New
Пуса каччи, хӗр ҫумми Пыллӑ шерпет астивет, Такмакласа хӗр йӗрри Чӗкеҫ валли хатӗрлет.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗрекерен пӑлтӑра Пӗрмай хутлать мӑн кӗрӳ, Чӗкеҫ унта пит хӗрӳ Хӗр ҫумсемпе халапра.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ваттисене кӗлӗре Пӳлӗхпе тан аснаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗрекере, шилӗкре Пӗрмай пичке пуҫлаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗҫен кӗрӳ такмаклать, Сарӑ хӗре пӑркалать, Ташламашкӑн сӗтӗрет, Хӗре ташша илтерет.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сирӗн ӗмӗр пӗр анчах, Вӑл та пулин иртӗ час!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӗрсем шӑвӑр час-час!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Ах чих, чих-чах!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сакӑр мӑшӑр ташласа Туй кӗрнекне кӳреҫҫӗ, Пӗтӗм халӑх савӑнса Шеплӗ туйра ӗҫеҫҫӗ…
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сакӑр мӑшӑр ташлама Сапаланса тӑмалла, Пурҫӑн тутӑр, алшӑлли Хӗресленсе тытмалла.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туя килнӗ ал кӳме, Вунӑ кӳмми хуҫмалла; Туя илем шеп кӳртме Таш вырӑнне сармалла.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туй ачисем кӗрлесе, Карталанса куҫаҫҫӗ, Хулсем айӗн пӗшкӗнсе Арӑмсемпе ташлаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Авкаланса, юрласа, Хуҫкаланса ташлаҫҫӗ, Хуллисене кукӑртса, Кӑчӑк туртса шӑваҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туй арӑмсен симӗс хыс, Хӗрлӗ ҫитти, алтутри, Шӳлкемепе хушпу чыс, — Пуринчен чыс туй юрри!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Туй ачисен мӑйсенче Хӗрсем панӑ ҫухасем, Пилӗксенче, тум ҫинче, Лаптак пурҫӑн пиҫҫисем.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Капӑр шуртан таврашсем Туйра ытлах чипер-ҫке, Тури халӑх, вирьялсем, Йӑлт тӗлӗнсе кайнӑ-ҫке!
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ушкӑн-ушкӑн яш-кӗрӗм Туйра пӗлет ҫуй тума, Сӑмаххисем тем тӗрлӗ Куракана асӑнма.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Шурӑ, шурӑ ҫӑмарта, Шуратрӑмӑр, ҫирӗмӗр, Хитре хӗрсем ҫак ялта, Юратрӑмӑр, илтӗмӗр»…
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Еркинейӗн тур лаши Аламасӑр сӗлӗ ҫимест, Еркиней те ҫавнашкал, Суйламасӑр хӗр илмест».
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Ҫирӗм ҫухрӑм ҫул инҫе, Ҫул инҫе те хӗр хитре, Хӗр хитрешӗн килтӗмӗр, Ҫӗр ҫӗмӗрсе ҫитрӗмӗр».