккан ирӗксӗрех «эпӗ анчахрах ӑҫта пулнине пӗлетӗн-ҫке!» тесе кӑшкӑрма, кунпа пӗрлех хӗрӗнкӗ хусаха ухватпа хул-пуҫҫинчен хытах шаплаттарма тивнӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Яланхи йӑлапа, леш «шухӑшӗ» хӗтӗртнипе.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Марькка патне те пырса кӗнӗ вӑл.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫирки пире яхӑнне те итлес ҫуккине пӗлсех ӳпкелетпӗр ӑна ҫапла.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапах та ывӑлӗ ял тӑрӑх хӗрӗнкӗ ҫӳренӗ ҫӗртех ашшӗн сивӗ пӳртре пӗччен выртса вилмелле мар ӗнтӗ…
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Куна, паллӑ ӗнтӗ, сивӗ пӳртре унран ыйтса пӗлекен ҫук, ҫавӑншӑнах эпир те пӗлейместпӗр; ҫийӗнчех тата вӑл: «Юсатӑп! Хуптаратӑп! Тыттарса яратӑп!» тенисене, пичӗ-куҫӗ пӗртте йӗркеллӗ ҫыннӑнни пек маррине шута илсен вара, вӑл пӑтрашӑнса-йӳтесе кайнӑ тесен те хытах йӑнӑшмастпӑр пуль; паллӑ ӗнтӗ, «ку йӳтенӗ старикрен пурӗпӗр ҫын пулмасть — выҫса-типсе вилтӗр луччӗк!» тесе килӗнчен юриех пӑрӑнса ҫӳрекен Ҫиркие пач та тӳрре кӑлармастпӑр, тӳрре кӑларма мар, тиркетпӗр-вӑрҫатпӑр ӑна куншӑн, килне кӗре-кӗре ашшӗне шыв пама хӑть йывӑрччӗ-и ӗнтӗ, пӗр-ик ӑшӑ сӑмах та пулин калама хӑть нумай вӑхӑт кирлӗччӗ-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ултӑ ҫул каярах вилнӗ арӑмне-и е юратма кайса та юратайман Макҫӑм арӑмне?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑш Дарие асӑнать вӑл?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Арӑмӗ тута урлӑ вирлӗрех лектернӗ пирки-ши е хытӑ тарӑхнӑран, е тата пулас улшӑнуран хӑраса ӳкнипе, Мӑкшӑ Макҫӑмӗ пухура ниепле те йӗркеллӗ калаймасть, темскер калас тесех сиксе тӑркалать хӑй — пӗр сӑмахне те ӑнланма ҫук; иртенпех килӗнче пӗччен выртакан Туя Петӗрӗ хушӑран пӑтрашӑннипе-ши е чипер ӑсӗ-тӑнӗпех: «Дари-и, теп!.. Дари, ӑҫта эс?» — текелесе илет.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кӗҫех пухури халӑх, Лукка Миколӗ сӗннипе, Валерий Никандрович Пантикова васкавлӑн, кӗҫӗрех унта илсе пыма йышӑнать, ҫак тӗллевпе Эрхипе лаша кӳлсе Сӑрҫие вӗҫтерме хушаҫҫӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӑрманкасра — пуху хӗрсе пырать, пирӗн Энтри савнӑ хӗрне шантарнӑ пек шӑппӑн ларма тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, икӗ хутчен тӑрса калаҫрӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Дина хӑна ҫуртӗнчен уҫӑлма тухрӗ, ҫитес шӑматкунхи анлӑ бюро ларӑвне лайӑхрах ирттересси пирки шухӑшласа утать.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лариса — Етӗрнери пульницӑра, «йӗркеллех пулсан, ыран ирех кӑларма» шантарчӗҫ ӑна.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лапухин Паркина «кӑмӑлне юрама» урӑх ҫӗре илсе кайрӗ: унашкал каҫ валли пӑхса хунӑ хӗрсем татах пур унӑн.