Corpus of the Chuvash language

New

Хайлавсен шалти тытӑмне те хӑйне евӗрлӗ тӑвать писатель — е ӑна чун уҫҫиллӗ айӑплав пек хайланӑ («Кӳршӗсем»), е суд умӗнче кӑтартса панӑ пек хывнӑ («Ҫунӑк шӑрши»), е ӳкӗнӳ содержанийӗпе ҫураҫтарнӑ («Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ»), е тата тӗрлӗ геройсен аса илевлӗ, ӗмӗтленӳллӗ калавӗсене пӗр рете тӑратма кӑмӑлланӑ («Нинӑпа Клавье тата Лариса», «Хӗл каҫӗнчи икӗ ӗмӗт»), герой хӑй те ӑнланса ҫитереймен сӗмленӗве тӗпченӗ отчет пекрех йӗркеленӗ («Манӑн идеал», «Сарри юратӑвӗ») т. ыт. те.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Кӳршӗсенчи» калав еккине йӑмӑкӗ аппӑш патне янӑ ҫыру пек йӗркеленӗ, «Кая юлнӑ ҫулҫӳреври» ӗҫ-пуҫ ҫинчен пӗрремӗш сӑпатран калаҫакан сӑнар пӗлтерет.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Чӑрӑшкассине килсенри» сӑмаха автор тытса пырать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Е сӑнарланӑ этемӗн, е автор-калавҫӑн кун пек аталантарнӑ шухӑшӗ тӗрлӗ сӑпат йышӑнать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗрлӗ пулӑмсем, событисем, пулни-иртни герой вӗсене суйласа илни енчен субъективлӑ; анчах вӑл ытти ҫӗр, 999 пулма пултарас эпизод пекех вырнаҫуллӑ — пурте вӗсем конкретлӑ, ҫак герой шӑпипе ҫыпӑҫуллӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫакӑ вара событисене объективлӑ чӑнлӑх картне лартать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах хайлавсенче вӗсене логика, пурнӑҫ философийӗ енчен пур енлӗ сӑнать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кун пек чухне персонажӑн субъективлӑ кӑмӑлӗ яру каять, тӗрлӗ событисене вӑл хӑй кӑмӑлне кура суйлать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Прозаикӑн ирӗксӗрех герой хӑй кун-ҫулне епле майпа чун уҫҫиллӗ сӑмаха хывнине сӑнама тивет.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ӑна ӑсланӑҫем суранӗ мӑкалать ун, ҫапла этем кӑмӑлпа пиҫӗхет, пурнӑҫ малашне уҫҫӑнрах курма тытӑнать, кризисран хӑтӑлать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кӗтмесле пулӑма тарӑннӑн ӑсласа илекен ҫын тахҫан пулса иртнипе чӗре суранӗ патне тепре таврӑнать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пур енлӗ сӑлтавланса, ӗнентерӳллӗн шӑрҫаланса пыракан калавӑн хӑйле тӗллевӗ пур: ҫут тӗнчере кӗтмен ҫӗртен пулакан япала ҫук, лару-тӑрун ӑнсӑртранлӑхӗ ялан ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ йывӑр условие, кризиса лекнине пӗлтерет.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫав сӑмах екки сюжет никӗсне выртать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӗлленмен, асра-тӗсре пулман эпизод этем чунӗнчи палӑруллӑ туйӑм патне ҫитерет, писатель вӑл мӗнле ҫуралнине иртнӗ кун патне таврӑнса, героя ытти ҫынсемпе ҫывӑхлатса е вӗсенчен уйӑрса сӑлтавлать, ӑна чун уҫҫиллӗ сӑмаха вырнаҫтарать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Этем ҫутӑ тӗнчере пӗр-пӗччен пулманнине уҫҫӑн туять вулакан — герой тӗллӗн ҫаврӑнса тухнӑ пӑтӑрмах, кӗтмен ӗҫ-пуҫ, ӑнсӑртран событи, кӑмӑл хусканӑвӗ мӗнрен пуҫланса мӗн патне илсе ҫитерни — ку пурӗ йӑлтах ҫынсем хушшинчи ҫыхӑнусемпе таччӑн ҫыхӑннӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӑтӑшах илемлӗ хайлавсен ҫакнашкал калӑпӗ хывӑнса пырсан та, кунта ырри самаях.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӑлханчӑк пурнӑҫ тӗввине сӳтекен Микки арӑмӗпе хӑй хушшинчи расналӑха тӗпчет («Шанман Микки»).

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Мӗтри мучин мӗнелникӗнче» старик ӑшӗ-чиккине сӑнлама ӑна мӑнукӗпе шайлаштарнӑ.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Пӗчӗк акӑшсен ташшине калакан ҫамрӑка кун-ҫул килпетне ӑнланма хӑй савса пӑрахнӑ Лида пулӑшать.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тата тепӗр ен тухать пирӗн ума — хӑҫан пулсан та, персонажсем хӑйсене ҫынпа шайлаштарма пикенеҫҫӗ, унпа ҫывӑхлатса е унран уйӑрса ӑнкараҫҫӗ хӑйсене, пурнӑҫ философине.

Help to translate

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed