Corpus of the Chuvash language

Short

«Хӑшпӗр йӑлӑхтармӑш ҫумкурӑка — йытпыршине, хурхуха, пиҫене, шурута, чӑрӑш тӑррине, хӑлха ҫакки курӑкне пахчара пӗтерме питӗ йывӑр. Ҫулсеренех кӗрешетпӗр вӗсемпе, тымарӗпех тӑпӑлтаратпӑр, анчах вӗсем кӑшт вӑхӑт иртсен каллех пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ, — ҫырать Федор Денисов хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Ҫакнашкал киревсӗрсене мӗнле хими препарачӗсем витереҫҫӗ-ши?»

Help to translate

Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Хама урӑхла шухӑшлаттарма тӑрӑшнӑ пулсан та, мана тепӗр чух ҫакӑн пек туйӑнатчӗ: Звягинцев ҫӗнӗ, питӗ кирлӗ ӗҫе, хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗп ӗҫне часрах тытӑнасшӑн мар васкать, вӑл темле пысӑк кукӑле валеҫнӗ ҫӗре ӗлкӗресшӗн ҫеҫ васкать — халӗ ун патне пымалли ҫулсем пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ-ҫке, вӑхӑтра ӗлкӗреймесен ҫав кукӑле ыттисем унсӑрах ҫисе яма пултарнӑ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫлама каякансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова салтаксене ҫак йышпах каялла тавр ӑнма телейлӗ ҫул, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Help to translate

Хӑвӑра та, юлташӑрсене те упрӑр // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bc/

«Вут-ҫулӑмпа кӗрешекен хуҫалӑх кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ. Иван Кузьмич хальхи пушар чаҫне уҫма хутшӑннисенчен пӗри. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ӗҫе улӑштарман, Мучар деповӗнче пушар машинипе ӗҫленӗ. Пире, мӑнукӗсене, мӗн пӗчӗкрен техникӑпа туслаштарнӑ, тӳрӗ чунлӑ пулма вӗрентнӗ»,— тет Евгений Юрьевич Шибалов, Тӑвайри газ участокӗнче вӑй хураканскер.

Help to translate

Уявсене — пысӑк йышпа // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... ak-jyshpa/

Тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме кашни ҫын хутшӑнсан ҫеҫ эпир унӑн ырлӑхӗпе туллин усӑ курайӑпӑр, - ҫак шухӑшсене ҫивӗчлетрӗ Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ишлӗ ял хӗрринче июнь уйӑхӗнче иртнӗ «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем - Чӑваш Ен ҫӑл куҫӗсем» республикӑри экологи фестивалӗнче.

Help to translate

Ан сур ҫӑла, куҫ шӑрҫи пек упра ӑна // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52025-an-s ... ek-upra-na

Пысӑк ҫынсемех, калӑпӑр, завода е стройкӑна ертсе пыракансем, предприятисенчи партком секретарӗсем, хула ӗҫтӑвкомӗнче ӗҫлекенсем ӑна пӗр пӳлмесӗр итлеҫҫӗ, итленӗҫем пуҫӗсене сула-сула илеҫҫӗ, пӑртак урӑхларах шухӑшлакансем те тупӑнаҫҫӗ мар, ун пек чухне Фролов хыттӑнрах, кашни сӑмах ҫине пусӑмласа каласа хурать те — хайхискерсем шӑпӑртах пулаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӗсем стройка валли ытларах вырӑн хатӗрлес тӗллевпе ҫыран кукрине тӗртсе тӳрлетес шухӑш тытнӑ та, лешӗ парӑнманнине кура, тарӑхмаллипех тарӑхса кайнӑ, тейӗн: тӑмлӑ-чуллӑ ҫӗр ӑшнелле пӗтӗм кӗлетке сулӑмӗпе пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ, тӑрӑнмассерен хурҫӑ сӑмсисене аптраса ҫитнӗ пек силлесе илеҫҫӗ те кутӑн-кутӑн чакса каяҫҫӗ, унтан каллех малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.

Help to translate

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӑн 15-мӗшӗнчи Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пирӗн района Шупашкартан информушкӑн килсе ҫитрӗ, унӑн йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Дмитрий Неяскин пулчӗ.

Help to translate

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Республикӑна аталантармалли плансем патне таврӑннӑ май аса илтерес тетӗп: ҫӳлерех асӑннӑ кӑтартусем – планлас ӗҫ ҫине комплекслӑ пӑхнин, хальхи ӗҫсемпе пуласлӑхри аталанӑвӑн тулли ӳкерчӗкне йӗркелемелли нумай сӑлтава шута илнин, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ уйӑрмалли тӗрлӗ ҫӑлкуҫа пӗр харӑс ӗҫлеттерессине тивӗҫтернин пӗтӗмлетӗвӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr

Ялти ват ҫынпа литература тӗпчевҫи чӑваш халӑх писателӗн Александр Артемьевӑн чӗлхине, ан тив, тӗрлӗ сӑмахсемпе пулин те, пӗр пек хакласа ырлани — ахальтен мар: хальхи вӑхӑтри ҫак сумлӑ писателӗн малтанхи произведенийӗсемех тӑван литературӑна пысӑк талантлӑ сӑмах ӑсти, пурнӑҫа тарӑн та тӗплӗ пӗлекен писатель килсе кӗнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Хыҫалта алӑк хупӑнчӗ кӑна, касамат пек ҫуртран кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ пӗр кӗтӳ шуйттан пак! сиксе тухрӗ те Пуриса ҫавӑрса илчӗ: ӑна ҫӗтӗлтерсе, йӗкӗлтесе, ихӗрсе-ихӗлтетсе, ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнкелесе, сальта, хип-хоп, афро ташланӑ пек хуҫкаланса-сиккелесе, Вальпурги каҫӗнчи тухатмӑш карчӑксем пек асӑха-асӑха ун тавра ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӑнукӗ хӗрача пулнипе хурланмасть, вӑл ӑна питӗ юратать те хӗрхенет: «Ашшӗ-амӑшсӗр тӑрса юлмалла марччӗ те ҫав ман манукӑн», — тет хӑй аллипе лартса ӳстернӗ улма-ҫырла йывӑҫҫи хушшинче ҫӳренӗ чухне те, ҫырма хӗрринчи мунчине килленсе кӗнӗ чухне те ҫын аллипе кӑвар туртма юратакансене, ҫӗнӗ вӑрҫӑшӑн, юншӑн антӑхакансене тарӑхать, ятламасӑр тӳсеймест.

Help to translate

Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Коммунистсен партийӗпе Совет правительствин руководителӗсем литературӑпа искусство деятелӗсемпе тӗл пулса калаҫни, КПСС Центральнӑй Комитечӗн июньти Пленумӗнче Н. С. Хрущев юлташ литературӑпа искусствӑна малалла аталантарасси ҫинчен витӗмлӗ те ӑслӑ сӑмах тухса калани чӑваш писателӗсене те тата тухӑҫлӑрах, пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеме хавхвлантарчӗҫ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Муниципалитетри халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пӗлтернӗ тӑрӑх, паяна «Исток», «Батыревский», «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, «Авангард» пӗрлешӗвӗн «Патӑрьел беконӗ» филиалта, Патӑрьелӗнчи улма-ҫырла питомникӗнче, Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑра, шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗнче вӑй хуракансем кирлӗ.

Help to translate

Ӗҫӗ пур-ха, анчах вӑй хурас текен сахал... // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51565-c-pu ... ken-sakhal

Опора точки, сӑмахран, 69 ӳкерчӗкре кӑтартнӑ тӗслӗхри пек, йывӑрӑш центрӗпе пӗр точкӑрах пулсан, е япалана кирек епле ҫавӑркаласан та унӑн йывӑрӑш центрӗ горизонтальлӗ пӗр ҫӳллӗшрех юлать пулсан (горизонтальлӗ тӳремҫи ҫинче выртакан пӗр материалран тунӑ шар пек, япала кирек те епле положение йышӑнсан та вӑл пурӗ-пӗрех равновесиллӗ положенире пулать.

Help to translate

2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пухӑва пуҫтарӑннисене хутлӑхри статистика кӑтартӑвӗсемпе, поселени ҫӗнӗ тытӑма куҫнӑ хыҫҫӑн бюджет укҫипе мӗнле усӑ курнипе, экономика кӑтартӑвӗсемпе, халӑхпа пӗр шухӑшлӑ пулса татса панӑ ыйтусемпе, территори пайӗнчи ялсенче тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртессипе, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе, малашлӑх плансемпе тата ыттипе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Help to translate

Ял хӑвачӗ - сӳнми пӗрлӗхре // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52532-yal- ... -rl-khre-2

Куравра ҫакӑн йышши литература конкурсӗсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ писательсен кӗнекисем те пур, тӗслӗхрен: Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», «Саланнӑ кӗлте», Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Сергей Павловӑн «Сулӑнчӑк», Лаврентий Таллеровӑн «Ыр-хаяр», Юхма Мишшин «Чӑн тӳпери ик ҫӑлтӑр», Галина Матвеевӑн «Его звали Чуваш» тата ыттисем.

Help to translate

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ленаахӑйӗн ачалӑхне ӑшӑх путса татах тем ӑсса илчӗ, анчах сӗлпӗрленсе, кӑтӑш пулса выртакан Павӑл, канлӗн, таҫти ҫывӑхри икӗ вӗтӗ кайӑк чӗвӗлтӗтӗвӗпе тутлӑн тӗлӗре пуҫланӑскер, ӑна та, хӑй пуҫӗ тӗлӗнченех вертолёт пек вӗҫсе иртнӗ ҫӗлен лашин сӑлпӑркка ӗрлевне те тӑна хываймарӗ, ал тӳрчӗ ҫийӗн ҫуначӗсене саркаласа йӑпӑртатса иртекен кӑтка та туймарӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed