Corpus of the Chuvash language

New

Ҫавӑнпа та туй ҫыннисем Туя тума чарӑнмасть…

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туй халӑхӗ хӑюллӑ, Аслатирен хӑрас ҫук; Ҫумӑр ҫӗре халаллӑ, Туй халӑхне сиен ҫук.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ака йӗрки-йӗркипе Туй ачисем тухаҫҫӗ, Каҫ пулттипе-сиккипе Лашасемпе чупаҫҫӗ…

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та урама Каяс пулать ташлама!

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пулӗ апат ҫиесси, Кама тивӗ намӑсси?

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫаллапа туй ачин Шӳрпе ҫисе илмелле, Унтан вара калле, тин, Киле кайма пӗлмелле.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тулта шӑпӑр янӑрат, Арҫури пек ахӑрать, Урса кайса туя сикет, Ватти-вӗтти ехӗрет…

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫ, ҫавӑнтах улшулла Ура утса ташлаҫҫӗ: Арҫын пекех хӑюллӑ Мухмӑр юрри юрлаҫҫӗ: «Ура салтас, саланас, Ҫӗр выртмасӑр каяс мар; Хӑналанас, туй тӑвас, Виҫӗ кунсӑр урлас мар».

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пулас кинпе чатӑра Уҫса пӑхса пуплеҫҫӗ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑшкӑланӑ хушӑрах Мухтаса та илеҫҫӗ.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Путӗр-путӗр путене Йӑва тӗлне тупмасӑр Ҫерем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, Пирӗн шӑллӑм, намӑссӑр, Арӑм тӗлне тупмасӑр, Хыт сак ҫинче ҫӗр каҫнӑ…»

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Урпа пучах шит тӑршши, Ҫавӑнпа пуҫне йӑтаймасть, Пирӗн шӑллӑм ачашши, Ҫавӑнпа пуҫне уҫаймасть».

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Путӗр-путӗр путене Урпа ани пуҫӗнче, Лаптак курӑк айӗнче Чавса тунӑ йӑвине».

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑрӑхласа юрӑра Мӑшкӑлаҫҫӗ халь вӗсем:

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ тулчӗҫ пӑлтӑра Туй арӑмсем, акӑшсем.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Чӗкеҫпе Ним сӑмах та пуплеймест, Хӗр-пултӑрпе, хӗр ҫумпе Выляма та именмест.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Авалхисен йӑлипе Евӗч урлӑ туй тутри Виҫ хут парса илмелле, Вара юрать пуплеме.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӑлтӑр куҫлӑ Еркиней Чатӑр витӗр ялт курать, Анчах туйӑн йӗркине Шӑлне ҫыртса пӑхӑнать.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шурӑ чатӑр айӗнче Чӗкеҫ ларать пике пек, Инҫех те мар сак ҫинче Каччи ларать хӑлат пек.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed