Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыххи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Акӑ ӗнтӗ ӑна Сергей тетӗшӗ тӑватӑ хутчен кӗлте ҫыххи туса тӑватӑ кӗлте ҫыхса пачӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫи карттусне тӑхӑнчӗ, пӗшкӗнсе ҫур ывӑҫа яхӑн хӑмӑл касса илчӗ, ӑна сулахай хулӗ хушшине хӗстерсе, пучахран пӗр шит ытларах аяларахра авса пӗтӗрчӗ, вара, хӑмӑла ҫурмалла уйӑрса, кӗлте ҫыххи турӗ те ӑна каҫалӑк пуҫне ҫӗр ҫине хучӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кирлӗччӗ-ха чечек ҫыххи хӑйне.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинче те кайма пӗлмерӗ вӑл куҫ умӗнчен, халӗ те тутар хӗр ачи юнашар пулнӑн туйӑнать — юнашар, анчах хӳме леш енче, алла тӑс та, сан пӳрнӳсем ун пӳрнисене сӗртӗнеҫҫӗ, вӑл санран чечек ҫыххи илет.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни кунах ҫапла, кашни кунах ҫӗнӗ ҫеҫпӗл ҫыххи.

Help to translate

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Кӗлте ҫыххи тӑвать.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юлашкинчен эпир Анастасия Александровна валли лантӑш татса чечек ҫыххи турӑмӑр, вара килелле чупрӑмӑр.

Help to translate

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ывӑҫа тултарса ҫитерсен, эпӗ урпана ыраш улӑмӗнчен тунӑ кӗлте ҫыххи ҫине хуратӑп.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑк ҫыххи мар вӑл, ун пуҫӗ.

И никакая это не вязанка мха, а его голова.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗр ҫумнелле хӗсет Янтула мӑк ҫыххи.

Тяжелая ноша пригибает Яндула к земле.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хул айне хӗстернӗ ҫыххи ҫӗре укет, Мариҫ ӑна та асӑрхамасть.

Руки выронили на пол узелок с едой, Марись этого даже не заметила.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнкӑ тӑрӑллӑ карттусӗ ҫине вӑл туллиех ҫырла татса тултарнӑ, аллинче — чечек ҫыххи.

В руках у него полный картуз ягод.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун меслечӗ ҫавӑн пек иккен: Укахви машинапа вырнӑ ыраша кӗлте пысӑкӑш купасем туса пырать, иккӗмӗш хӗрӗ кӗлте ҫыххи тӑвать, ӑна ҫыхмалли купа айне хурать, тепри ӑна ҫыхать, тата тепри йӑтса каять.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна Алексей ҫулпа инҫе кайичченех туйса илчӗ — икӗ енчен те ӑна, ҫурла айӗн пӑхса е кӗлте ҫыххи туса, тыр выракансем саламлаҫҫӗ.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Илтетӗн-и? — терӗ Ятман кӗлте ҫыххи туса тӑракан Укахвие.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хан керменӗнчи чаплӑ япаласене — Итали архитекторӗ Алевиз-Фрязин-Новый тунӑ портала, хитре чул ҫине касса тунӑ чечек, шӑрҫа ҫыххи, юман ҫулҫипе йӗкелӗн ӳкерчӗкӗсене, арабла ҫырнӑ эрешлӗ хапхана, шӑнкӑрав сассипе чӑнкӑртатса уҫӑлакан йывӑр алӑка, сад пахчисемпе фонтансене, галерейӑсемпе чул мавзолейсене вӑл пин хут та пырса пӑхрӗ пуль.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫемье пуҫӗ вара ылтӑн туйра та мӑшӑрне 50 ҫул каяллахи пекех сиреньпе упа шанкри чечекӗсенчен илемлӗ чечек ҫыххи хатӗрлесе парассине систерет.

Help to translate

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Хӑнасем юбиляра Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн салам открыткине панӑ, асӑнмалӑх парнесем тата чечек ҫыххи парнеленӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телей тата килӗшӳпе тату суннӑ.

Help to translate

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Сире юрату, чечек ҫыххи, парнесем кирлӗ…

Захочется любви, цветов и подарков…

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтра Бурнаш сӗтел хушшинчен тухрӗ те хулӑ ҫыххи патне пырса пӗр яштака хуллине алла илчӗ, пиҫӗ-и ку тенӗ пек, ӑна авкаласа пӑхрӗ, вара Эхмемет еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed