New
Ҫавӑнпа та пулнипе пулманни пирки интересленмерӗн те.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук, ыйтсан уҫӑмлӑн калакан пулмӗ те, сӑмах сарма кансӗрленӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, телефонпа-и е урӑх майпа ыйтмаллаччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий Никандрович Сӑрҫи хӗрарӑмне тапӑнса милицие лекнӗ тесе сӑмах сариччен малтан хӑҫан, хӑш тӗлте тапӑннине кам курнӑ тесе ыйтмаллаччӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун пек пулни хӑвна ҫав териех ҫырлахтарать пуль ӗнтӗ, мӗн курас килнине курни пуль.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата «пӑрахнине» ӑҫтан-ха тупса кӑлартӑн?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шутламан та-и кун ҫинчен?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапла, Валерие йӗкӗт е каччӑ та теместӗн, арҫын тетӗн Валерие — кунпа та эсӗ Юратӑва хытах кӳрентеретӗн.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кунпа та ҫитмест сана, тӑван халӑхӑм, ҫие юлнӑ Укҫинене Сӑрҫи арҫынни пӑрахнӑ та — ку ухмаха ересси патнех ҫитнӗ тесе сӑмах сарма та тытӑнтӑн ак.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата ҫак хӑрушӑ элек хӗр чун-чӗрине епле пырса перӗнессине кӑштах хӑть шута хумалла марччӗ-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Укҫине Сӑрҫи арҫыннипе выртса тӑрать, Укҫинен ҫие юлнӑ…» тесе сӑмах сариччен малтан ҫакӑ тӗрӗсех-и е элек кӑна-и тесе, ҫакна хӑй куҫӗпе куракан пулнӑ-и-ха тесе, пӑртак та пулин шутламалла марччӗ-и-ха ӗнтӗ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӑҫта тӗслӗх тетӗн-и?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Каласам пире, Сӑрҫи халӑхӗ, мӗншӗн-ха икӗ ҫамрӑкӑн юратӑвне ытла та килӗштерместӗн?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗнпе, хӑш тӗлте, хӑҫан айӑпа кӗчӗ сан умӑнта, тӑван халӑхӑм, Валерипе Укҫине юратӑвӗ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Алла-тӑк мӗншӗн-ха тӗрлӗ элекпе, ырӑ мар сӑмахпа, пулманнинех пулнӑ тесе, ҫуккинех пур тесе, ҫамрӑк чӗресене вӗҫӗмсӗр ыраттаратӑр?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫук?

Каласамӑр чӑннине, Сӑрҫи ҫыннисем, Валерий Пантиковпа Пилеш Укҫинин юратӑвӗ сире ҫав териех тӑвӑрлать-им вара, сире ура хурсах кансӗрлет-им?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Мӗншӗн-ха халӗ те пулин пӗр-пӗрин ыррине-ӳсӗмне кураймасӑр, пӗр-пӗрин юратӑвне-туртӑмне вӗчӗхсе, хӑвна ху пӗтерме пӑрахмастӑн-ши?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку та сахал-им саншӑн?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗр-пӗрне кураймасӑр, пӗр-пӗрин ҫинчен элеклесе, ытла та нумай инкекпе хуйхӑ тӳсрӗн ҫак ҫӗр ҫинче.