Short
Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑман пӗр вӗҫне штатив лартӑпӑр та ҫак штатив ҫинчи ункӑна варинкке ҫирӗплетӗпӗр, варинккен вӗҫне вертикальлӗ резина трубка тӑхӑнтарӑпӑр, резина трубка вӗҫне авӑнчӑк кӗленче трубкӑпа пӗрлештерӗпӗр (хӑман тепӗр вӗҫӗнче — штатива шайлаштарса тӑракан груз).
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Нивушлӗ шанчӑклӑ ҫул юлташӗ пулайман пулӑттӑм-ши вара эпӗ сирӗншӗн, Андрей Васильевич? — пӗр кас каларӗ-каларӗ те Дина хӗрӳленсе, вӗҫлемӗш сӑмахне вара, кусса анмалли япалана пустуях сӑрт тӳпинелле тӗке-тӗке хӑшкӑлнӑн, лӑпкӑн та ӗшенчӗклӗн йӑлмакласа хучӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн ӗҫне ял территори пайӗсен начальникӗсем, округ администрацийӗн структрура подразделенийӗсен, культура, вӗрентӳ, спорт, сывлӑх сыхлавӗн, библиотека, халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен пай, «Авангард» хаҫат тата ытти организаци ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Санӑн ятупа, Ҫӗнтерӳҫӗ салтак // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52523-san- ... c-saltak-2
Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗҫ вӗсем ҫапла — сывламасӑр тенӗ пек, ҫепӗҫленсе, тӗпсӗр пылак тинӗсе путса, хӳхӗм ӗмӗтпе илӗхсе, ҫак ҫут тӗнчери этем пурнӑҫӗн чӑн-чӑн тӗллевне, чӑн-чӑн ырлӑхне, чӑн-чӑн илемне, чӑн-чӑн телейне туйса: Павӑл аялта, Лена — ун ҫинче.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӑртасран тухнӑ аякри ишев капитанӗ, Арктика шельфӗ ҫинче сейсморазведка тӑвакан паллӑ полярник Александр Пылин ҫинчен пӗлтӗр ҫуралнӑ ялӗнче ун аслашшӗ – кулаксем персе вӗлернӗ колхоз председателӗ Гордей Пылин ячӗпе – ҫӗнетнӗ палӑка уҫнӑ чухне илтнӗччӗ.
Пӑртасран – Арктика таран // Светлана Чикмякова. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2017.09.13
Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Фактсем вара ҫакӑн ҫинчен калаҫҫӗ: маларах асӑннӑ виҫӗ ӗҫре США, Даллес каланӑ пек, «вӑрҫӑ пуҫланас патнех» ҫитсе тӑнӑ пулсан, ку вӑл Америкӑн «вӑйпа пӑхӑнтармалли» политикинчен кӑна, урӑх государствӑсен шалти ӗҫӗсене сӗмсӗррӗн хутшӑнинчен кӑна килнӗ имӗш.
Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.
Хусаншӑн нумай ҫул хушши кӗрешнӗ, аслӑ князь ирттерекен темӗн чухлӗ похода хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳ савӑнӑҫӗ мӗнле пулнине те, вӑрҫӑра тӑшмана парӑнтараймасан чуна мӗнле йывӑррине те тӳссе курнӑ воеводӑсем мӗн пулса иртнишӗн пӑшӑрханса, ытлашши шавламасӑр тӑчӗҫ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Чим-ха, кочегар, питех ӗҫес тесен, эп сана халех ҫур литр кӑларса пама пултаратӑп, анчах тӳрех килне кай, таса тумланнӑ ҫынсене мазутпа вараласа ан ҫӳре кунта, лавкка таврашӗнче, илтетӗн-и? — юлашки сӑмахӗсене хыттӑнрах каларӗ Влас, ӳсӗре ӑса вӗрентет тейӗн.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл ВКП(б) Крым обкомӗпе Ялта хула комитечӗн бюровӗсен членӗ, Совет писателӗсен союзӗн Крымри уйрӑмӗн ответлӑ секретаре, «Крым» альманах редакторӗ, «Знамя» журнал редколлегийӗн членӗ, ССР Союзӗнчи Совет писателӗсен союзӗн секретариачӗн членӗ пулса ӗҫлерӗ.
П. А. Павленко // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 31 с.
Асӑннӑ наци проекчӗ шайӗнче Чӑваш Республикинче «Атӑла сыватасси», «Вӑрмансене упраса хӑварасси», «Таса ҫӗршыв», «Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтарас ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмӗ», «Сайра шыв объекчӗсене упраса хӑварасси», «Таса шыв» проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet
Президиум членӗсем Чӑваш Республикин иккӗмӗш заявкине йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле тата Куславккара хутса ӑшӑтмалли объектсене, шывпа тивӗҫтермелли сетсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ 578,6 млн тенкӗ тӑракан проекта ырланӑ, объектсене валли ятарлӑ Фонд 459,2 млн тенкӗ уйӑрӗ.
Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci
ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова коммуналлӑ пулӑшӑвӑн кӑҫалхи хакӗсемпе, республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов демографипе, ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерчӗҫ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫав шутран «АСК-Яльчики» ОООра — 200 гектар (67 процент), «Победа» ОООра — 80 гектар (100 процент), «Рассвет» ЯХПКра — 120 гектар (48 процент), Ленин ячӗллӗ ЯХПКра — 150 гектар (38 процент), «Яманчурино» ОООра — 150 гектар (38 процент), «Прогресс» АХОра — 300 гектар (27 процент).
Округ уй-хирӗсенче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 7%d0%b5-2/
«СВ-ПРЕСС» Издательство ушкӑнӗн ертӳҫи Александр Вражкин уява пухӑннисене Константин Иванов тата Нарспи сӑнӗллӗ календарь парнелесе тухни ку ҫурхи пӗрремӗш уяв кӑна мар, Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнине ҫирӗплетрӗ.
Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.
С.Г.Еникеев профессорӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ вара: «Институт пӗтерни эсир чӑн-чӑн агроном пулнине пӗлтермест-ха. Пысӑк тухӑҫ туса илнишӗн пӗрре кӑна мар хӗпӗртесен е тырпула нушаллӑ пухса кӗртнишӗн чӗрене ыраттарсан тин чӑн-чӑн агроном пулатӑн», - тетчӗ вӑл.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№


