Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиллине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Чи малтанах ӗне ҫиллине сӑнаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович кунӗ-кунӗпех ҫиллине шӑнараймасӑр ҫӳрерӗ.

Help to translate

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чапаев кӑра ҫилӗллӗ ҫын пулнӑ, тейӗпӗр, анчах та унӑн ҫиллине тивӗҫлӗ лару-тӑрура (обстановкӑра) кӑтартса памалла пулнӑ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл ӑна хӑр-хар вӑрҫса тӑкассӑн туйӑнчӗ, анчах ҫиллине самантрах пусарчӗ те паҫӑрхи пекех йӑнкӑлтатса калаҫрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Кермӑн, лаҫ умӗнче ҫаплах калла-малла кумаканскер, ӑшне капланнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр икӗ чышкине те чӑмӑртарӗ:

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арҫын пуҫҫӑн ӗне ҫиллине туртса лар-ха!

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Турти кӗскерех, ҫиллине хӑваласах ҫӳрет.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗн ӑслӑ та шӑп вӑхӑтлӑ сӑмахӗ ун ҫиллине ирттерсе ячӗ курӑнать.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, аслӑ Пӳлӗхҫӗ ман майлӑ пулчӗ, ун ҫиллине ман ҫине ӳкермерӗ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ырӑ Киремет хӑй ҫиллине ӳкернӗ, ҫавӑнпа ним паллисӗр ҫухалнӑ вӑл.

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлетпӗр-ха, атте, ӑш-пиллӗ, уҫӑмлӑ, ҫынна яланах тарават, сӑмах-юмах та шӳт маҫтӑрӗ, темле кӳренсен е тарӑхсан та пули-пулми луш ҫинченех хӑйӗн шалти вӗчӗхӗвне, ҫиллине чӑшт-чаштах пӗрхӗнтерсе ямасть, анчах та…

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Хыт кукар! — ҫиллине кирӗклӗ-йӗплӗ сирпӗтсе, пичет шаплаттарса илчӗ Арҫен те.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫакна курсан, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне йӗплентерсе ҫӗклентернӗ анчӑк, хӑрлата-хӑрлата, пуҫне пӗксе, выртакан парӑннӑ чӗрчуна тӗкӗнме юраманнине пӗлнӗ пек, «пӑшт-пӑшт пӑтӑланса», ҫиллине шӑнаркаласа, ман пата таврӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тух! — витринчи лапра шывне лаштах сапнӑ пек сирпентерчӗ ваштах капланса хӑпарнӑ хура ҫиллине паркамас хӗрарӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ша-а-арт!» — хирӗлет, чӑркӑшать, тулашать, ҫиллине шӑнӑраймасть вӑрман.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Манашкал тепӗр ансух!» — хутлӑ-хутлӑ намӑс сӑмах кӗрлеттере-кӗрлеттере, «йӗплӗ сурчӑк» лачлаттарчӗ вӑл ӑшӗнче «качтаки» ҫине, вара ҫиллине шӑнараймасӑр, ӳчӗ ҫумне лапах ҫыпӑҫса ларнӑ тарпа касӑхнӑ кӗпине пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗткелесе уйӑрауйӑра каллех пӗтӗм ӑш-вартан, ҫӑвар тулли усал сӑмах лаплаттарса хучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Б…!» — кӑкӑрне самант капланса хӑпарнӑ ҫиллине вырӑссен усал сӑмахӗпе ҫӑвар тулли лаплаттарса ҫырлахтарчӗ вӑл, ӑсӗнче юлташӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне кӑкӑрӗнчен тытса силлесе.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пирӗн йӑха никам та нихҫан та вӑрӑпа намӑс кӑтартман», — тесе, ҫиллине ҫӗкленҫи ҫеҫ турӗ, анчах Митюка пӳрнипе те тӗкӗнмерӗ, унпа шултӑран та калаҫмарӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Ну, ну, хуллентерех эсӗ, — аран-аран ҫиллине чарса шӑл витӗр каларӗ зоотехник.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed