Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек ҫӑлтӑрсем тавра, атом энергийӗпе ӗҫлекен электростанци таврашӗнчи пекех, планетӑсем ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫӑлтӑр хӗрӗвӗпех ӑшӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Халӗ эсир кураканни — ҫӑлтӑрсем мар, вӗсем пирӗнтен калама ҫук аякри ҫӑлтӑр тӗнчисен тӗтрелӗхӗсем шутланаҫҫӗ.А теперь вы видите подобные нашей Галактике звездные миры, чрезвычайно удаленные от нас.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Халӗ ӗнтӗ куҫ умӗнче пӗтӗмпех ҫӑлтӑр пӗлӗчӗ — уйрӑм ҫӑлтӑрсене уйӑрса илме май ҫук тачӑ ҫутӑлса тӑракан масса курӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Кӑвак тӳпе тӗттӗмленнине те, йывӑҫсен тӗксӗм тӑррисем ҫӑлтӑр ҫутинче хумханнине те, картиш тавра ларакан ҫӑмламас ҫурт тӑррин «ҫунаттисем» тӗксӗмленнине те, уйӑхпа ҫӑлтӑрсен ылтӑн евӗр ҫутипе пӗрле ҫӗр ҫийӗн кӑвак тӗтре сарӑлнине те вӑл, паллах, курман.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл пӗрре те ялтӑртатса выляса тӑман ҫӑлтӑр пулчӗ, вӑл ман шутпа Ала ҫӑлтӑрӑн пӗри — «Бета» ятли пулмалла.
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эсӗ ҫӑлтӑр ҫине кайсан тульккӑш кӑтарт хӑш ҫӑлтӑрне, Павлик, юрать-и?А если ты все же улетишь на звезду, то покажи — на какую, ладно, Павлик?
Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Ун умӗнченн икӗ ҫӑлтӑр хӗпӗртесе йӑлтӑртатса тӑнӑ, вӑл ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса Арина хай Николайӗ ҫинчен шухӑшланӑ.Весело светились перед нею две звездочки, и, глядя на них, она думала про Николку.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл кӗпи аркипе сӑмсине, куҫӗсене, питне шӑлнӑ, унтан татах аяккалла, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешекен ҫӗрелле пӑхнӑ: унта, пӗр вӑрман урлӑ, икӗ ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑр, ҫумма-ҫуммӑн курӑннӑ; икӗ ҫӑлтӑрӗ те пӗчӗк ачасем вылянӑ пек, илемлӗн йӑлтӑртатса тӑнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Ҫӗрлесенче, кӑмрӑк пек хура тӳпере, шутласа кӑлармалла мар нумай ҫӑлтӑр йӑлкӑшса ҫунать; уйӑх — казак хӗвелӗ — катӑлнӑ айӑкӗпе тӗттӗммӗн курӑнса, хӑйӗн шурӑ ҫутине хӗрхенчӗлӗн сапалать; ирӗклӗн сарӑлса выртакан Хуркайӑк ҫулӗ ытти ҫӑлтӑрсен ҫулӗсемпе явакланса чӑлханать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ниловна шухӑша кайрӗ, аллине гимнастерка илчӗ те вӑрахчен Ылттӑн Ҫӑлтӑр ҫине пӑхса ларчӗ — ҫӑлтӑрӗ вара ӗҫре хытнӑ аллисенчен сиксе тухас пек йӑлтӑртатать.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӳпери ҫӑлтӑрсене ярса илме шутларӑр пулать, ҫӑлтӑр вырӑнне пуҫӑр ҫине кӗҫех бомба ӳкмен.Думали звезды с неба хватать, а чуть бомбу на голову не схлопотали.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем, урисене тӑсса, минтерсем ҫинче илӗртӳллӗн выртаҫҫӗ, пичӗсем вӗсен — ҫӑлтӑр пек, илемлӗ куҫӗсем ҫынсене йӑл кулма хушаҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Унта, ҫав кӑпӑш тӗттӗмре, океанӑн хумхавлӑ кӑкӑрӗ ҫинче, ылтӑнпа чечек тата ҫӑлтӑр яраписенчен тӗлӗнмелле явса тунӑ пысӑк сӑпка силленсе тӑрать пек — ҫав сӑпкара, ҫӗрле, хӗвел канать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Шыв кӳлленчӗке вӗттӗн-вӗттӗн хумханма тытӑнсан, ун ҫийӗнче вылякан ҫӑлтӑр ҫути ҫухалчӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унран инҫех те мар, пылчӑклӑ шыв ҫинче, тӗттӗм тӳпери пӗртен-пӗр пысӑк ҫӑлтӑр йӑлтӑртатса тӑратчӗ.Недалеко от нее в грязной жирной воде отражалась какая-то большая звезда из черной пустоты над нами.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Нунча вунӑ ҫул хушши ҫапла чи чаплӑ ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе йӑлкӑшса тӑнӑ, ӑна пурте чи илемлӗ хӗрарӑм тесе шутланӑ, кварталта вӑл чи лайӑх ташлаканни пулнӑ, вӑл хӗр пулнӑ пулсан, ӑна кашниех пасар королевине суйланӑ пулӗччӗҫ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Тен, ку хӑюсӑрлӑх вӑл пирӗнпе пӗрле нумай ларманнинчен килнӗ пуль: вӑл, пӗлӗт ҫинчен ӳкекен ҫӑлтӑр пек, пирӗн куҫ умӗнче ярӑнса илет те — ҫухалать.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Чӳречерен кӑвак пӗлӗт татӑкӗ тата ун ҫинчен икӗ ҫӑлтӑр пӑхать.В окно смотрел кусочек голубого неба с двумя звездами на нем.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вылякан тинӗс ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр ҫутисем, хумсем тӑрӑх сиккелесе, пӗрре ҫухалаҫҫӗ, тепре ҫӗнӗрен курӑнаҫҫӗ.Отраженные играющим морем, эти звездочки прыгали по волнам, то исчезая, то вновь блестя.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.