Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен эпир пӗтӗм тӗнчери ҫирӗпленсе ҫитнӗ право нормисене тӗнчере сӗмсӗррӗн пӑснине, тӗрлӗ ҫӗршыври пӗр евӗр пулӑмсенех, вӗсем камшӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнине кура, иккӗлле стандартсемпе хакланине куратпӑр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
«Январьти Пленум решенийӗсене пурнӑҫлар» ярӑмра йӗркеленӗ передачӑсенче промышленноҫ редакцийӗ хулапа ял хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленсе пынине тӑтӑшах ҫутатрӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Радиограммӑсем тӑрӑх вӑл ӗҫ ҫыннисене Совет влаҫӗ ҫирӗпленсе пыни ҫинчен информацисем парса тӑнӑ, ют ҫӗршывсенчи пресса Совет влаҫӗ ҫинчен элек сарнине критикленӗ, вырӑнти влаҫсем ҫӗнӗ декретсене мӗнле ӑнланмаллине тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламаллине кӑтартса панӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫуралчӗ те вӑр-вар ҫирӗпленсе ларса пурнӑҫ телейӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Юрий Тарасов ентешлӗх ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пынине пӗлтерчӗ.
Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/
Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шӑварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пӑхать.
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717
Сывлӑхӗ ҫирӗпленсе ҫитнӗрен, Васса хӑй те фермӑри ӗҫсем ҫинчен ытларах та ытларах ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫепӗҫ те ӑшӑ туйӑмлӑ лирик сасси ҫултан-ҫулах ҫирӗпленсе пынӑ.
Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.
Ҫамрӑк чухнех шухӑшланӑччӗ, халь ҫав шухӑш ҫирӗпленсе, тӑрланса ҫитрӗ ӗнтӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
…Ҫапла, ҫыру ҫӳретсе паллашнӑранпа ҫич-сакӑр ҫул иртсен тин пирӗн хушӑмӑрти туслӑх ҫирӗпленсе ҫитрӗ.
Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫак туйӑм шӑпах хӗрачан талайӗ ҫирӗпленсе пынӑ чух чӑмӑртаннӑ май кайрантарах вӑл хӗрачан кӑмӑлне те, сӑн-питне те ӗмӗрлӗхех витӗр ҫапнӑ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пӗве кӗмен, ҫан-ҫурӑмӗ ҫирӗпленсе ҫитменскерсем аслисемпе танах тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ-ҫке.
Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html
Поселокра, Думитру Георгиевич патӗнче, — терӗм те эпӗ, ҫапла пирӗн сӑмах кирлӗ йӗр ҫине хӑвӑртах ӳкрӗ: эпӗ ӑна хам курни-илтнине, хамӑн ҫирӗпленсе ҫитнӗ шухӑшӑмсене каласа пама тытӑнтӑм.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл хӑй те тулма тытӑннӑ пулас, анчах пӗвӗ-сийӗ питех те йӑрӑс-ха, хӳхӗм, ҫирӗпленсе ҫитнӗ те тулма пуҫланӑ — ҫав вӑхӑтри илем пуль ӗнтӗ ку.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унтанпа вӗсем уйрӑлмаҫҫӗ, туслӑх ҫирӗпленсе анчах пырать.
Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500
Тепӗр самантран савӑнӑҫ кӗввисем ӳснӗҫем ӳссе, ҫирӗпленнӗҫем ҫирӗпленсе пычӗҫ, Аня вара, йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларнӑскер, хӑйне ҫӑмӑлрах, ирӗкрех туйрӗ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Комсомол традицийӗсем ӑруран ӑрӑва куҫса пырса ҫирӗпленни, совет ҫамрӑкӗсен кулленхи пурнӑҫ романтики, ҫӗнӗ, коммунизмла мораль ҫирӗпленсе пыни, пирӗн яш-кӗрӗме пурнӑҫ ҫине коммунизмла пӑхма хӑнӑхтарни, таса юратупа ҫирӗп туслӑх — ҫакӑн пек ӗнтӗ кӗнекен содержанийӗ.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Орфографи тӗлӗшӗнчен вӑл ятсене мӗнле ҫырасси ҫирӗпленсе ҫитеймен пуль теме юрать пуль те — анчах пирӗн тӑрӑхра вӗсене Сухати, Йӑршшу теҫҫӗ, ҫак ятсемпех.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Кунта, пысӑк вырӑнта, ӗҫлеме ман кӑмӑл ҫирӗпленсе ҫитеймен-ха, каплипе эп ҫынсене сиен кӑна кӳретӗп.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.