Corpus of the Chuvash language

Short

«Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ вӑл – черетлӗ паллӑ пулӑм кӑна мар, пирӗн Аслӑ ҫӗршывӑмӑр тата пирӗн Чӑваш Ен вӑйӗ – пӗрлӗхре, хамӑрӑн тымарсене шанчӑклӑн тытса тӑнинче тата хамӑрӑн хаклӑхсене, пирӗн ҫемьесене тата пирӗн ачасен пуласлӑхне пӗрле хӳтӗлеме хатӗрринче, пӗр-пӗрин тӳрӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ та пархатарлӑ пулнине палӑртать», – тесе палӑртса каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.

Help to translate

Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/04/hala ... en-cultala

Планетӑсем Хӗвел тавра ҫавӑрӑннӑ чухне вӗсене тивекен варринелле туртакан вӑя шутласа кӑларнӑ чух Ньютон ҫакна тупнӑ: планетӑна Хӗвел мӗнле вӑйпа туртса тӑни Хӗвелпе планетӑн массисен произведенийӗпе тӳрӗ пропорциллӗ тата вӗсем хушшин квадрачӗпе хирӗҫле пропорциллӗ (ҫакӑнта шар евӗрлӗ массӑсем хушшинчи инҫӗшӗ выринке вӗсен центрӗсем хушшине йышӑнмалла; урӑхла каласан, шутланӑ чухне шар евӗрлӗ япалан мӗнпур массине центрта пухӑнса тӑнӑ тесе шутламалла).

Help to translate

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пропорциональноҫӑн хутлаканнипе ҫакӑн пек чухне усӑ кураҫҫӗ: величинасем пӗр-пӗринпе пропорциллӗ иккенне, урӑхла каласан, пӗр величинана темиҫе хут ӳстерсен тепӗр величина та, малтанхипе ҫавӑн пек ҫыхӑнупа ҫыхӑнса тӑраканскер ҫавӑн чухлӗ хутах ӳснине — математикӑлла кӑтартмалла пулсан усӑ кураҫҫӗ, ҫапла акӑ, пӗр у величина тепӗр х величинапа турӗ пропорциллӗ пулсассӑн вара уйрӑм пӗлтерӗшсем валли тата вӗсене тивӗҫлӗ пӗлтерӗшсем валли ҫапла ҫырма пулать:

Help to translate

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Раҫҫей ҫыравҫисен тата журналисчӗсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн членне, Алексей Талвир ячӗллӗ преми лауреатне ҫав кун Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Лидия Филиппова ҫыравҫӑсем, Светлана Дмитриева артистка, Чӑваш Республикинчи композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫи Светлана Тяхмусова, Шупашкар район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Людмила Софронова тата ытти сумлӑ ҫынсем саламланӑ.

Help to translate

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ӑмӑртусен торжествӑлла пайӗнче пухӑннисен умӗнче ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн заместителӗ Александр Степанов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Юрий Иванов, запасри подполковник Михаил Пуклаков, Хусанти танк училищин выпускникӗ, Владимир Сергеевпа пӗрле СВОра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ Спартак Мышкин, СВО участникӗ Алексей Николаев капитан тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ.

Help to translate

Владимир Сергеев ячӗ ялан асӑмӑрта // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12917-vladim ... n-as-m-rta

«2010 ҫулта унта ӗҫсем чарӑнсах ларнӑччӗ. Эпӗ банк ертӳҫисемпе пӗрре кӑна мар курнӑҫнӑ — ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пултартӑмӑр. ВТБ ҫухатӑвӗ те пысӑк пулмарӗ. Куншӑн тавах. Халӗ Ҫӗнӗ хулара строительсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫитес ҫулсенче Шупашкар Ҫӗнӗ Шупашкарпа та пӗрлешӗ. Чӑн та, администраципе территори чикки юлӗ — Шупашкарсем пӗрлешес кӑмӑллӑ пулин те химиксен хулинче пурӑнакансем хирӗҫлерӗҫ. Пӗрлешнӗ-тӗк — 600 пин ҫынлӑ хула пулатчӗ, пысӑкрах хулан вара майӗсем те анлӑрах».

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Турра унччен те шаннӑ-ха, шанӑҫ ҫав тери вӑйлӑ манра, ывӑлӑма Турӑ аллине панӑ эпӗ, шанатӑп, ӑна ангелсем сыхлаҫҫӗ«, — тӑсӑлать малалла калаҫу. Салтак амӑшӗн чунӗнче мӗн пулса иртнине тепӗр салтак амӑшӗ чухлӗ урӑх никам та ӑнланаймасть. Ҫавӑнпа Наталия Николаевна хӑй пекех аннесене Турӑ ҫине шанма сӗнет. Ун шухӑшӗпе, чуна ҫунтарса ямалла мар. «Халь эпир нимӗн те тӑваймастпӑр вӗсемшӗн. Пӗр Турӑ ҫинче кӑна шанчӑк. Эпир ҫирӗп тӑрсан, ачасем те ҫирӗп пыраҫҫӗ», — тет.

Help to translate

«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Сӑнӳкерчӗкӗ: администраци пуҫлӑхӗн telegram-каналӗ. https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-07-18/boets-svo-iz-bashkirii-poprosil-administratsiyu-rayona-pochinit-most-v-rodnom-sele-3853201 Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илӗр тата «Госуслуги» сервис урлӑ та ҫырӑнма пулать.

Help to translate

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан боец район администрацине тӑван ялӗнчи кӗпере юсама ыйтнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3854395

Тырӑ вырмалли агрегатсене пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе комплектланӑ тата комбайнсен корпусӗсенче ҫӗр патне ҫитмелӗх тимӗр сӑнчӑр пулмалла, унсӑр пуҫне аграри промышленноҫӗн объекчӗсене — йӗтем ҫине, трактор станӗсене, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем сыхланакан вырӑнсене, склад пӳлӗмӗсене, кантур зданийӗсене — строительство нормисемпе правилисем хушнӑ тӑрӑх, пушара сӳнтермешкӗн ҫителӗклӗ шайра шывпа тивӗҫтересси кулленхи проблема пулса тӑма тивӗҫлӗ.

Help to translate

Ҫу — пушар хӑрушлӑхӗн тапхӑрӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... laxn-tapxr

1) Урӑх чӗлхерен кӗрекен терминсенчи янӑравлӑ шавлӑ хупӑ сасӑсем, сӑмах пуҫламӑшӗнче е вӗҫӗнче пулсан, чӑваш чӗлхинчи янӑравсӑр хупӑ сасӑсемпе ылмашнӑ, икӗ уҫӑ сасӑ хушшинче е сылтӑм енчен й, л, м, н, р сасӑсенчен пӗри, сулахай енчен уҫӑ сасӑ пулсан, чӑваш чӗлхинчи янӑравлӑ шавлӑ хупӑ сасӑпа пӗрпекленнӗ, танл.: панк (шырӑсла: банк), пилет (билет), кас (газ), темократти (демократия), шнейккӑ (жнейка), сайом (заем), шурнал (журнал), лосунк (лозунг), конкрес (конгресс) т. ыт. те.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Мероприятие Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ В. Семенов, республикӑри «Пограничное братство» общество правленийӗн председателӗ А. Шорников (сӑн ӳкерчӗкре ҫамрӑк кадетсене саламлать), район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Куданова, кадет класӗнче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ, пурте ҫамрӑк туссене ҫирӗп вӑй-халлӑ, пултаруллӑ, кӑтартуллӑ кадетсем пулса ҫитӗнме ырӑ сунчӗҫ.

Help to translate

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

«Ман патра сипленнӗ пациентсем халӗ те килеҫҫӗ. Манӑн шухӑшӑмпа — чӑн-чӑн тухтӑр пулас тесен участок терапевтӗнче ӗҫлемеллех. Участок врачӗ уйрӑм ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Стационарта чирли сипленет те каять, эсӗ унӑн сывлӑхӗпе тек интересленместӗн. Участокри пациент вара кайран пӗрех сан патнах пырать. 2000 ҫулта поликлиникӑн заведующийӗ Галина Волкова мана кӑнтӑрлахи стационара чӗнчӗ. 16-мӗш ҫул ӗнтӗ заведующире вӑй хуратӑп», — чунне уҫрӗ Валентина Алексеевна.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мураты», «Луч», К.Маркс ячӗллӗ, «Семеновод» хуҫалӑхсем, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсем, Ярмушка ял поселенийӗпе кунти шкул, Вӑрнарти хӑйминчен уйӑрнӑ типӗтнӗ сӗт завочӗ, «СантехГазстрой» общество, Чувашкабельмет, «Максимум»тата «ИСА» ТМЯОсем, «Вурнарская» МСО, И.Ехлаков фермер хуҫалӑхӗ, Э.Орешкин, С.Флегентов, В.Перелыгин, А.Крючков, ытти уйрӑм предпринимательсем, Калинино райповӗ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗ, Пенси фончӗн управленийӗ сумлӑ пулӑшу кӳнӗ.

Help to translate

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

Округӑн творчествӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑнакан, тӗрлӗ шайри конкурссенче палӑрнӑ ачасене Николай Никандрович Тав хучӗсем парса чысланӑ, ҫав шутра: Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗн «Тевет» ансамблӗ, хореографи уйрӑмне ҫӳрекен Аделина Архипова, Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Эвелина Иванова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Юлия Степанова, Ксения Чернова, ӳнер уйрӑмне ҫӳрекен Дарья Лесницкая, Виктория Потапова.

Help to translate

Маттур ачасене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d0%b ... %bd%d3%91/

Тутарстанри журналистсене саламланӑ май, Ф.Мухаметшин калем ӗҫченӗсене сывлӑх, творчествӑра ҫитӗнӳсем сунчӗ, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ ятӗнчен профессионаллӑ ҫитӗнӳсем тунӑшӑн хӑш-пӗр журналистсене Тав хучӗсем пачӗ: Марина Юдкевича («Вечерняя Казань»), Венера Якуповӑна («Казанские ведомости»), Нина Киркинӑна («Зеленодольская правда»), Владимир Изергина («Бугульминская газета»), Галина Григоренкӑна («Время и деньги»), Юлия Казанцевӑна («Новый век» ТРК).

Help to translate

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Мероприятие шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи обществӑлла организацийӗн председателӗн заместителӗ Юрий Григорьев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, «Урмарский» уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Софронов, Вӑрмарти шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе ветеранӗсем, Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей, асӑну хӑмине халалланӑ ветерансен тӑванӗсем, Вӑрмарти шкулта вӗренекенсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансен ячӗпе // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12911-asl-ot ... en-yach-pe

Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ «Вӑрҫӑпа пиҫнӗ ачасем» (ертӳҫисем Альфия Саберзянова, Райля Вахитова) «Пӗчӗк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Аслӑ Чементи вӑтам шкулти «Овация» ушкӑн кӑтартнӑ «Француз чӗлхин урокӗ» (Надежда Кошелева) «Пысӑк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Хирти Пикшикри вӑтам шкул артисчӗсем чӑвашла сцена ҫине кӑларнӑ «Тупалча» спектакль (Людмила Данилова, Лилия Ачамова) пӗрремӗш степеньлӗ лауреатсем пулчӗҫ.

Help to translate

Сцена ҫинче - ҫамрӑк артистсем // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51521-stse ... -artistsem

Комисси вӑхӑта йӗм ҫӗтсе ларса ирттермен, тепӗр виҫӗ уйӑх иртсен, 1948 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче, куратпӑр ӗнтӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн кашни кӗтесне пырса тивекен «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ тивӗҫӗсене хутшӑнассинчен сӗмсӗррӗн пӑрӑнакансене (злостно уклоняющихся) тата халӑха хирӗҫле харам пырла пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакансене аякри районсене кӑларса ярасси ҫинчен» ятлӑ Указ йышӑннӑ тата ӑна пурнӑҫа кӗртме май туса паракан документсене ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

«Медицинӑра чи кирли — яваплӑх, профессионализм, коллективра ӗҫлесе ҫынсене пулӑшма тӑрӑшни. Пирӗн больницӑра ӑнсӑртран лекнӗ ӗҫченсем ҫук. Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак уяв кунӗсенче вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунатӑп. Уйрӑмах сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене тав сӑмахӗ калатӑп. Вӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене парса пынӑ, сӗнӳ-канашсемпе пулӑшса тӑнӑ. Пурне те пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп».

Help to translate

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%88%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed