New
«Ав мӗскер иккен кунта!» — лач! сурчӗ аяккалла, унтан вӗлтрен чӗпӗтнӗ пӑшӑл-пӑшӑл ал пӳрнисем ҫине уф-ф! уфф! вӗркелесе илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис, сехри хӑпрӗ пулин те, ҫухалсах каймарӗ: аллисемпе ытти йывӑҫ-курӑксенчен те ҫатӑрласа тытса, туртӑнкала-туртӑнкала, хашка-хашка, хӑй «ҫулӗ» ҫинче сиксе тухнӑ кӗтмен-туман вар чӑнкипе-чиклекипе ун хӗррине хӑпарса ҫитрӗ, пӑчӑр-пӑчӑр тарланӑскер, мӗхле-мӗхле тӳрленсе тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав хушӑрах сулахай аллинчи пакетри эрех кӗленчисем, хивре сулӑма пула пӗр-пӗринпе ҫапӑнкаласа, чанклатса,чанкӑлтатса илчӗҫ, анчах йӑнкӑрянкӑрах ванмарӗҫ, калтах катӑлмарӗҫ пулас-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йывӑҫ, чашш! чашлатса, авӑнчӗ, анчах хуҫӑлмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑх туйӑмӗ чат сыхах иккен-ха: унӑн пушӑ сылтӑм алли хӑех валт! аяккалла ывӑтӑнса темле ҫамрӑк йывӑҫ вулине яп! ярса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сасартӑк вӑл, ури айӗнче ҫӗр хыттине-тӗрекне пач туймасӑр, аялалла янк! ҫӑтӑнса анса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шел, хальхинче хӑйӗн иккӗмӗш ҫуррине парӑнса, Пурис курӑнса килмен инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма васкамарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Чуп! Чуп! Тен, ҫынна пулӑшу кирлӗ!» — хыпаланса ӳкрӗ пӗрремӗшӗ, тепри вара ку вырӑнтан часрах аяккарах утма-чупма, тарса ӳкме васкатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Икӗ Пурис каллех хӗҫӗсене хӗреслетсе илчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Тем чӗмери сиксе тухмарӗ пулӗ те?»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Качтаки» ӗнтӗ ку, кам пултӑр урӑх? — шартах татрӗ вӑл хальхинче, иккӗленӳрен вӑрт пӑрӑнса, мӑш та мӑш сывлакаласа.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чарӑнса тӑчӗ, хӑлхисене сасӑ илтӗннӗ еннелле вичкӗнлетрӗ, анчах урӑх нимӗн те илтӗнмерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лешӗ тата сӑмахпа та тем каларӗ пулас, анчах ӑна Пурис тӗшмӗртеймерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арҫын «ай-й-й» тесе илчӗ мар-и?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Темле сасӑ пулчӗ умра!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑштӑр-чӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр, чашш, ҫӑт-ҫат…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пиҫӗ туратсем, хӑва хулисем питне ҫивӗччӗн, тӑрӑхӑн-тӑрӑхӑн е урлӑ-пирлӗ касса «ҫупкӑланисене» хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ы-ы-ы-ых, шуйттан!»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ури темле кӑмӑртан е кӑк-тункатаран ҫакланнине пула ҫӗр ҫине палтӑрах чӑлханса-чикеленсе ӳксен, урӑхларах персе ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ай-й-й!» — авӑнса илчӗ: халӗ вӑл самаях шыҫмак, шӑрӑллӑ йывӑҫ вулине ҫамкипе пырса шанлаттарнӑ.