Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырман (тĕпĕ: ҫырма) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтах тата, пӑхатӑп та — пӗр пӗчӗкҫеҫ путсӗр юханшыв ҫуталса вырта парать, — асӑрхайман-ҫке ҫавна, ҫырман сылтӑм енӗпе анмалла пулнӑ-мӗн… — усалскерӗн, сарлакӑшӗ те виҫӗ чалӑш ҫеҫ, хӑй ҫапах та шурлӑхлӑ тата.

Тут как тут, смотрю — проклятая речушка, — не заметил, надо бы правой стороной оврага спускаться… — дрянь, сажени три, а топкая.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Эпӗ пурӑ ҫинчен ҫырман.

— Я не писал про мел.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Сергей Николаевич класа пысӑк карттӑ илсе килчӗ, карттӑ ҫинче ним те ҫырман.

Сергей Николаевич принос в класс большую немую карту.

14 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл хӑй ҫапла пулнишӗн Горева пурнӑҫӗнчен тухма шутлани (вӑл ҫавӑнпа ҫырман та-мӗн), тата хальхи пурнӑҫӗ мӗнле майлашса пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе пани ҫинчен ҫырать.

Он писал о том, что сознание собственной неполноценности заставило его решиться уйти из ее жизни (этим объясняется его молчание), что весь уклад его нынешней жизни только подтверждает правильность такого решения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ҫав Сакнуссем, — тет пичче, — пысӑк ученӑй пулнӑ, ҫавӑнпа та, вӑл хӑй чӗлхипе ҫырман пулсан, апла вӑл ун чухнехи XVI ӗмӗрти нумайрах вӗреннӗ ҫынсем калаҫакан чӗлхепе, урӑхла каласан, латин чӗлхипе ҫырнӑ пулать.

— Сакнуссем, — продолжал дядя, — был ученый человек; поэтому, раз он писал не на родном языке, то, разумеется, должен был отдавать преимущество языку, общепринятому среди образованных умов шестнадцатого века, а именно — латинскому.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ку алҫырӑвӗсене пӗр алӑпа ҫырман; шифрне кӗнекинчен кайрантарах ҫырнӑ; ку ҫиелтен пӗрре пӑхса курӑнать: чӑнахах та, малтанхи иккӗллӗ М саспалли Стурмсон кӗнекинче тӗл пулмасть, мӗншӗн тесен ӑна Исланди алфавитне XIV ӗмӗрте тин кӗртнӗ.

— Записи эти сделаны не одной и той же рукой, — сказал он, — зашифрованная записка более позднего происхождения, чем книга, и неопровержимое доказательство тому мне сразу же бросилось в глаза: в самом деле, в тайнописи первая буква — двойное М, — не встречается в книге Турлесона, ибо она была введена в исландский алфавит только в четырнадцатом веке.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Архангельскра тухса тӑракан хаҫатсем вӑрҫӑ ӗҫӗсем ҫинчен пачах та тенӗ пек ҫырман пулин те, фронтри хыпарсем хулана ҫапах та килсе ҫиткелеҫҫӗ.

Но хотя архангельские газеты почти не писали о военных действиях, слухи с фронта все-таки доходили.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗттӗмрех те кӑшт кӗрхи сӑнпа тутӑхнӑ вӑрман ун патнелле виҫӗ енчен ҫывхарать, тӑваттӑмӗш енче ҫырма тӑсӑлса выртать, ҫырман леш енче тепӗр сӑрт симӗс хум пек ҫӗкленсе выртать.

Тенистый, чуть тронутый осенней ржавчиной лес подступал с трех сторон, а с четвертой льнула ложбина, за которой зеленой волной поднимался второй холм.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫырман!

Не записывал!

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Яппунсене чӑвашсемпе паллаштарас тесе сайт уҫма уҫнӑ-ха, анчах хальлӗхе ним те ҫырман.

Хотя и открыт сайт для японцев, чтобы познакомить с чувашами, но пока туда ничего не внесено.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Кайран карапӗ хӑй те, хура тӗтӗм кӑларса, ӗне кӗтӗвӗнчи пысӑк вӑкӑр пек, вӑрӑммӑн та янӑравлӑ сасӑпа кӑшкӑртса янӑ та ҫырман икӗ енӗпе тӑракан тата хӑвӑрт ҫул парса ишсе ҫӳрекен вӗтӗ кимӗсем хушшипе вӑраххӑн шума пуҫланӑ.

А там и самый корабль дохнул черным дымом, загудел глубоким и гулким голосом, как огромный бугай в стаде коров, — и тихо двинулся по реке, между мелкими судами, стоявшими по сторонам или быстро уступавшими дорогу.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Унӑн шӑллӗ Вильям питӗ шӳтлеме юратать иккен, халӗ те вӑл шӳтлекелесе кӑна ҫыркалам пекки тунӑ-мӗн, чӑннипе тӑрӑшса ҫырман, ҫакна король тӳрех ӑнланса илнӗ пулать.

Что его брат Уильям первый шутник на свете и даже не собирался писать по-настоящему; он-то понял, что Уильям хочет подшутить, как только тот черкнул пером по бумаге.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫак ҫырусӑр пуҫне Питер урӑх нимӗн те ҫырман — ҫыртарма пултарайман ӑна.

А кроме этого письма, Питер так-таки ничего и не написал, не могли его заставить.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл вара: «Нимӗн те ҫырман унта, кӗнеке хушшине хӗстернӗ ахаль хут татӑкӗ кӑна вӑл», — терӗ те мана выляма кайма хушрӗ.

И она тогда сказала, что в записке ничего особенного не было, это просто закладка, и чтобы я шел играть.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӑнтарӑн Эммелина, хӑй пурӑннӑ чухне вӑл пур виле валли те сӑвӑ ҫырнӑ, хӑй вилсен, авӑ, ӑна асӑнса никам та пӗр сӑвӑ ҫырман, мӗн тери кӳренмелле ҫакӑншӑн, эпӗ ҫырам тесе хӑтланса пӑхрӑм та, нимӗн те пула пӗлмерӗ.

Когда бедная Эммелина была жива, она сочиняла стихи всем покойникам, и казалось несправедливым, что никто не напишет стихов для нее теперь, когда она умерла; я попробовал сочинить хоть один стишок, только у меня ничего не вышло.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Мӗншӗн тесен кӗнекесенче кун пирки ҫырман — ҫавӑнпа.

— Потому что в книгах этого нет — по этому по самому.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ҫӗнӗрен эп нимӗн те ҫырман, киввине…

— Я ничего не писал нового, а старое…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун ҫинчен ҫеҫ мар, пачах ҫырман

И вообще ни строчки ни о чем?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗрӗссипе калас-тӑк, эп ун ҫинчен юлашки вӑхӑтра пӗр йӗрке те ҫырман.

Признаться, что за все это время я не написал о ней ни строчки?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Каларӑм вӗт, вӑл ӑна учительница пирки ҫырман тесе…

 — Он же не про учительницу написал, я говорила тебе.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed