Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрпе (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Ак вӗсем, Пурис тата унӑн хаяр, тискер «конвоирӗсем», ҫӗрпе куҫ ытамне те кӗрейми сарлака, чашласа вӗрекен элес-мелес, катмар, кӑнттам тамӑк хуранӗ чикӗленнӗ тӗле ҫитсе тӑчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нӳрӗ ҫӗрпе купаланнӑ тӗмеске умӗнче иккӗн тӑрса юлчӗҫ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫӗрпе тирпейлӗ хуҫаланма вӗренмелле, экологи енчен таса ҫимӗҫ ҫитӗнтерме тытӑнмалла.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Кашни кун ирхине ӗҫе 6 — 7 сехетре тухса каятӑн та ҫур ҫӗрпе кӑна лапсӑртатса килсе кӗретӗн.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

…Ҫур ҫӗрпе киле ҫитрӗм.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Пазухин часовня патӗнчен иртрӗ те пӗр вил тӑпри умӗнче чарӑнса тӑчӗ: унӑн тӗмески путса анса ҫӗрпе танлашнӑ, хересӗ ҫӗрсе ӳкнӗ, ун ҫине мӗн ҫырнине те вулама ҫук, тен, нимӗн те ҫырман пулӗ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поля, яланхи пекех, пилӗк ыратать тесе, шурӑ аллине хура ҫӗрпе вараласа курмарӗ…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ҫукран пура тухакан — тупа тан, пуртан ҫука юлакан — ҫӗрпе тан, тенӗ авалах…

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Этем те ҫавах; ҫак ҫӗрпе, халӑхпа мӗн чухлӗ ҫирӗп ҫыхӑннӑ, ҫавӑн чухлӑ патвар вӑл.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тымарӗсем тӗреклӗ унӑн, улмуҫҫин, ҫӗрпе ҫирӗп ҫыхӑннӑ вӑл, ҫавӑнпа тӗреклӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эй-яй-яй, ҫӗрпе пӗлӗт пекех вӗт.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Майласа тиенӗ хушӑрах лавҫӑсене пӳрнисемпе юна-юнах лава мӗнле пушатса калча кӗлтисене ҫӗрпе мӗнлерех витсе хумаллине тӑнлантарма тӑрӑшатчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫав кашни ватӑ кинемин ӗҫпе тата сивӗпе кукӑрӑлнӑ пӳрнисем хушшинчен миҫе пин пӗрчӗ йывӑҫ вӑррисем ҫӗрпе явӑҫса кун-ҫул курман-ши?

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эпӗ вара калчасене ҫӗнӗрен ҫӗрпе витсе хӑтланиччен, лартса хӑварас тесе, киле чупрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Оксанӑсӑр ҫӗрпе кун та вӑрӑм.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Манӑн ҫӗрпе ял Атӑл ҫинче.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Агрофирмӑра ҫӗрпе типтерлӗ усӑ кураҫҫӗ, пушӑ выртакан лаптӑксене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ.

Help to translate

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Хамӑрӑн мӗн пур ӗмӗте эпир ҫӗрпе пӗлӗте тытса тӑракан турӑ ҫине хуратпӑр, — сӑмахсене васкавлӑн ҫапрӗ вӑл.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрпе ҫарансем тесен вӗсене хирте ирӗкре ҫӳрекен утсемсӗр пуҫне никам та виҫмен.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенчен ҫуркуннепе нӳрӗк, тӑван ҫӗрпе хӑйне евӗрлӗ тутлӑ шӑршӑ кӗрет.

Help to translate

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed