Corpus of the Chuvash language

New

Вӑрҫӑ юхӑнтарса хӑварнӑ хуҫалӑха юсанӑ, ҫӗршыва индустриализациленӗ тапхӑрсенче те коммунистсем яланах кӗрешӗвӗн малти ретӗнче, обществӑри улшӑнусен пуҫӗнче пынӑ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсенчен пӗринче вӑл Я. Ухсай хӑйӗн «Ҫӗр» поэминче коммунистсене мӗнле ӳкерсе панине тишкерет, автора усӑллӑ канашсем парать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче унӑн пичетленмен алҫырӑвӗсем упранаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ку тема Элкере хытӑ кӑсӑклантарни ҫакӑнтан та паллӑ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

«Шурӑмпуҫ килсен» романра вӑл Чулхула кӗпӗрнинче чӑннипех ӗҫленӗ Морев большевика сӑнласа парать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Унӑн ытти произведенийӗсенче те коммунистсем — тӗп сӑнарсем.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Пугачевпа пӗрле ҫапӑҫнӑ Пахомккӑран пуҫласах писатель пире коммунистсем патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Эпир кунта сюжет ӑсталӑхӗ пирки чарӑнса тӑрасшӑн мар, ҫакна ҫеҫ каласшӑн: ку произведени писатель пултарулӑхӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать, революциллӗ юхӑма ҫырса кӑтартас ӑсталӑх Элкерӗн ӳссех пынине, ҫакӑ унӑн творчествин тӗп теми пулнине кӑтартать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

В. Эзенкин тӗпчевҫӗ «Вутпа ҫулӑм витӗр» произведение мемуарсен шутне кӗртет, унта илемлӗх мелӗсем, тӗслӗхрен, сюжет тума пӗлни кирлӗ пек палӑрмасть, уйрӑм сыпӑксем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнсах ҫитмен, вӑл роман та мар, тет.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫапла, большевиксен витӗмлӗ агитацийӗ чӑваш каччин ӑс-пуҫӗнче тарӑн йӗр хӑварать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Васильев киле те ирӗклӗх шухӑшӗпе, кивӗ йӗркесене тӗпренех улӑштарас кӑмӑлпа таврӑнать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсенченех чӑваш салтакӗ Ленин ҫинчен пуҫласа илтет, Керенский йыттисем ун ҫинчен саракан ирсӗр элеке те ӗненме пӑрахать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Вӗсем ытти салтаксемпе пӗрле службӑри пӗтӗм йывӑрлӑха тӳсеҫҫӗ, халӑх хуйхи-суйхине чӗре патне илеҫҫӗ, мӗншӗн ҫапла килсе тухнине — салтаксен вӑрҫӑра вилме, аманма тивнине, мул хуҫисем вара вӗсен юнӗпе, тарӗпе пуйнине куллен, тимлӗн ӑнлантарса параҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Окопра, митингра, госпитальте — пур ҫӗрте те вӗсем халӑх интересӗшӗн тӑраҫҫӗ, парти хушнине ҫирӗп пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Писатель Щербаковпа Февралева кирек хӑш самантра та, кирек епле ӗҫре те чӑн-чӑн большевиксем пек кӑтартать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Чӑваш салтакӗ Васильев, вӑрҫӑра аманнӑскер, тыткӑнра та пулса курнӑскер, вӗсемпе ҫывӑх туслашать, вӗсенчен вӗренсе пырать, пулса иртекен ӗҫсен тупсӑмне майӗпен уҫҫӑнрах ӑнкарма пуҫлать.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ку романа автобиографиллӗ произведени теме пулать, унта мӗн ҫырнине автор пӗтӗмпех хай тӳссе курнӑ, чӗре витӗр кӑларнӑ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Элкерӗн «Вутпа ҫулӑм витӗр» роман-хроникинчи Щербаковпа Февралев большевиксем шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем ӗнтӗ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ыттисенчен вӗсем хӑйсен ҫирӗплӗхӗпе, дисциплинипе, йӗркелӗхӗпе, ӑнӑҫулӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Ҫакна та асӑрхама пулать: вӗсем темӗнле тӗлӗнтермӗш ҫынсем те мар, хӑйсем ҫинчен пачах манса кайнӑ аскетсем теме те ҫук вӗсене.

Help to translate

Кӗрешӳҫӗсем, ҫӗнтерӳҫӗсем // Ипполит Иванов. «Ялав». — 1974, 9№ — 30–31 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed