Short
«Маншӑн ку Курск облаҫӗнчи иккӗмӗш мисси, Пушкӑртстанри ытти ҫамрӑксемшӗн – пӗрремӗш. Вӗсем, тем пек йывӑр пулсан та, пӗр-пӗринчен тытӑнса тӑнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Пирӗн пӗр тӗллев – ҫынсене май килнӗ таран пулӑшасси, эпир ӑна пурнӑҫларӑмӑр. Унсӑр пуҫне, икӗ эрне хушшинче пирӗн Пушкӑртсен командине хутшӑнакансенчен кӑна мар, ытти регионсенчен те пӗрлешӳллӗ коллектив пулса тӑчӗ», — каласа панӑ Пушкӑртстанри Халӑх фрончӗн Ҫамрӑксен ҫуначӗн координаторӗ Рустам Салахутдинов.
Пушкӑрт волонтерӗсем Курскра гуманитари миссине вӗҫленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... en-4004323
Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Акимов тума тӑрӑшакан йӗрке ӑна нихӑш енчен те юрӑхлӑ мар; ҫӗкленӳсӗр, хавхаланусӑр, ӑшӑ сӑмахсӑр пурӑнма йывӑр, чуна тӑвӑр, уйрӑмах ҫынсем хайсем те улшӑнма тытӑнни (хӑшӗсем ытла хӑраҫҫӗ, теприсем ҫӗнӗ пуҫлӑха юрама хӑтланни те сисӗнет) кӑмӑла пусрӗ; кӗҫех Лидяк хӑйне начар туя пуҫларӗ, тӗлӗнмелле туйӑм ярса илчӗ ӑна: ҫурт лартнӑ чух та, ӗҫ пӗтерсе будкӑна таврӑнсан та участок кантурӗ енчен чуна шӑнтса чӗтретекен сивӗ пӗрӗхет пек, темле ӑшӑ утиял айӗнче те пытанаймастӑн унран.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хальхинче ачасене право пулӑшӑвӗ парас тӗллевпе Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн тӗп специалист-эксперчӗ, ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин секретарӗ Лариса Комиссарова, полицин ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторӗ Венера Камалетдинова, муниципалитет округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти ҫемьесемпе тата ачасемпе ӗҫлекен уйрӑм заведующийӗ Ирина Чиркина Патӑрьелӗнчи агротехникум студенчӗсемпе тӗл пулу йӗркеленӗ.
Ачасене - право пулӑшӑвӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51863-acha ... o-pul-sh-v
Халӗ, ак, йывӑр тиенӗ лав тӑвайккине хӑпарса ҫитсе лачӑрах лашлатса аннӑн, ӗнтӗ ку асаплӑ лава хӑй текех нимӗнле те пулӑшма пултарайманнӑн, хӗв шухӑшне пӑшӑрхантарса тӑчӗ-тӑчӗ те пусӑрӑнчӑк Дина тӑвӑнчӑк вилтӑпри кутӗнче, ир ҫӗре кӗрсе выртнӑ амӑшӗпе те, хӑйӗнчен яланлӑхах писнӗ-ютшӑннӑ темӗнпе те сывпуллашса, вӑйран пуҫӗпех шӗлтӗркесе, масар лаптӑкӗнчен ыттисем паҫӑрах такӑрлатнӑ йӗрпе ун тулашне тухрӗ те укӑлча халхи еннелле авкаланакан сукмак ҫинелле шанчӑклӑн пӑрӑнчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сылтӑм юпари терминсем, пирӗн шутпа, хӑйсен пахалӑхӗпе сулахайрисенчен ӑнӑҫсӑртарах, мӗншӗн тесен, пӗрремӗшӗнчен, вӗсенчен хӑшпӗрисем ӑнлава тӗрӗсех тата туллин палӑртаймаҫҫӗ («коцентрация — ӳстерни, контингент — йыш, начет — укҫа тытни, регламент — йӗрке), иккӗмӗшӗнчен, пӗр сӑмахпах икӗ ӑнлава палӑртнӑ (йӗрке — регламент, церемониал), (виҫҫӗмӗшӗнчен, формипе термин картне лараймаҫҫӗ (конспираци — вӑрттӑн ӗҫлени), тӑваттӑмӗшӗнчен, хитре мар илтӗнеҫҫӗ (суйлавҫӑсем хушнисем).
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫамрӑк армеецсен 48-мӗш (XLVIII) «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Мӑн Вылӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов, Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилов, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Гурий Терентьев, Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсен пай начальникӗ Владимир Казаков уҫрӗҫ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Чи малтан вӑл этем кун-ҫулӗн пӗр вӑрттӑнлӑхӗнчен, никам пулӑшмасӑр, хӑй тӗллӗн шыраса тупнӑ вӑрттӑнлӑхран тӗлӗнет: ача ӳснӗҫемӗн ӑсланса пырать, тӗнче, ҫутҫанталӑк ҫинчен, ҫынсем ҫинчен ытларах пӗлекен пулать: эппин, унӑн хӑйне асаплантарнӑ ыйтусем пӗчӗккӗн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тӗлӗнтермӗшсем, каччӑ чухне — кӑшт чакмалла пуль вӗсем, вӑй питти чухне пачах чӑрмантармалла мар, ватӑлса, ӑсланса ҫитсен, пурне те витӗр курса тӑракан пулсан пачах пӗтмелле.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑрнарти 2-мӗш шкулти кӗҫӗн классен учительне Екатерина Аверкинана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн цех пуҫлӑхӗн заместительне Алексей Матвеева Вӑрнар район администрацийӗн Хисеп грамотипе, унсӑр пуҫне Хапӑс шкулӗн историпе обществознани учительне Евгения Ефремована, кӗҫӗн классен вӗрентекенне Валентина Крючкована, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти музыка учительне Ольга Косаревана, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн 180-мӗш цех электромонтерне Дмитрий Матвеева Тавӗпе наградӑланӑ.
Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat
«Мобилизаци йӗркипе ҫынсене чӗнме пуҫласан мана та алла повестка пачӗҫ. Чун-чӗре кӑштах пӑлханчӗ пулин те, ҫухалса каймарӑм. Манӑн ҫар ӗҫӗн хӑнӑхӑвӗ пур. Чӗнеҫҫӗ, шанаҫҫӗ пулсан хирӗҫлеме юрамасть. Эпӗ ытти салтак пекех ҫӗршыва хӳтӗлеме тивӗҫ. Ҫакӑн пек присягӑна эпир ҫар ретӗнче те тытнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тупа тунӑ. Эпӗ мар пулсан кам-ха тесе ыйтрӑм хамран хам. Чун-чӗрене хытарса шухӑшпа хама салтак тумӗ тӑхӑнтартса алла автомат тыттартӑм», – терӗ вӑл иртнӗ вӑхӑта аса илсе.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -nteretp-r
Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслӑ ҫынсене - ачасемпе ҫамрӑксене, ӗҫ коллективӗсене, спорт ветеранӗсене - Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Николай Павлов, заместителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Виктор Павлов, культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ Александр Краснов, А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн директорӗ Сергей Архипов, ӑмӑртусен тӗп судйи Александр Ноздрин спорт уявӗ ячӗпе саламласа ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch
«Эпӗ 63 ҫулхи пуҫӑмпа ҫапӑҫу хирне тухса кайнине нумайӑшӗ ӑнланмарӗ, паллах. Пирӗн ӳсӗмри каччӑсем салтак мӗнне пӗлсе ӳснӗ. Эпӗ хам та Германире салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унтан таврӑнсан Эстонире тинӗс ҫар училищинче вӗрентӗм. Диплом илсен пӗр вӑхӑт мотористра ӗҫлерӗм. Унтанпа пурнӑҫ урапи мана таҫта та илсе ҫитерчӗ. СВО пуҫлансанах унта кайма шухӑшламан. Хамӑр ял каччи, тӑванах вилсен урӑхларах шухӑшлама тытӑнтӑм. Иртнӗ ҫул вӗҫнелле шухӑш тӗвӗленсе ҫитрӗ. «БАРС-1» отряда лекрӗм.
Ҫӗршыв йывӑрлӑхра чух айккинче юлман // Валентина ЯКОВЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51024-c-rs ... che-yulman
Унта республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе депутачӗсем, Общество палатин членӗсем, федераллӑ тытӑмсен ертӳҫисем, ветеранӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, йӑлана кӗнӗ тӗн конфессийӗсен, общество организацийӗсен, администраци представителӗсем тата та ытти ҫынсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ салтаксене пуҫ тайса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/24/chav ... ahe-oleg-n
Асӑннӑ произведенисемсӗр пуҫне коллектив тата кӑткӑсрах япаласемпе, Бизен «Кармен», Россинин «Севильский цирюльник», Пуччинин «Чио-Чио-Сан» классикӑлла оперисемпе ӗҫлесе пӑхасшӑн, Хамӑрӑн чӑваш произведенийӗсенчен театр портфелӗнче А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Айтар» («Священная дубрава») опери, А. Орлов-Шуҫӑмпа И. Максимов-Кошкинский «Ҫӑлтӑрлӑ ҫул» опери, ҫав авторсеннех «Шупашкарта» оперетти, А. Васильев-Асламаспа Н. Айзманӑн «Хӗвеллӗ кунсем» опери тата ыттисем те пур.
5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Любовь Никифоровӑпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийӗнче Энтрияль культура ҫуртӗнчи ачасен «Незабудки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялӗнчи чӑваш халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (ертӳҫи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрӑҫ, Кӑшнаруй ялӗнчи «Хӗлхем» вокал ушкӑн, Шуркассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева хутшӑнчӗҫ.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Пирӗн районтан форумра Артур Андреев (Вӑтакас Кипеч шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Мария Владимирова (директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен муниципалитет кураторӗ), Максим Александров (Ӑвӑспӳрт Кипеч шкул директорӗн вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Наталия Комиссарова (район администрацийӗн физкультурӑпа спорт секторӗн тӗп эксперт специалисчӗ) тата Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекенсем Ксения Александровӑпа Виталий Спиридонов хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.
Ҫамрӑксем форума хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d0%b0%d0 ... bd%d0%bda/
«Палламан ҫынсене нихҫан та укҫа ан парӑр. Сире телефонпа хӑвӑр укҫӑрсене упраса хӑварас тӗлӗшпе паллӑ мар счетсем тума кирли ҫинчен калаҫҫӗ пулсан — шансах тӑрӑр - вӗсем ултавҫӑсем. Калаҫма чарӑнӑр та иккӗлентерекен сӗнӳсене ан парӑнӑр. Астӑвӑр, мошенниксем шӑнкӑравланӑ чухне суя номерсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хӑвӑра тата укҫа-тенкӗре сыхлӑр, палламан ҫынсемпе хутшӑннине асӑрхануллӑ та урӑ хаклӑр, укҫа-тенкӗ ултавӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшӑр», - тесе чӗнсе каланӑ граждансене ПР МВД.
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче 12 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... tn-3952300
Н. Г. Чернышевский, романсемпе повеҫсем ҫинчен ҫырнӑ май, колорит пирки ҫакӑн пек каланӑ: «Без местного колорита в обстановке, без национального элемента в действующих лицах никак не могут обходиться настоящие романы, настоящие повести. Без местных красок и без национальных обычаев, мыслей, национальных характеров в действующих лицах нет ни вида реальности — правдоподобия — в действии, ни осязательности в действующих лицах. А без этих условий нельзя обходиться романам, повестям».
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»…
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html


