Corpus of the Chuvash language

New

Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тискер кайӑк апачӗ…»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, пурпӗрех мана унран татӑлса юлма юрамасть.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк ҫын пӗр авӑк нимле мар апла, виҫӗ хыр хушшинче ҫухалса ларчӗ, нускине пӑрса шывне юхтарчӗ, унтан сасартӑк вӗтеленсе ӳкрӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис ӑнланчӗ: «качтаки» ҫулне малалла тӑсса хӑй «палӑртнӑ» еннелле кайрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ ерипен хухса, пусӑрӑнса пыни палӑрчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис каллех хускалми пулчӗ те пӗр авӑк тӗк ларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра лере, ҫӳлте, умри ҫыран енче, чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис лӑч-лачланнӑ пушмакне йӑлха-пылчӑкран сас-чӳ кӑлармасӑр, ал пӳрнисемпе сӑтӑра-сӑтӑра тасатма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗт, кӗт!»

— Тен, мана кӗтсе тӑратӑн?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Унтан ӑшӗнче лӗх-лӗх йӗплесе те илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кунтах иккен-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Качтаки», — хыҫҫӑнах, халӗ хӑй тавра ҫыхланса-чӑлханса, хӑй умӗнче черетленсе пыракан уписупи ӗҫ-пуҫа аса илсе, лӑшах ячӗ хӑйне.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, пуҫне сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑрса, шанк хытса ларчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлхаран тасатас тесе пушмакне, исленнӗ нускине хывнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк ҫӳлтен, вар хӗрринчен, малалла каяс ҫул енчен, шӑплӑха шуйхӑнчӑк, чӗтревлӗ сасӑ хумхатса илчӗ — арҫын сасси:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех Пурис пылчӑк начлата-начлата, хашка-хашка, ышлата-ышлата шывран тухрӗ те тӑватӑ уран упаленкелесе, йӑвӑ ӳснӗ чакӑр курӑкне сиркелесе, нӳрӗ катрашка ҫине пырса ларчӗ (шӑлаварӗн сулахай чӗркуҫҫийӗ пӑтӑрах кайнӑ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрик утӑм турӗ кӑна — ури ҫырана пырса та тӑрӑнчӗ: юхан шывӗ сарлакӑшӗпе тӑрна та сиксе каҫмалласкер кӑна пулнӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аллинчи турата вӗҫертсе ярса (вӑл ӑна халӗ ниепле те пулӑшма пултараймарӗ), чӑппӑл-чаппӑл тутарса, йӑлхана пӑчӑрт-пӑчӑрт ашса, пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

Statistics

...more detailed