New
Туй ҫи-пуҫӗ туй халӑхне те пӑхса тӑранмалла мар капӑрлатнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шакӑрчаллӑ ҫунисене те, ут хатӗрӗсене те тӗрлӗ-тӗрлӗ лентӑсемпе, эрешсемпе йӳпсӗнтермеллех илемлетсе, ӗлккенлетсе пӗтернӗ; касса чӗнтӗрленӗ пӗкӗсем айне пӗчӗк йӗс шӑнкӑравсем, пӗкӗсен икӗ енне ҫӳҫеллӗ, ярапаллӑ виҫшер тутӑр ҫакнӑ; ҫунисен ларкӑчисемпе хыҫӗсем ҫине килте тӗртнӗ кавир е кашма сарнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сарай ҫывӑхӗнче урлӑ-пирлӗ сӑрланӑ, мӑйракаллӑ, тимӗрленӗ хыҫлӑ-кӳмеллӗ ҫунасем кӳлнӗ, шерепеллӗ, йӗс тӳмеллӗ, йӗс ункӑллӑ кутлӑх тӑхӑнтартнӑ тӑватӑ ӑйӑр тӑпӑртатса, пуҫне уха-уха тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗрпе каччӑ тӑванӗсем сӗтел тавра ларса тухнӑ та халӑх йӗркипе туй йӗркине тӑваҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килхушши варринче — шыльӑк, шыльӑк варринче — ӗҫми-ҫимипе «ури авӑннӑ» сӗтел.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килхушшинче халӑх лӑках: ҫурри асамат кӗперӗн пур тӗсӗсемпе те ялкӑшакан-ҫиҫкелекен тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп туй-ҫуй «артисчӗсем», ыттисем — вӗсен чун уҫҫи ташши-юррине курса савӑнма, яшланма килнисем, вӗсене ханша-сӑмакунпа, килте вӗретнӗ сӑрапа, кукӑль-пӳремечпе хӑналакансем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анаткасри Митрохинсен килӗнче паян — сурхури умӗнхи кун — май мар шавлӑ, чаплӑ анӑш та тӑнӑш туй сикет — Чакаккассинчи тин ҫеҫ салтакран таврӑннӑ Афанасьев Даниилпа Митрохина Хветуҫ туйӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хутран-хутран ҫамрӑк, йӑваш ҫил кӑпӑш, таса юра ҫӗклекелесе, пӗтӗркелесе, сапалакаласа илет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ҫерҫи ури хуҫӑлнӑ» ӗнтӗ, кун хушӑнсах пырать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫанталӑкӗ сулхӑн, анчах пит-куҫа чӗпӗтмеллех, хӗретмеллех сивӗ мар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уй-хире, ял урамӗсене, кил картишӗсене юр хӳсе тултарнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӑн кӑрлач уйӑхӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
…Ула Тимӗрпе Полина пӗлӳ никӗсне ӑс-тӑна иккӗмӗш класра хыватчӗҫ ӗнтӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Иксӗмӗр туйра хӑвалашла вылянине аса илер-ха тата, — ӗнтӗ тутине ейсех пӑрахрӗ Ула Тимӗр, чӗрӗрех кӗске патакпа йӑсӑрланакан ҫинҫе-шыҫмак ҫунӑк татӑкӗсене — «вут ҫыртӑкӗсене» — кӑвайт варрине пуҫтарнӑ май.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унӑн катари-катари ҫути иккӗшне те пурӑнма, вӗренме, ҫитӗннисен пурнӑҫнелле ҫирӗппӗн утӑмласа талпӑнма йыхӑрса куллен-кун, пӗр татӑлмасӑр ҫутатма пуҫларӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла шӑтса «сӑмсаланчӗ» (паллах, кукӑль касӑкӗ «пулӑшнипе» те!) арҫын ачапа хӗрачан пӗрлехи ытла та вӑрттӑн, турӑ шывӗ пек таса юратӑвӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тимлесерех сӑнакаласа пурӑнсан, ӗнтӗ Полинана хӑйне те Ула Тимӗр шӑпах ӗмӗтри чун патӗнчи «принц»-арҫын ача пек курӑна пуҫларӗ: хӗрача чӗринче хӑй пекех ҫамрӑк «калча» «сиктернӗ» пӗчӗк, ылтӑн вут — чалтӑрт! сирпӗнсе илнӗ «айӑпсӑр» юрату хӗлхемӗ — вӑй илсе, хӗвел пекех, пурнӑҫ пекех нихӑҫан та сӳнмесле шанӑҫ ҫуратса ҫунма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунсем те уйӑхсем карталанса иртрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Учительница вара (меллӗ самантпа усӑ курса-ши?) ачасене вӑйӑ культури ҫинчен пӗчӗк экспромтла «лекци» те вуласа пачӗ.