Short
Ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем патшалӑхӑн наци политикипе епле ӗҫлесе пыни пирки канашланӑ, тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине сӳтсе явнӑ, Раҫҫейри регионсенчи чӑвашсен обществӑлла организацисен ӗҫӗсене пӗр чӑмӑра пухса, пӗрне-пӗри пулӑшса, пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗсене тӗпе хурса ҫирӗппӗн аталанса вӑй илтерсе пырассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder
«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
КПСС XX тата XXII съезчӗсен, КПСС Центральнӑй Комитечӗсен Пленумӗсен решенийӗсенче ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас, марксизм-ленинизм идейисене пропагандӑлас, халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйӗпе ӗҫри хастарлӑхне ҫӗнӗ общество хӑвӑртрах тӑвас ӗҫе мобилизацилес тӗлӗшпе радиовещанипе тата телевиденипе ытларах та анлӑрах усӑ курма кирлине палӑртнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Экономика ӳсӗмӗпе социаллӑ аталану, халӑхӑн пӗтӗм йышӗнче мӗнле наци ҫыннисем, мӗнле чӗлхепе калаҫакансем пулми, вӗсем мӗнле профессипе, ӗҫпе пурӑнни, демографи улшӑнӑвӗсем — халӑх вырнаҫни тата куҫни, ваттисемпе ҫамрӑккисен йышӗ мӗнле шайлашса тӑни, вӗренӳпе культура шайӗнчи уйрӑмлӑхсем т. ыт. те — ҫаксем пурте чӗлхе тӗлӗшӗнчи лару-тӑрӑва кӗреҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Авӑнакан хулӑсенчен кӑшӑлсем туса, вӗсене аялти пайӗсемпе стержень ҫумне тапранмалла мар ҫирӗплетсе лартсан, ҫӳлти пайӗсемпе стержень тӑрӑх шӑвакан ункӑпа пӗрлештерсен, ҫак кӑшӑлсене центробежнӑй машина ҫине лартса ҫавӑрнӑ чух кӑшӑлсем вара лапчӑнса ҫавӑрӑну тӗнӗлӗпе перпендикулярлӑ диаметр тӑрӑх сарӑлма, ҫавӑрӑну тӗнӗлӗ тӑрӑх пӗрӗнме пуҫлаҫҫӗ.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ытти хӑшпӗр тӗслӗхсем: послелог — ят хыҫӗ, хыҫ, сӑмах ҫумӗ, хыҫлӑх, хыҫсӑмах; положительная степень — илпетлӗ пулӑм, тӗп ӗрет; родительный падеж — харкам вӗҫлевӗ, камӑнлӑх вӗҫлевлӗхӗ, ҫуралу ӳкӗмӗ; повествовательное предложение — каласа паруллӑ пуплев, каласа паракан пуплев, кала тӑран пуплев, калуллӑ пуплев; ударение — сасӑсен янӑравӗ, янӑрав, пусӑм.
2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Пӗррехинче Пуриса мӑшӑрӗ Зина, вӑтам пӳллӗ, ҫырӑ сӑн-питлӗ, тулли лӗпӗшке кӑкӑрлӑ тӳр пилӗк, хӗр ҫулӗсенчех хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе «вутпа шыв та йӗс пӑрӑх витӗр вараланса тухма» ӗлкӗрнӗскер, кӑвайтри тип шанкӑ пек ҫатӑртатса хӑйпе тавлашакансене виҫ минутрах вӗри сӑмах купи айне тӑваканскер, упӑшкине икӗ йӑлтӑркка пӑр шӑрҫа пек чакӑр куҫӗпе кӑнн! тирӗнчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ку проекта округ администрацийӗ, Канаш епархийӗ, тӗп библиотека ӗҫченӗсем ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫу кунӗсем пуҫланчӗҫ. Ку вӑхӑтра ялсене хӑнасем йышлӑн килеҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан 20 ҫынтан ытла мар ушкӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсемпе экскурси яланах йӗркелеме май пур. Маларах пӗлтерсен автобус та, экскурсоводсем те пулӗҫ», — каласа парать Петр Васильевич.
Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/
Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗнине суса ӑна сурӑхсемпе пӗрле кӗтӗве хӑваласа ярсан, кӑтьӑр-катьӑр тумланкаларӗ те, кӗпи аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерсе, пӳрт тата ҫенӗк урайне сӗрсе тухрӗ, унтан кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗ те хашш сывласа илчӗ: ку яхӑнта хуҫалӑхра арҫын алли ҫитменни самаях сисӗне пуҫларӗ — ку ваннӑ, вӑл катӑлнӑ, лешӗ ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ…
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ларать, ав, пӳрт умӗнче ҫӑка: ватӑ, йӑрӑс, лапсӑркка, ҫуркунне сӗткен килсен шӑхличӗ — тураттинчен, ҫеҫки — сиплӗ чейлӗх, шӑрӑхра рехетлӗх, вӗлле хурчӗсем валли пыллӑх, ҫулҫи — салатлӑх, унранах — путек милки, хуппине сӳсе курӑс хутаканччӗ ӗлӗкрех (хуҫалӑхра мунчаласӑр епле-ха?), пушӑтӗнчен ҫӑпата тӑваканччӗ, хӑми — хитре сӗтеллӗх тата темӗн те пӗрлӗх…
Юман-аттепе ҫӑка-анне тата вӗсен ҫемйи // Алексей ЛЕОНТЬЕВ. http://hypar.ru/cv/yuman-attepe-caka-ann ... esen-cemyi
Чӑнах, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн йӗрне-кунне пӑхмасӑр йӑшкакан, хавшӑракан чун-чӗри лӑштӑрах кайрӗ, хӗрхӳ, йывӑр шухӑшсен пӑтравӗ те, шалтан вӗҫӗмсӗр кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакан хуйхи-суйхи те, мӑкланса, тӗссӗрленсе, канӑҫса, таҫталла аяккалла кутӑнла утӑмсем утӑмлама пуҫланӑн туйӑнчӗ, чӗлхи те, сулчӑланса, самаях ҫемӗҫрӗ: «пыл юхтарни те, уйран уҫлани» те пулчӗ унта.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Нина Егоровна Чернова, Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччӗшӗ ҫинчен аса илнинчен: «Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей ҫемьене тӑрантаракан вырӑнне юлнӑ.
Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134
«Ыйтӑва регион шайӗнче тарӑн тишкерсе, кирлӗ пек мерӑсем пӑхса хӑвармалла. Ятарлӑ служба ӗҫченӗсен яваплӑхӗсене те тепӗр хут пӑхса тухсан аван. Тепӗр тесен, ӗҫ хучӗсене йышӑнса, вӗсене ҫирӗплетсе хӑварсан лайӑх. Пӗр сӑмаха каласан, йӗркесене пӑхӑнмасан, саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарни те вырӑнлӑ пулӗ», — тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Ертӳҫи.
Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns
Ҫав вӑхӑтрах эпир сервиссен пуххине кӑна йӗркелесе пымастпӑр, цифрӑллӑ пӗрлӗхлӗ контур тӑватпӑр, унта кашни система хӑйӗн рольне пурнӑҫлать: «Чӑваш Ен-онлайн» халӑх порталӗ халӑха явӑҫтарассине тивӗҫтерет, регионти ведомствӑсен хушшинчи хутшӑну системи – экспертизӑпа проект ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пырассине, ӑна тата пурнӑҫа еплерех кӗртнине тӗрӗслет.
Патшалӑх управленийӗн аталанӑвӗшӗн цифра трансформацийӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/11/111
Вилӗ саспа йынӑшкалать пулса-тулса та ҫитеймен таптанчӑк курӑк (ун айӗнчен, пурнӑҫа кӗтмен-туман ҫӗртен хура эсрел килсе хупланине туйса, шултра йӑхри хура нӑрӑ хыпӑнсах упаленсе тухрӗ те аяккалла, хӑрушсӑр вырӑналла мӑкӑлт-мӑкӑлт мӑкӑлтатрӗ), шӑппӑн, татӑлсах «ӳлет» сӗтек тапхӑрӗнчи хӑвалӑх, таса, кӗмӗл куҫҫульпе ҫӑвӑнаҫҫӗ ешӗл, пиҫӗ йӑмра ҫулҫисем…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.


