Corpus of the Chuvash language

New

Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт нӑтӑр-нӑтӑрах хӗсменнине, «пушар сӳнтермеллех» васкатманнине кура Ула Тимӗр ытлашши хыпӑнмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Леш тӗнчере те пулин (ҫӑтмахра-и, тамӑкра-и — пурпӗрех) пӗрле пуласчӗ ман санпа».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ манӑн яланлӑхах ӳксе сӳннӗ ҫӑлтӑр, ҫумран ҫухалнӑ телей.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана сывлӑм сыпнӑ ҫурхи пӗрремӗш чечексем хушшинче шырӑп — тупаймӑп…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана кӑнтӑртан ҫуллана вӗҫсе килнӗ ҫурхи кайӑксен хушшинче куҫ ытамне илесшӗн пулӑп — кураймӑп…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана ҫурхи янкӑр тӳпери ирхи хӗвелӗн чи ачаш ылтӑн шевлисем хушшинче сӑнасшӑн пулӑп — асӑрхаймӑп…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манӑн ҫухалнӑ ҫуркунне…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чун тӗпӗнчи асамлӑ ҫепӗҫ кӗввӗм…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшӑмри сӳнми хӗвел…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Куҫӑмри вӗри куҫҫуль…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Полина, Полина, — ассӑн сывласа ячӗ Ула Тимӗр.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ҫапла тӗсленсе-капланса килчӗ те тип йывӑҫ таткине тип йывӑҫ таткипе сӑтӑрсан тухакан вут — телей вучӗ — хыптарса ячӗ, чӗрине каллех пыл тутиллӗн вӑркӑштарма пуҫларӗ, хыҫҫӑнах тулман кӑмӑлне йӑмӑхса ыраттарса та, ҫурхи лӗс-лӗс сивӗ ҫумӑрпа ирӗлекен юр пек йӑштарса та илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр «калаҫнӑччӗ-ха» Полинапа, халӗ вара, Ула Тимӗрӗн яланхи йӑлине пӗлнӗ пек, хӑй, Полина, чӗррӗн, ҫуттӑн, туллин сӑнарланса ӳкрӗ ун куҫӗ умне.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав мӗнле «пыл хурчӗ» чуна ҫуйхӑн ертнӗ иккен!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Умри вӗр-тӗттӗм вӑрман та халӗ яр-ҫуттӑн ҫуталса кайрӗ, тейӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр тӗвӗсӗр, тӗссӗр шухӑшлӑн тӗкӗрленсе хытнӑ куҫне вут ҫине ӳкерчӗ, анчах тӗннӗ, тӑнтанланнӑ ӑс-тӑнӗ умра нимӗн те «ӑслаймарӗ», витӗрлеймерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫӑ вучах, сасси шала кайнӑ пулин те, ташшиюррине тӗксӗмлетмен-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре халӗ темшӗн ҫав тери лайӑх, ун чун-чӗрине, ҫемҫен-ҫемҫен ирӗлтерсе, темскер ыррӑн-ыррӑн, тутлӑн-тутлӑн пиелет, ҫунатлантарать, ҫав хушӑрах йӳҫҫӗн-йӳҫҫӗн те кӗвелӗклентерсе, пӑлхаткаласа илет.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed