New
Унччен Мӑкшӑ Макҫӑмӗпе Туя Петӗрне тахҫан кӗлетрен тырӑ вӑрласа Каття амӑшне тасаран вараланӑшӑн, ҫурхи Хӑнтар шывӗнче асаплантарса хӗне янӑшӑн ҫирӗп ответ тыттарма тӑрӑшӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӑван ялӗсене киле-киле кайма.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вара кунта нимех те тытса тӑраканни пулмӗ: Валерипе иккӗшӗ те мотоцикл туянӗҫ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вӗсем куҫса кайичченех, паллӑ ӗнтӗ, Валерипе Оксанӑн та пӗрлешмелле.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Тем, шавлӑ туй сиктермӗпӗр, — тет хӗр, — ҫывӑх тӑванусене чӗнӗпӗр, ҫуралнӑ ялтан темиҫе мӑшӑр килччӗр — ҫитет те».
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Энтрин Луизӑна качча илсе каймалла.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Катари ӗмӗт мар ку.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чи кирли — лери милици Гордейкина «тимлӗн асӑрхаса», усал шӑнкӑрав е хыпар пулсанах тытса кайма хатӗр тӑмӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Айхалинсем хуҫаланмаҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Лере Лапухинсем ҫук.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗлсех тӑрать, Валерие лере хӑвӑртах асӑрхаҫҫӗ, бригадира, пурӑна киле председателе те суйласа лартма пултараҫҫӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пурнӑҫа кӗмеллискер вӑл, лайӑх та ирӗклӗ малашлӑх туса параканскер.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Энтрие ку шухӑш килӗшрӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Учителе вырнаҫӑп, апла май килмесен, мана хӑвӑн трактору ҫине илӗн, плугарь вырӑнне.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Оксана килӗшсен, пыратпӑр санпа пӗрлех Кӑрмӑш тӑрӑхне.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Епле тӳсетӗн тулӗк, хам сан вырӑнта-и?..
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Санӑн ҫав Лапухинпа Ларисӑна пӑхӑнса пурӑнмалла-и?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Юрӗ-ҫке, ӑна асӑнас та килмест.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сирӗн унта, пӑхатӑп та, ытла та ӑнланмалла мар йӗрке: ӑслӑ ҫынсемех ниме тӑманнисене юрасшӑн, пысӑк вырӑнтисемех суяҫҫӗ, сӑмахне пӗр тӗрлӗ ҫаптараҫҫӗ, ӗҫне урӑхла тӑваҫҫӗ, ҫав Лапухинах… — Энтри пуҫне пӑркаларӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Е сур та тухса кай унтан!