New
Малти пӳлӗмри кӑмака хыҫне те чаршав карса лайӑх кравать вырнаҫтарнӑ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗпел кукри, икӗ пысӑк пӳлӗм, шалтине кӑмака тата икке пайлать.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пурне те хӑех сӑра-эрех янтӑласа качча пачӗ темелле.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ялти вӑтам шкула килнӗ ҫамрӑк учительницӑсем яланах ун патӗнче хваттерте пурӑнатчӗҫ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольон хӗрарӑмпа арҫын мӗнле калаҫнине, пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхнине курсах тӗрӗс чухлама пултарать: иккӗшӗ пӗрле ҫӗр каҫнӑ-и е ӗмӗтленеҫҫӗ кӑна?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унсӑрӑн калаҫу хальхи пек пымастчӗ, пӗр-пӗрин «кӑмӑлне пӗлсе», ӑҫта-хӑҫан тӗл пулмаллине хӑйсене кӑна паллӑ чӗлхепе палӑртатчӗҫ те — каҫчен, юрату!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольон хӑйне кӑна паллӑ сисӗмпе тавҫӑрчӗ: Карпунькин Чӗкеҫ патӗнче «кукӑль ҫиме» ӗлкӗреймен пулас-ха.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Юриех хывса хучӗ-ши?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫак тӗллевпех, ытти хӗрарӑмсем пек вӑрӑм чӑлха тӑхӑнман.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Халь тинех чухларӗ: кӑлӑхах тӑрӑшрӗ, Чӗкеҫ вӑл вӑрттӑн систермесӗрех пӗлет сылтӑм пӗҫҫи ҫаралнине, мӑйӗпе кӑкӑрӗ ҫурри таранах уҫаххине; пӗлет ҫеҫ-и, арҫынсем умӗнче шӑпах ҫапла курӑнасшӑн халат арки самаях ҫӗкленмелле, кофта ҫухи вӗҫерӗнмелле тунӑ та вӑл.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анчахрах Ольон ӑна халатне тирпейлеме, кофтине тӳмелеме куҫӗпе пӑхса систерчӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫӗрулми кӑларма та тӗрӗллӗ халатпа тухать — ыттисенчен ҫипуҫӗпе те уйрӑласшӑн-тӑр.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ялта нихӑш хӗрарӑм та ку енӗпе унпа танла-шаймӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унашкал ясаррӑн тӑма малтан намӑссӑр картинка ҫине пӑхсах вӗреннӗ ӗнтӗ; кулли те — арҫынна астараканскер, ӑна илтнипех кирек хӑш арҫыннӑн юнӗ вӗреме пуҫлӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тулли пӗҫҫине маларах кӑларса, пилӗкне мӗнлерех авса тӑрать!
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Арҫынсем мӗншӗн ун ҫумне ҫилӗм пекех ҫыпҫӑнни паллӑ: хӑех, калаҫтарса ярса, ҫавӑн патнелле ҫывхартать.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Малалли шухӑшӗнчен вӑтаннипе пичӗ пӗҫерсе кайрӗ: «Кӑнтӑр кунӗнчех-ши?» — шухӑшларӗ вӑл.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хушӑран итлесе, хушӑран тӗлӗнсе шухӑшларӗ кӑна: мӗскер тӑвасшӑн халь Чӗкеҫ, вӗсен анинчи ҫӗрулмине хӑех леҫме пуҫтарӑннӑ бригадира мӗн тӗллевпе астарса-калаҫтарса тӑрать?
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Таса улӑм сарса ларнӑ Ольон вӗсен калаҫӑвне ермерӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чӗкеҫ ҫине, выҫӑ ҫын аш кукли ҫине пӑхнӑ пек, халех ҫӑтса ярасла тинкерчӗ.